Шырав
Шырав ĕçĕ:
Сана такам та юратса пӑрахма пултарать, эпӗ хам та яланах сан пек хӗрача ҫинчен ӗмӗтленнӗ, анчах ак, сана тӗл пултӑм та, ҫамрӑклӑх, юрату туйӑмӗсем манӑн йӑлтах таҫта кайса хӗсӗнсе пытанса ларчӗҫ, эпӗ калаҫма пултараймарӑм…
Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.
Юрату ҫинчен яланах шухӑшлатӑп, ун ҫинчен кашни кунах ӗмӗтленетӗп, анчах хам, ӑна тӗл пулма май килсен, хӑраса ӳкетӗп.
Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.
Вара хор каллех юрату юрри юрларӗ.
II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.
Юрату юрри вӗҫленсен, пӗр кӗске саманта шӑп кӑна (шӑп кӑна!) пулса тӑчӗ, ҫав шӑплӑх, вӑл ытла та шӑп пулнипе, пуҫ мимине ыраттарса кайнӑн та туйӑнчӗ, анчах залри икӗ пин ҫын, ҫивӗч те пӑхӑнтаракан команда тӑрӑх тунӑ пекех, ытла та пӗр харӑс алӑ ҫупса яни ҫак шӑплӑха кӗтмен ҫӗртен патах татса ячӗ.
II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.
Вӗсем пурте ӑнланчӗҫ: ку — поэмӑн умсӑмахӗ евӗр япала, ку композитор хӑйӗн поэмине кама та пулин халалланине пӗлтерет, тата вӑл, композитор, хӑйӗн произведенине чӗрери пысӑк юрату хушнипе ҫырнине систерет…
II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.
…Тунсӑхлӑрах янӑрарӗ юрату юрри, итлекенсен чӗрине кас-кас тем пӑчӑртаса илнӗнех туйӑнчӗ.
II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.
Юрату юрри ҫынсем патне, вӗсен чӗрине тӳрех мар, кӑшт тӑрсан ҫеҫ ҫитрӗ пулмалла, анчах вӗҫне тухиччен вӑл вӗсене йӑлтах ярса илчӗ.
II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.
Хӑйӗн пӗчӗк чӗринче вӑл хӑйӗн пысӑк хулине унтан та пысӑк юрату илсе кайрӗ.
II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.
Вӑл хӑйӗн чӗринче пысӑк юрату пуррине сисрӗ, мӗншӗн тесен хытӑ юратакансем кӑна ҫапла кӗвӗҫтереҫҫӗ…
II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.
Хӑйӗн чӗринче юрату чӑнах та вӑйлӑ ҫуралнине Аня хӑй те лайӑх сисрӗ.
II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.
Виктор Гаврилчсемпе юнашар пуранакан ҫамрӑк зоотехник тепӗр эрнерен сӑвӑ ҫырчӗ: сӑвӑра кӳршӗ хӗрӗн чӗринче пӗрремӗш хут юрату ҫурални ҫинчен каланӑ, мӗншӗн тесен хӑнана килнӗ кӳршӗ хӗрӗ ытла та ҫӑмӑл, лӗпӗш пек вӗҫсе кӑна ҫӳрет, ялан хаваслӑ юрӑсем юрлать…
II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.
— Юрату ҫинчен, — терӗ Володя.
II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.
— Юрату йӗррисем тӗксӗмленесси… мӗнле? — ӑна сӑмсинчен пӳрнипе тӗртсе илсе ыйтрӗ вӑл.
II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.
Сӑмахран, мӗне кирлӗ сцена ҫинче юрату картинисем туса кӑтартма?
II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.
Ҫакӑ вӑл яланах пысӑк юрату ҫинчен ӗмӗтлентерекен вӗри те чарусӑр ҫамрӑклӑх.
II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.
Пурсӑра та сывлӑх, ӑраскал тата юрату сунатӑп!
Олег Николаев Мӑнкун ячӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/04/16/gla ... et-s-prazd
Хӑйӗн юрату хӗлхемне йӑпатассишӗн вӑл ашшӗне хирӗҫ каять, туй хыҫҫӑн мӗнле хурӑнташланса пурӑнасси пирки те шухӑш ҫук унӑн.
«Еркӗн» поэмӑри топонимика // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6294.html
Тамарӑшӑн ӑс-пуҫлӑ юрату хаклӑ иккен.
11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.
Унпа Герасим Федотович юрату ҫинчен те, Марина ҫинчен те сахал мар калаҫнӑ.
11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.
Пӗр юрату вилсен тепри ҫуралма тивӗҫ.