Шырав
Шырав ĕçĕ:
24. Христос алӑпа тунӑ кӗлӗ чатӑрне кӗмен, — вӑл чӑн Сӑваплӑ Вырӑнӑн сӑнарӗ ҫеҫ, — Христос пирӗншӗн Атте Турӑ умне пырса тӑма тӳпенех ҫӗкленнӗ, тӳпе ӑшнех кӗнӗ.
Евр 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Чӗнсе илнисем хӑйсене Турӑ пама пулнӑ ӗмӗрлӗх ырӑлӑха илччӗр тесе, пӗрремӗш халал вӑхӑтӗнче тунӑ ӗҫсене Хӑйӗн вилӗмӗ урлӑ каҫарса, Христос ҫӗнӗ халала вырӑна кӳрет.
Евр 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Пушмак пӑру кӗлӗпе хутӑштарнӑ пӑру юнӗпе, качака юнӗпе сирпӗтни ирсӗрленнисенӗн ӳтне тасатать пулсассӑн, 14. Христос Юнӗ мӗнле хӑватлӑ пулмалла!
Евр 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Акӑ Христос — пулас ырӑлӑхсене паракан Аслӑ Священникӑмӑр — килчӗ.
Евр 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫавӑнпа ӗнтӗ Христос ҫинчен чи малтан мӗн пӗлнипе ҫеҫ ҫырлахар мар, тӗплӗ пӗлсе ҫитме васкар; каллех никӗс хывар мар — вилӗм патне илсе ҫитерекен ӗҫсенчен хӑтӑласси ҫинчен, Турра ӗненесси ҫинчен, 2. шыва кӗресси ҫинчен, алӑ хурасси ҫинчен, вилнисем чӗрӗлсе тӑрасси ҫинчен, ӗмӗрлӗх сут ҫинчен ҫӗнӗрен пуҫласа калаҫар мар.
Евр 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Хӑй ӳтлӗ пулса пурӑннӑ вӑхӑтра Христос Хӑйне вилӗмрен ҫӑлма Пултаракана тархасласа, куҫҫулӗпе йӑлӑнса кӗлтунӑ; Турра хисепленӗшӗн Унӑн кӗлли ҫитнӗ.
Евр 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Христос та Аслӑ Священник чапне Хӑй тӗллӗн илмен.5. Так и Христос не Сам Себе присвоил славу быть первосвященником,
Евр 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Туррӑн пӗтӗм ҫурчӗ-йӗрӗнче Моисей шанчӑклӑ ӗҫлесе тӑракан пек анчах пулнӑ, вӑл пӗлтерме кирлине пӗлтерсе тӑнӑ; 6. Христос вара — Ашшӗ ҫуртӗнчи шанчӑклӑ Ывӑл; эпир вара — вӗҫне ҫитичченех ҫирӗп пулсассӑн, савӑнӑҫлӑ шанчӑка сыхласа хӑварсассӑн — Унӑн ҫурчӗ пулӑпӑр.
Евр 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр тивлечӗ сирӗнпе пӗрле пултӑр.
Флм 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Христос Иисусшӑн манпа пӗрле тӗрмере ларакан Епафрас сана салам ярать; 24. манпа пӗрле ӗҫлекенсем Марк, Аристарх, Димас тата Лука та салам яраҫҫӗ.
Флм 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Эпӗ, Христос апостолӗ, санӑн тивӗҫӳ ҫинчен хӑюллӑнах калама пултаратӑп та, 9. анчах та, сана юратса, эпӗ, ватӑлса ҫитнӗ Павел, халӗ Иисус Христосшӑн тӗрмере лараканскер, тархаслатӑп, 10. сана хамӑн Онисим ывӑлӑмшӑн тархаслатӑп: вӑл эпӗ тӗрмере ларнӑ чухне манӑн ывӑлӑм пулса тӑчӗ.
Флм 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Пире пӗрлештерсе тӑракан ӗненӳ сана пирӗн пурӑнӑҫа Христос Иисус урлӑ кӗнӗ ырӑлӑха тарӑнрах ӑнланса илме пулӑштӑрччӗ тесе кӗлтӑватӑп.6. дабы общение веры твоей оказалось деятельным в познании всякого у вас добра во Христе Иисусе.
