Шырав
Шырав ĕçĕ:
Апат хыҫҫӑн вӑл Санина пӗр минутлӑха сада чӗнсе илчӗ те, шӑпах хӑй виҫӗмкун чие ҫырлисем суйласа ларнӑ тенкел тӗлӗнче чарӑнса, ҫапла каларӗ: — Димитрий, ан ҫиллен мана: анчах эпӗ сана тепӗр хут астутарас тетӗп — эсӗ сана ирӗксӗрлеҫҫӗ, тесе ан шутла, — терӗ.
XXX // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
Кӑнтӑрлахи апат ҫинӗ чухне вӑл, пулас упӑшки пекех, Джеммӑпа юнашар ларчӗ.
XXX // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
Кӑнтӑрлахи апат патнеллех тӑсӑлчӗ ӗнтӗ «хуҫалӑх» ҫинчен ҫакӑн пекрех пыракан калаҫу.Таким манером продолжался практический разговор почти вплоть до самого обеда.
XXX // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
Ку кичем ӑна апат хыҫҫӑн Эмильпе сикмелле выляма та кансӗрлемест.Не мешает ему эта тоска играть после обеда с Эмилем в чехарду.
XXVI // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
Вӑрмана кӗчӗҫ — унта нумайччен аташса ҫӳрерӗҫ, унтан ялти хупахра тӑраниччен ирхи апат ҫирӗҫ; сӑртсем ҫине хӑпарчӗҫ, илемлӗ вырӑнсемпе киленчӗҫ; аялта иртсе пыракан, вӗсене курӑнман ҫын хытӑ та янравлӑ сасӑпа вӗсене вӑрҫса иличченех ҫӳлтен чулсем кустара-кустара антарчӗҫ; ҫав чулсем, кроликсем пек, кулӑшла та тӗлӗнмелле сиксе пынине пӑхса аллисене ҫупрӗҫ; унтан, ури-аллисене сарса, сарӑ-кӗрен тӗслӗ лутра та типӗ мӑк ҫинче выртрӗҫ; тепӗр хупахра та сӑра ӗҫрӗҫ, пӗр-пӗринпе хӑшӗ аяккарах чупать тесе ӑмӑртмалла чупрӗҫ, юрларӗҫ.
XXVI // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
Ҫав кун вӑл, мӗн каҫ пуличченех, Санина хӑй чӗререн хисепленине кӑтартма тӑрӑшрӗ; сӗтел хушшинче ларнӑ чухне, сумлӑн та пӗр иккӗленмесӗр, хӗрарӑмсене сиктерсе хӑварса, Санина чи малтан апат пачӗ, картла вылянӑ чухне унран тӳлев илмерӗ, картсем сахал илнӗшӗн штрафсем парса чӑрсӑрланмарӗ, кирлӗ мар ҫӗртенех: вырӑссем тӗнчере чи ырӑ та уҫӑ кӑмӑллӑ, чи паттӑр та хӑюллӑ халӑх! тесе хучӗ.
XIX // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
Джемма, апат умӗн уҫӑлса ҫӳренӗ чухнех Клюбера питех килӗштерсех кайманскер, — вӑл ҫавӑнпах ӗнтӗ Санинпа пӗрле пулнипе именнӗ пек пулчӗ тата унран кӑшт аяккарах пулма тӑрӑшрӗ — Джемма хӑйӗн каччишӗн куҫ кӗретех вӑтанма пуҫларӗ!
XVI // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
Уйрӑмах вӑл хӑй хупӑ беседкӑна апат ҫиме чӗнсен кӑлӑхах итлеменни ҫинчен каларӗ.
XVI // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
Апат хыҫӗнчен кофе пачӗҫ — шӗвӗ те хӗрлӗрехскер, нимӗҫ кофиех ӗнтӗ.После обеда подали кофе, жидкий, рыжеватый, прямо немецкий кофе.
XVI // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
Апат питӗ лайӑх иртсе кайрӗ.
XVI // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
Шӗвӗрех салма яшки, чӳпӗк пек ӗне какайӗ, кӑпӑш чӗкӗнтӗр тата вӗтетнӗ хӗренпе нӑймакланса кайнӑ ҫӗрулми, уксуспа хатӗрленӗ угорь пулӑ, шарккупа варени тата кӑвасакрах хӗрлӗ шӗвек сапса хунӑ пудинг евӗрлӗ апат; анчах эрехпе сӑри вара ҫав тери аван!
XVI // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
Апат вӑхӑчӗ ҫитсен, пурте сӗтел хушшине кӗрсе ларчӗҫ.
XV // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
Кӑнтӑрлахи апат хатӗрлеме хушмалла пулчӗ.
XV // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
Кӑнтӑрлахи апат умӗн Соден леш енчи вӑрманлӑ сӑртсемпе улӑхсем тӑрӑх уҫӑлса ҫӳренӗ чухне те, ҫутҫанталӑк илемлӗхӗсемпе киленнӗ чухне те вӑл ҫутҫанталӑк ҫине мӑнкӑмӑллӑн пӑхрӗ, сайра хутра ҫак мӑнкӑмӑллӑхра начальникӗн яланхи хытӑ сасси илтӗнсе тӑчӗ.
XV // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
Санин кӑнтӑрлахи апат ҫинӗ хыҫҫӑн та юлчӗ.
XIII // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
Панталеоне кӗрсе кӑнтӑрлахи апат хатӗрри ҫинчен пӗлтерчӗ.
XII // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
— Акӑ, ҫакӑн пек сут тӑватпӑр та ӗнтӗ эпир! — терӗ Леноре фрау Санина, ирхи апат ҫинӗ чух ассӑн сывласа.«Вот так-то мы торгуем!» — заметила со вздохом во время завтрака фрау Леноре Санину.
XI // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
Эмиле апат хыҫҫӑнах Клюбер господин патне бухгалтери ӗҫне вӗренме ячӗҫ; Санин, хӑйӗн ҫамрӑк тусӗ мӗн ыйтнине пурнӑҫласшӑн пулса, художникпе купца ӗҫӗнче мӗн лайӑххипе мӗн лайӑх марри ҫинчен сӑмах тапратрӗ.
X // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
Картишӗнче питӗ шӑрӑх пулнӑ; Санин апат хыҫҫӑн тухса каясшӑнччӗ, анчах ӑна кунашкал кун вырӑнтан тапранмасан лайӑхрах пулать терӗҫ те, вӑл юлма килӗшрӗ; вӑл хӑйӗн хуҫисемпе ларнӑ хыҫалти пӳлӗмре сулхӑн пулнӑ; чӳречесем акаци ӳссе ларнӑ пӗчӗк пахчаналла тухнӑ; вӗсен ылтӑн чечеклӗ ҫӑра турачӗсем ҫинче пыл хурчӗсем, сӑпсасем, тӗкӗлтурасем пӗр харӑссӑн сӗрленӗ: ҫурри хупнӑ чӳречесемпе антарса янӑ шторӗсем витӗр ҫак чарӑнма пӗлмесӗр сӗрлени илтӗннӗ, вӑл урамри сывлӑш вӗри иккенне пӗлтернӗ; ҫакна пула тирпейлӗ, хупӑ пӳлӗмӗн сулхӑнӗ пушшех те пылакрах пулса тӑнӑ.
X // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
«Манса ан кайӑр» тесе Санина хӑлхаран пӑшӑлтатса каларӗ те Эмиль ирхи апат пирки хушма чупса кайрӗ.Эмиль побежал распоряжаться насчет завтрака, предварительно шепнув Санину на ухо: «Не забудьте!»
X // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.