Шырав
Шырав ĕçĕ:
Диван ҫине йӑваннӑ-йӑванманах кӑмӑл пӑтраннине, хам шалтах вӑйсӑрланса кайнине туйрӑм, чӗлӗм туртни мана вӗлерме пултарать тесе шухӑшласа илтӗм те, мана хам вилессӗнех туйӑнса кайрӗ.
XIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Каҫхи уроксем хыҫҫӑн эпӗ яланхи пекех Володя пӳлӗмне кӗтӗм, вӑл, диван ҫине тӑсӑлса выртса, чавси ҫине таяннӑ та темле французла роман вулать.
XXVI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Мана куҫҫуль пӑврӗ, эпӗ диван ҫине лартӑм, урӑх ним калама пултараймасӑр пуҫа ун чӗрккуҫийӗсем ҫине хурса, кӗҫ-вӗҫ вилсе каясла ӗсӗклесе йӗтӗм.
XVI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Диван ҫумӗнче тӳрӗ кӗтес туса, симметриллӗ ларакан пӗр кресло ҫине Марья Ивановна сӑпайлӑн вырнаҫнӑ та хӑй патӗнчи хӗрачасене ытлашши хӗрсе каймасӑр ҫирӗп сасӑпа ӑса вӗрентет.
V сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вӑл диван ҫывӑхнерех пӗшкӗнчӗ, хӑрах ури ҫинче тӑрса, пӗр аллипе сӗтел ҫине тӗренчӗ те мана ун чухне чи ҫепӗҫ сӑпайлӑх пек туйӑннӑ ӑшӑ кулӑпа калпакне пуҫӗ тӑрне ҫӗклерӗ:
II сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Сывмар ҫынсем хӑй патне пырсан, вӑл тӳрех диван хыҫӗнче ларакан кунтӑ патне пӗшкӗннине эпӗ асӑрханӑччӗ.Я заметил, что, когда к нему приходили больные, он сразу лез в корзинку, стоявшую за диваном.
Вӑрлани // Аркадий Петров. Алексин А.Г. Сашӑпа Шура: повесть; А.Петров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 92 с.
Диван ҫинче кун каҫа чупса ывӑннӑ Лира вилнӗ пек ҫывӑрать.
68 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Антон Семенович диван умӗнче чарӑнса тӑрать.
68 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Ачасем, хӗсӗнкелесе, диван ҫине ларчӗҫ, иккӗшӗ пукансем ҫинче вырнаҫрӗҫ.Ребята сели, потеснившись, на диван, по двое примостились на стульях.
49 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Стенасем ҫуммипе лартнӑ варӑм, вырӑнтан хусканман диван та ҫукчӗ.
49 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Татьяна Васильевна диван ҫинче вырнаҫса ларчӗ, ун умӗнче тӗрӗсленекен ачасенчен пӗри — Петя Кизимов тӑчӗ.Татьяна Васильевна устроилась на диване, а напротив нее сидел первый из испытуемых — Петя Кизимов.
44 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Эпӗ таврӑннине илтсен, ҫӳҫӗ-пуҫӗ арпашса кайнӑ, хӗп-хӗрлӗ пулса ҫитнӗ Репин диван ҫинчен тӑчӗ.Услышав, что я вернулся, Репин, растрепанный, красный, встал с дивана.
22 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Кабинета пырса кӗрсен, вӑл диван ҫинче ҫав тери ирӗклӗн, пӗр урине теприн ҫине хурса ларнине куртӑм.Войдя в кабинет, я увидел его сидящим на диване в самой развязной позе — нога на ногу.
22 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Пусма тӑрӑх утса антӑм, кабинета кӗтӗм те, хам пурпӗр ҫывӑрса каяс ҫуккине пӗлсех, диван ҫине выртрӑм.Спустился по лестнице, прошел в кабинет и лег на диван, твердо зная, что все равно не усну.
17 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Манӑн диван ҫинче ҫӗр каҫнӑ хыҫҫӑн, вӑл пӗр манран кӑна кӑштах хӑрать пулмалла.Я, кажется, единственный, кого он после ночевки на моем диване побаивается.
14 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Унччен малтан эпӗ кун ҫинчен пӗлмен: Глебов ман диван ҫинче ҫӗр каҫнӑ чух эпӗ юнашар пӳлӗмре ҫывӑрнӑччӗ, ирхине эпӗ тухнӑ ҫӗре вӑл тӑнӑччӗ ӗнтӗ.
14 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Пӗр пӳлӗмӗнче манӑн ҫыру сӗтелӗ тата леш Глебов асапланнӑ диван.В первой стоит мой письменный стол, еще столик и тот самый диван, на котором маялся Глебов.
11 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Вӑл диван ҫине ларать те нимӗн те чӗнмест.
10 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Анчах та, ҫав тахҫанхи куна, вӑтӑр виҫҫӗмӗш ҫулхи март уйӑхӗнчи куна аса илсен, эпӗ хальхи пекех уҫҫӑн курса тӑратӑп: пӗчӗкҫеҫ пӳлӗм — манӑн кабинет; унта пысӑках мар ҫыру сӗтелӗ, ӑна хирӗҫ — диван, ун ҫинче пилӗк ача лараҫҫӗ.
8 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Алӑк патӗнченех, вӑл ҫара стенасем ҫине, кӗтесре тӑракан пысӑк мар шкап тата ансӑр диван ҫине пӑхса илет.Она с порога мельком оглядывает голые стены, небольшой шкафчик в углу и узкий диван.
7 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.