Флм 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Иисус Христосшӑн тӗрмере ларакан Павел тата Тимофей тӑван — хамӑрпа пӗр ӗҫ тӑвакан савнӑ Филимона, 2. савнӑ йӑмӑка Апфийӑна, пирӗнпе пӗр ӗҫшӗн тӑрӑшакан Архипа тата санӑн килӗнте пуҫтарӑнакан ӗненекенсене: 3. Атте Туррӑмӑрпа Иисус Христос Ҫӳлхуҫаран сире тивлетпе канӑҫлӑх пултӑр.
Флм 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Хамӑра Ҫӑлакан Туррӑмӑр тивлечӗ тата Вӑл этеме юратни ҫитсессӗн, 5. Вӑл пире хамӑр тунӑ тӳрӗ ӗҫӗмӗрсене кура мар, Хӑйӗн хӗрхенекен кӑмӑлӗпе, пире шывпа ҫӗнӗрен ҫуратса, Таса Сывлӑшпа ҫӗнетсе ҫӑлчӗ; 6-7. Хӑйӗн тивлечӗпе тӳрре тухчӑр, шанса тӑнӑран ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫа кӗмелле пулччӑр тесе, Турӑ пире хамӑра Ҫӑлакан Иисус Христос урлӑ Таса Сывлӑшне ытлӑ-ҫитлӗ пачӗ.
Тит 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Пире пур йӗркесӗрлӗхрен те хӑтарасшӑн, пире тасатса ырӑ ӗҫсем тума тӑрӑшакан Хӑйӗн суйласа илнӗ халӑхӗ тӑвасшӑн Христос Хӑйне Хӑй вилӗме панӑ.
Тит 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Мӗншӗн тесессӗн Туррӑн пур ҫынна та ҫӑлакан тивлечӗ ҫитрӗ; 12. вӑл пире, Турӑ ҫинчен йӑнӑш шухӑшлассине, ку тӗнчешӗн анчах пурӑнассине пӑрахтарса, ҫак ӗмӗрте таса тӑма, тӳрӗ пулма, Турра юрӑхлӑ пурӑнма вӗрентет, 13. телейлӗ пулас ӗмӗте тытса, хамӑра Ҫӑлакан аслӑ Иисус Христос Туррӑмӑр мухтавлӑ килессине кӗтсе тӑма вӗрентет.
Тит 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1-3. Турӑ чури Павел — Турӑ суйласа илнисене ҫирӗп ӗнентермешкӗн, чӑнлӑха пӗлтермешкӗн, Турра юрӑхлӑ пурӑнма вӗрентмешкӗн, ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ килессе, Хӑйӗн сӑмахне нихӑҫан та улӑштарман Турӑ тӗнчене пултаричченех пама пулнӑ пурӑнӑҫ килессе шантармашкӑн Иисус Христос апостолӗ пулнӑскер (палӑртнӑ вӑхӑтра Турӑ Хӑйӗн Сӑмахне тӗнчене килтернӗ, ун ҫинчен каласа ҫӳреме Ҫӑлакан Туррӑмӑр мана шанса хушнӑ) — 4. хампа пӗр тӗне тытнипе чӑн ывӑлӑм пулса тӑракан Тита: Атте Турӑран тата Иисус Христос Ҫӳлхуҫаран, хамӑра Ҫӑлаканран, тивлет, ырӑлӑх, канӑҫлӑх пултӑр.
Тит 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр санӑн сывлӑшупа пӗрле пултӑр.
2 Тим 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫапла ӗнтӗ сана Турӑ умӗнче тата вилнисене те, чӗррисене те сут тума Патша пек килес Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр умӗнче хистесе калатӑп: 2. Турӑ Сӑмахне нихӑҫан та нихӑш вӑхӑтра та вӗрентме ан чарӑн: питле, асӑрхаттар, тем тӗрлӗ вӑрах тӳсӗмлӗ пулса ӳкӗтле.
2 Тим 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Хӑвна кам вӗрентнине пӗлсе, хӑвна мӗн вӗрентнинчен, хӑвна мӗн шанса панинчен ан тух; 15. тата эсӗ мӗн ачаранах Турӑ Ҫырӑвне пӗлсе тӑратӑн; Христос Иисуса ӗненсе ҫӑлӑнмашкӑн ҫав Ҫыру сана ӑслӑлантарса ҫитерӗ.
2 Тим 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.