Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ливан тӑвӗсем ҫинче шӑп та шай вунӑ ҫул пӗр-пӗччен ҫӳресе йывӑр тӗрӗслеве чӑтса ирттернӗ этем пулнӑ ку, паян вӑл хӑй ирӗкӗпе Изидӑна юнлӑ аслӑ парне кӳме тивӗҫлӗ.
XI сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
— Ҫав Бородин, урамра эпир ӑна Титок тесе чӗнетпӗр-ха, пирӗнпеле пӗрле вун-саккӑрмӗш ҫулта хӑй ирӗкӗпе Хӗрлӗ гвардие кайрӗ.
4-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
— Ӑмӑрткайӑк ами ҫӑхан патне хӑй ирӗкӗпе кайса кӗрес пулсан, мӗн пулса тӑрӑччӗ-ши вӑл? — тесе ыйтрӗ пирӗнтен Радда.— Кабы орлица к ворону в гнездо по своей воле вошла, чем бы она стала? — спросила нас Радда.
Макар Чудра // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 7–19 стр.
Вӑл шикленсе шухӑшлакалать: Ольгӑн ирӗкӗпе вӑйӗ ҫитӗ-ши?..
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ҫитменнине тата, сирӗн ҫине пӑхса, сехечӗ-сехечӗпе сире итлесе, кам хӑй ирӗкӗпе ҫав ытарма ҫук илӗртӳрен вӑранас йывӑр тивӗҫе хӑй ҫине илнӗ пулӗччӗ?
X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Кирек епле пултӑр, анчах сайра ҫӗрте тӗл пулакан ҫакнашкал хӑй ирӗкӗпе кӑмӑллӑн пӑхнине калаҫнине мӗн те пулин тунине.
V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӗсем хӑна килнӗ ятпа кӑмӑллӑнах лайӑх кӑркка е вунӑ-вуникӗ чӗп пусаҫҫӗ, анчах апат-ҫимӗҫе пӗр иҫӗм ҫырли те ытлашши хумаҫҫӗ, ҫав хӑна хӑй ирӗкӗпе пӗр черкке эрех тултарса ӗҫсен — вӗсем шурса каяҫҫӗ.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Захар хӑйӗн мӗн ӗҫ тумаллине пӗррехинче яланлӑхах татӑклӑн шутласа хунӑ та, ҫак виҫерен хӑй ирӗкӗпе нихҫан та иртмест.
VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Эпӗ вара городничий хӑй ирӗкӗпе хӑтланнине, халӑх хушшинчи йӑласем пӑсӑлнине, пӑхӑнса тӑракан чиновниксен ӗҫӗсене япӑх йӗркеленине тата хытӑ, анчах законлӑ майсем йышӑнма кирлине кӑтартса пама пултартӑм…
II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Госпитальте хӑйсен ирӗкӗпе укҫасӑр-мӗнсӗр ӗҫлесе пире пӑхакан хӗрарӑмсем пурччӗ, ҫавсенчен пӗри мана: станцире Ленинградран килнӗ ремесленниксемпе спецшкол ачисен эшелонне куртӑм, тесе каласа пачӗ.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Сире, ҫакӑнта асӑннӑ ҫынсене пурне те, хӑвӑрӑн тата вӗсен ирӗкӗпе, ҫын пурӑнакан ҫӗр ҫине тухас ӗмӗтпе суднӑна пӑрахса тухма хушатӑп.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Сире тата ҫавӑнта асӑннӑ ҫынсене пурне те, хӑвӑрӑн тата вӗсен ирӗкӗпе, ҫын пурӑнакан ҫӗр ҫине тухас ӗмӗтпе суднӑна пӑрахса тухма хушатӑп…»
Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Вӑл пулӑшса тӑнипех ун тӑванӗ флота хай ирӗкӗпе кӗрет, вара тинӗс прапорщикне тухма экзамен парать.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ҫавӑншӑн Траубенберга тискер вилӗмпе вӗлернӗ, управлени йӗркине хӑйсен ирӗкӗпе улӑштарнӑ.Следствием было варварское убиение Траубенберга, своевольная перемена в управлении.
Улттӑмӗш сыпӑк. Пугачевщина // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Йӑрӑм-йӑрӑмлӑ пижама тӑхӑннӑ, кукшаланма пуҫланӑ, лутрарах та уксах армянин, канакансен кашни ушкӑнӗнчех тӗл пулакан ҫивӗч чӗлхеллӗ ҫынсене хӑй ирӗкӗпе култаракан комиксенчен пӗри пулнӑскер, автобуссем тавра уксахласа, хыпаланса ҫӳрет, аллинчи туйипе сулкаласа, каякансенчен тахӑшне ӑс парать:
2 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Вӑл хӑй ирӗкӗпе анчах хӑй ятне тасана кӑларайманни ман пуҫран тухмасӑр, мана унпа малтанхи пек тытма чӑрмантарчӗ.
I // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Вӑл кунта Колинский пек хӑй ирӗкӗпе, хӑй умне малтанах паллӑ тӗллев лартса килмен.Он пришел сюда не добровольно, как Колинский, с заранее поставленной целью.
«Пирӗннисем» // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Вӑл ҫын тӑшманпа кӗрешме тата кӗрешӗве пулӑшма хӑй шухӑшласа, хӑй ирӗкӗпе тивӗҫлӗ вырӑн йышӑннӑ.
«Колин» // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
«Тӑватҫӗрмӗшӗнче» пире чехсен инспекторӗсем тата полици управленийӗн агенчӗсем, гестапори службӑна тӑлмачӑсем пулса ӗҫлеме хӑшӗ хӑйсен ирӗкӗпе, хӑшӗ начальство хушнипе лекнӗскерсем хураллатчӗҫ.
IV сыпӑк // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Халӗ, хӑйӗн мӗнпур вӑйӗпе, чун хавалӗпе, ирӗкӗпе пӗр тӗллев ҫине — утма вӗренесси ҫине тӑрӑнсан, Мересьев хӑйӗн йӗри-тавра мӗн пулса пынине сахал асӑрхарӗ.
15 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950