Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Кӗрхи (тĕпĕ: кӗрхӗ) more information about the word form can be found here.
Нӑйӑлти Салтак пасарӗпе пырать; сӗм-тӗттӗм пирки — чалӑшнӑ, лутра пӗчӗк лавккасенчен такӑнать, кӗрхи кӳлленчӗксен пылчӑкне ҫатлаттара-ҫатлаттара утать, ҫав хушӑрах пиншак кӗсйинчи вак укҫине сулахай аллипе ҫине-ҫинех шутлать.

Пискун шел через Солдатский базар, спотыкаясь в кромешной тьме среди низких, покосившихся лавчонок, шлепая по осенним лужам и на ощупь, левой рукой подсчитывая мелочь, лежавшую в пиджачном кармане.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 298–303 с.

Пӑкӑланӑ ҫӑвар-па Монфокона каясси, унта палачӑн сивӗ чӗрнисене вӗри мӑйпа туясси тата юлашки сывлӑша кӗрхи ҫил ӳхӗрӗвӗпе кӑларса ярасси маншӑн ытла та ҫепӗҫҫӗн те черченнӗн курӑнчӗҫ.

Отправиться на Монфокон с кляпом во рту, чувствовать там горячей шеей холодные ногти палача и растворить дух в вое осеннего ветра показалось мне слишком сентиментальным.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 174–191 с.

Кӗрхи шултра ҫумӑр вӑйланнӑҫемӗн вӑйланать…

Шел все сильнее крупный осенний дождь.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 23–48 с.

Кӗрхи ҫанталӑк вӑл ватӑ карчӑк кӑмӑлӗ пекех ҫав…

Help to translate

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Унӑн нӑкӑ питҫӑмарти кӗрхи анис евӗр кӗренленнӗ, чакӑр куҫӗ пӳлӗм тӗксӗмӗнче тарӑнраххӑн, темле шалти ачашлӑхпа ӑшшӑн илӗртнӗн туйӑнать, кӑшт мӑкӑрӑларах тӑракан тути вара, тупата, майрасен сӑрланӑ тутисенчен хӗрлӗрех.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Кӗрхи вӑрман шӑпӑр пек ҫарине асра тытса, Сӑпани ҫырма ҫыранӗнчи, тӑвӑл лӑсканипе тӳнсе кайнӑ хыр тымарӗ айӗнчи ҫӗр хӑвӑлӗнче выртакан кашкӑрсем патне ҫӳл енчен пычӗ.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Часах юланутҫӑсен ушкӑнӗ ӗнер килнӗ ҫулпа — пахча ҫумӗпе каялла юрттарчӗ, ҫӗрле хуп-хуран курӑнса ларакан, кӑмӑлсӑррӑн чашкӑрса кӗтсе илекен кӗрхи вӑрмана кӗрсе кайрӗ.

Help to translate

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Телегин хурахсен эшкерӗпе явӑҫма пултарни, ӑна пулӑшса тӑракан ҫыннӑн ҫывӑхрах пулмалли кӑна мар, Калюков эшкерӗ, кӗрхи ҫанталӑка кура пӗчӗкрех йышпа ҫӳрет пулин те, яланхи пекех вӑйлӑ иртӗхни васкатрӗ ӑна.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Малтанхи ҫул чуллӑсем, санькассисене ура хурас тӗллевпе, 4-мӗш бригада уйӗнче пӗр гектар та кӗрхи суха туман.

В первый год чаллинцы, для того чтобы заставить санькасинцев помучиться, на 4-м бригадном поле осенью не вспахали ни гектара.

Илемлӗрех те пуянрах пултӑрччӗ // Ӑсан Уҫӑпӗ. Алексеев, О. А. Савнӑ енӗм, тӑван ялӑм — Санькасси. — Кӳкеҫ: издательство ҫурчӗ, 1999. — 26 с.

Кӗрхи сада ытла та юрататӑп Кӗрхи кунра эп тӗнчене килнишӗн, Улмуҫҫисем улмисемпе ларнишӗн, Ҫумрах сырлан сар ылтӑн пек ҫиҫнишӗн.

Help to translate

Сада эп юрататӑп // Лидия Ковалюк. Ковалюк Л.А. Юрату ҫӑлкуҫӗ. Сӑвӑсем. Шупашкар: «Калем» кӗнеке издательстви, 2002. — 72 с. — 8 с.

Пӗр пӗрчӗрен тухать пин пӗрчӗ, Вара, кӗрхи кунсем ҫитсен, Ӳссе ларать ҫӗн тырӑ сӑрчӗ Чи аслӑ мул пекех хитрен.

Help to translate

Сухаҫӑ // Лидия Ковалюк. Ковалюк Л.А. Юрату ҫӑлкуҫӗ. Сӑвӑсем. Шупашкар: «Калем» кӗнеке издательстви, 2002. — 72 с. — 6 с.

Хӗрарӑма арҫын умӗнче мӗскӗнлетес тенӗн кӗрхи ҫумӑр пек шӑпӑртатрӗ, мӑшӑрне кӗтсе писевленӗ тутине, куҫӗсене вараларӗ.

Help to translate

Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.

Миша, амӑшне кӗрхи ӗҫсене пуҫтарма йывӑр пулать тесе деканран ыйтсах икӗ эрнелӗхе яла таврӑнчӗ.

Help to translate

Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 134–165 c.

— Пӗлетӗн вӗт-ха кӗрхи кун кӗскине, часах тӗттӗмленет.

Help to translate

Вероника // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 100–133 c.

Кун кӗскелсе пынине пула кӗрхи ӗҫсене туса юлма васкамалла, кашни самантпа туллин усӑ курмалла.

Help to translate

Ӑш вӑркатмӑш // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 68–99 c.

— Эпир ҫитрӗмӗр те, — кӗрхи ҫанталӑк Лиза питне самаях хӗретнӗрен вӑл тата чипер курӑнать.

— Вот мы и приехали, — она выглядела еще красивее, потому что осенняя погода сильно приукрасила Лизу.

Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.

Кӗрхи кун кӗске пулин те Аня кун каҫипе витесене ҫунӑ пек хырса тасатса пӑрушкисене ҫума ӗлкӗрчӗ.

Несмотря на короткий осенний день, Аня за день успела выскоблить хлев и вымыть телят.

Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.

Кӗрхи ҫумӑр тумламӗсем пӳрт тӑрри ҫине шаплатса ӳкнине итлесе пӳрт умӗнче пирус туртса ларчӗ.

Прислушиваясь к тому, как осенние капли дождя падали на крышу, он сидел и курил возле дома.

Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.

Вырӑс ҫарӗ ҫавӑн пекех йывӑр кӗрхи сивӗре, выҫӑра, хӑйне хирӗҫ тӑватӑ хут вӑйлӑрах тӑшман пулнӑ пулин те Браунау-Цнайм хушшинче каялла чакса тухма пултарнӑ пулсан, хӑйӗнчен виҫӗ хут вӑйлӑ тӑшманран Неманран пуҫласа Мускава ҫити йӗркеллӗ чакма пултарнӑ пулсан, нумай нациллӗ ҫар, ют ҫӗре тытса илес шутпа килнӗскер каялла чакассин йывӑрлӑхӗсене тӳсме пултарайман.

Если русская армия в столь же тяжких условиях осени, голода, обреченности, имея против себя вчетверо сильнейшего противника, совершила марш-отход Браутау — Цнайм, если она с успехом отошла под тройным превосходством сил от Немана до Москвы, то многонациональная по своему составу армия, имевшая захватнические цели, оказалась неспособной выдержать трудности своего отступления.

VI сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.

Хӗвеллӗ кун хыҫҫӑн кӗрхи ҫумӑрлӑ ҫӗр пуҫланнӑ.

Теплый солнечный день сменила дождливая осенняя ночь.

III сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed