Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫапах та каярах юлса пӗлтӗм пулин те ку хыпар ҫав тери савӑнтарчӗ.
Кая юлса пӗлнӗ ҫӗнӗ хыпар // Анатолий ФИЛИППОВ-ТАКАН. «Хыпар», 2015, 35-36 (26687-26688)№, 14 с.
Пӗр пилӗк минут-вунӑ минут маларах е каярах мар, шӑп кӑна ҫав самантра!
Кӗркунне // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Шел, каярах юлса ӑнлантӑм эп ӑна.
Савтепипе Ухтиван // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Кӑшт каярах та пулин, ҫӳлелле тапаҫланма ҫунат ҫуккине туйса илнӗ вӑл.
Тӗмерккепе Утлас // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Каярах вара, 2015 ҫулччен, 12 ҫул Минатуллинӑн фермер хуҫалӑхӗнче тӑрӑшрӑм.
Хастар, ӗҫчен, тӑрӑшуллӑ Валентина // А.Ефремова. http://kasalen.ru/2022/09/09/%d1%85%d0%b ... %bd%d0%b0/
Енчен те каярах шухӑша улӑштарсан ҫар комиссариатне пымалла мар — заявка ҫырни унта пымаллах тенине пӗлтермест.
Ҫӗнӗ сервис ҫара кайма // Э.Айсына. http://kasalen.ru/2022/10/14/ce%d0%bde-% ... %bc%d0%b0/
Пӗри вӗсенчен каярах юлса тухать, тепри чылай инҫе кайсан тин ҫаврӑнать.
Улахра // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Каярах та пулин Ухтиван чӗринче ӳкӗнӗҫле шухӑш вӑранать.
Вӑрман халапӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Ун ҫинчен вулакана каярах каласа парӑпӑр.
Каҫҫан пичче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Каярах килнисенчен хӑш-пӗрисем вут пуҫтарма хӑвалӑхалла утаҫҫӗ.Кое-кто из пришедших позже идет собирать лозу, чтобы развести костер.
Улӑхра // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
«Кӑшт каярах юлнӑ пулсан паратчӗҫ-ха кунта пуртӑсем», — тесе шухӑшларӗ Ухтиван ҫамки ҫинчи тарне шӑлса илсе, тата мӗн те пулин пуласса кӗтнипех те мар, ывӑннипе, курӑк ҫинче выртма лайӑххипе, вӑл тӑма васкамарӗ.
Савтепи // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Каярах кӑна хашкаса чупса ҫитнӗ Липа вӑл каланине пурне те илтеймерӗ, ҫапах та калаҫу вӗҫне пӗтӗм чунтан хӗпӗртесе итлесе тӑчӗ.
XXVII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Тем сӑлтава пула, турикассем ыраш вырма икӗ колхозӗнчен те каярах тухрӗҫ, ҫавӑнпа халӗ ҫурри те вырман-ха.
XXV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Кӗрешӳ пӗр самант хушшинче вӗҫленчӗ — Галимджан чӗркуҫҫине хутлатрӗ, аялалла анчӗ, Мӗтри ҫӗклесе илме тытӑнтӑр тесе ун айнерех кӗчӗ, Мӗтри ӑна пӗтӗм вӑйран ҫӗклесе илме тӑчӗ, анчах кӑшт каярах юлчӗ те, Галимджанӑн хурҫӑ пек карӑннӑ аллисем ӑна хӑйне ҫӳле ҫӗклесе ҫӗрелле тӑрслаттарчӗҫ.
XVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Арҫынсен кӑшт йывӑртарах - пултарулӑх тата юсав ӗҫӗсене каярах хӑварсан аванрах.У мужчин всё немного сложнее – дела творческие и ремонтные лучше пока что отложить до лучших времён.
45-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ
Малтанхи ҫӗр кӗске пулнӑ пек, иккӗмӗш каҫ Ятман иртерех пычӗ, таврӑнасса вара каярах юлса таврӑнчӗ.
XXV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Натали ывӑлӗ, Тимуш, пӗр уйӑх каярах ҫеҫ ӑсатнӑскер, ҫапӑҫӑва кӗмен иккен-ха, фронт ҫывӑхӗнчи пӗр хулара лейтенанта вӗренет.
ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Каярах юлса килни вырӑнлӑ пулчӗ: Марине лампӑ умӗнче пӗчченех ларать, ачисем тӑваттӑшӗ те ҫывӑрма выртнӑ.
ХIХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Унтан вӑл, хӗрлӗ дипломпа вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн, художествӑпа графика факультечӗн живопись кафедринче методист, каярах преподаватель пулса ӗҫленӗ.
Тупах ялне юратса ӳкерет // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/33318.html
Ан кулянӑр, укҫапа ҫыхӑннӑ ӗҫсене каярах хӑварӑр.Не расстраивайтесь, просто отложите денежные дела на более благоприятный период.
43-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