Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

килти the word is in our database.
килти (тĕпĕ: килти) more information about the word form can be found here.
Ҫав сӗтрен, паллах, лайӑх сӗт-ҫу туса илейместӗн, килти ӗнерен продуктивность сӑвасси нумайрах ӳстӗр тесе ӗнесене искусственнӑй майпа пӗтӗлентерме тӑрӑшмалла».

Из такого молока, конечно же, не получишь хороших молочных продуктов, нужно искусственно оплодотворять коров, чтобы продуктивность удоя с домашней коровы возрасла больше».

Сӗт ыйтӑвӗ канӑҫ памасть // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60743

Килти хуҫалӑхра мӗн кирлӗ, пурте пур унӑн, тирпейлӗ, хӑтлӑ.

Help to translate

Пулӑшма хатӗрскер // Е.БАРИНОВА. http://елчекен.рф/2023/04/28/%d0%bf%d1%8 ... %b5%d1%80/

Сӑмах май, темиҫе кун каялла анчах пулса иртнӗ ларура вӑрмансен таврашӗнче, ялсен, килти хушма хуҫалӑхсен ҫывӑхӗнчи типӗ курӑкпа ҫӳп-ҫапа ҫунтарнин тӗслӗхӗсемпе 3 протокол тӑрӑх тивӗҫлӗ йышӑну тунӑ пулсан, хальхинче — 4 ӗҫ.

Help to translate

Каласан та итлемеҫҫӗ-и? // С.АРХИПОВА. http://елчекен.рф/2023/04/28/%d0%ba%d0%b ... ce-%d0%b8/

Килти хушма хуҫалӑхсенчен пухакан сӗт хакӗ пӗр уйӑхра 18 тенкӗ те 80 пус таран (иртнӗ ҫулхипе танлаштарсан 21 процент сахалрах), сӗте ӗҫлесе хатӗрлекен предприятисен хакӗ 10 процент (26 тенкӗ те 6 пус таран) чакнӑ.

Help to translate

Сӗт мӗншӗн йӳнӗ? // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/04/28/%d1%81e%d1% ... 9y%d0%bde/

Мӗн ҫинчен шухӑшлатӑп эпӗ: тӑвансем ҫав тери ӑшшӑн хӑналаса яни ҫинчен-и, хамӑр килти ӗҫсене чылаях тирпейлесе хӑварни ҫинчен-и е Хӗрлӗ Калля патӗнче илтнӗ сӑмах-юмахсем ҫинчен?

Help to translate

Сунарҫӑ чунӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 116–122 с.

Амӑшӗ килнӗ ҫӗре лесник хӗрӗ килти пур ӗҫсене те туса пӗтерчӗ ӗнтӗ: ӗнине сурӗ, сысна ҫурисене, вӗсемпе пӗчӗк ача пек калаҫа-калаҫа, апат ҫитерчӗ, пахчаран сухан та касса кӗчӗ.

Help to translate

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

Эсир урӑх япала ҫинчен калаҫа пуҫларӑр — санӑн килти инкекӳ ҫинчен…

Help to translate

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Харпӑр хӑй ӗҫне уҫакансем, килти хушма хуҫалӑхра тӑрӑшакансем, фермерсем.

Help to translate

«Фермер шкулӗ» пуҫланчӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60969

Амӑшӗ фермӑра ӗҫленӗ май килти хуҫалӑх ӗҫӗсем те хӗр хулпуҫҫийӗ ҫине тиенеҫҫӗ.

Help to translate

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Ҫакна ӑнланнӑ Аркаш ҫанӑ тавӑрсах килти ӗҫе тытӑннӑ, ялта пурӑнма та ӑслӑ пуҫ кирлӗ тесе института вӗренме кӗнӗ.

Help to translate

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Анфиса Ксенофонтовна фермӑри ӗнесене кӑна мар, хӑш-пӗр чухне колхозниксен килти выльӑх-чӗрлӗхне те сиплет иккен.

Help to translate

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Юр айӗнче халь хура кӑмрӑк купаланса выртать пулӗ — хуҫисӗр килти ӑптӑр-каптӑра кам тасаттӑр?

Help to translate

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

— Эпӗ акӑ хамӑр енче ӳссе ҫитӗннӗ пӗччен карчӑк патӗнче уйрӑм пӳлӗмрех пурӑнатӑп та хама килти пекех туятӑп.

Help to translate

Ӑшӑ шыракан арҫынпа ятсӑр хӗрарӑм // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 61-74 с.

Килти ӗҫе пӗтӗмпех хамӑн тумалла.

Help to translate

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Вӑл вӑрмана килти пекех хӑнӑхнӑ.

Help to translate

Ҫӗрлехи ҫул ҫӗр тӗслӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫемье ҫӗр ӗҫӗпе пурӑннӑ, килти хуҫалӑха тытса пынӑ.

Help to translate

Партизан пулса фашистсемпе кӗрешнӗ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/03/31/%d0%bf%d0%b ... %bd%d3%97/

Галина Николаевнӑн кулленхи ӗҫӗ ҫумне ҫемье, килти хуҫалӑх ыйтӑвӗсем те хутшӑнаҫҫӗ.

Help to translate

Эмелпе те, ӑшӑ сӑмахпа та сиплет // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/03/31/%d1%8d%d0%b ... %b5%d1%82/

Кунта, ачам, килти мар ҫав, канлӗн ҫывӑраймӑн: пӗр куҫпа тӗлӗк кур та тепринпе сыхӑ тӑр!

Help to translate

1 // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 93–104 с.

Епле вӗсем пирӗн ҫӗршывра килти пек хуҫаланаҫҫӗ, шикленме те пӗлмеҫҫӗ!

Help to translate

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Вӑл килти чечексене ӳстерессипе те аппаланать.

Help to translate

Пушӑ вӑхӑта усӑллӑ ирттерме тӑрӑшать // М.МАМУТКИНА. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/11802 ... e-t-r-shat

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed