Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

илет (тĕпĕ: ил) more information about the word form can be found here.
Елена вӗсене палласа илет: вӗсем хушшинче хӑйӗн ашшӗ пур.

Елена узнаёт их лица: ее отец между ними.

XXXIV // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Тата кӗтесси Еленӑна та тертлентерсе ҫитерчӗ; ӑна Инсаровӑн шурса кайнӑ сӑн-пичӗ, вӑл ырханланни шиклентерчӗ… вӑл тӑтӑшах унӑн улшӑннӑ пит-куҫӗ ҫине шиклӗн пӑхкаласа илет.

Нетерпение томило и Елену; ее тревожила бледность Инсарова, его худоба; она часто с невольным испугом глядела на его изменившиеся черты.

XXXII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Елена вара тулти тӗттӗме тинкерсе пӑхать; унӑн тутисем никам асӑрхаса илмелле мар кулӑпа уҫӑлаҫҫӗ… анчах вӑл ҫийӗнчех пуҫне сулса илет, пӳрнисене ҫаклатса тытнӑ аллисене ӗнси хыҫне хурать, унтан каллех паҫӑрхи шухӑшӗсем тӗтре пек чӳхенсе тӑраҫҫӗ.

И она пристально глядела в темноту; никому не видимая тайная улыбка раскрывала ее губы… но она тотчас встряхивала головой, заносила к затылку сложенные пальцы рук, и снова, как туман, колыхались в ней прежние думы.

XVII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

«Вӑл мана юратать!» — ҫак шухӑш сасартӑк унӑн пӗтӗм ӳт-пӗвне хыпса илет.

«Он меня любит!» — вспыхивало вдруг во всем ее существе.

XVII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Карета хӑвӑрттӑн чупать, вӑл е пулса ҫитнӗ тырӑ пусси хӗррипе, е анлӑ ҫаран ҫумӗпе пырать; тырӑ пуссинче сывлӑш пӑчӑ та ырӑ шӑршлӑ; тырӑ шӑрши ҫапать, ҫаран енчен вӗрекен сулхӑн ҫил вара сасартӑк ачашшӑн питӗ сӗртӗнсе илет.

Карета быстро неслась то вдоль созревающих нив, где воздух был душен и душист и отзывался хлебом, то вдоль широких лугов, и внезапная их свежесть била легкою волной по лицу.

XV // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Елена сайра хутран Инсаровпа сӑмах хускатать; Зоя шлепкине икӗ пӳрнипе тытса пырать, лаптак пуҫлӑ ҫутӑ-кӑвак ботинка тӑхӑннӑ урисене ӳт тӗслӗ барежевӑй ҫитсӑ платьи айӗнчен килӗшӳллӗн кӑларкаласа пусать, е айккинелле, е хыҫалалла пӑхкаласа илет.

Елена изредка менялась словами с Инсаровым; Зоя придерживала двумя пальчиками край широкой шляпы, кокетливо выносила из-под розового барежевого платья свои маленькие ножки, обутые в светло-серые ботинки с тупыми носками, и посматривала то вбок, то назад.

XV // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Тавралӑх ҫеҫкеленет, сӗрлет, юрлать; инҫетри кӳлӗсем йӑлтӑртатаҫҫӗ, чуна праҫникри ҫутӑ туйӑм ҫавӑрса илет.

Всё кругом цвело, жужжало и пело; вдали сияли воды прудов; праздничное, светлое чувство охватывало душу.

XV // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Елена кашнинчех кӑмӑллӑн кӗтсе илет, вӗсем хушшинчи калаҫу та яланах чӑн-чӑн интереслӗ пулать, апла пулсан та килне Берсенев час-часах хурланнӑ сӑн-питпе таврӑнать.

Елена всегда ему была рада, всегда завязывалась между им и ею живая и интересная беседа, и все-таки он возвращался домой часто с печальным лицом.

XIII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Увар Иванович табак тӗслӗ шалпар сюртук тӑхӑнса ҫӳрет, мӑйне шурӑ тутӑр ҫыхать, час-час тата нумай ӗҫсе ҫиет, аптраса ӳкнӗ йывӑр вӑхӑтсенче, тепӗр майлӑ каласан, хӑйӗн мӗнле те пулин шухӑшне каласа пӗлтересси килсен, вӑл кашнинчех сылтӑм аллинчи пӳрнисене — малтан пуҫ пӳрнинчен пуҫласа кача пӳрни патне ҫити, унтан кача пӳрнинчен пуҫласа пуҫ пӳрни патне ҫити, — хӑвӑрттӑн сывлӑшра ҫавӑркаласа илет те аран-аран: «кирлӗччӗ… мӗнле те пулсан… ара…» тесе мӑкӑртатать.

Увар Иванович носил просторный сюртук табачного цвета и белый платок на шее, ел часто и много, и только в затруднительных случаях, то есть всякий раз, когда ему приходилось выразить какое-либо мнение, судорожно двигал пальцами правой руки по воздуху, сперва от большого пальца к мизинцу, потом от мизинца к большому пальцу, с трудом приговаривая: «Надо бы… как-нибудь» того…»

VIII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Берсенев нумай калаҫма юратмасть, калаҫнӑ чухне те мелсӗр сӑмахсем каласа хуркалать, тытӑнчӑклӑн пуплет, кирлӗ мар ҫӗртенех аллисене сулкаласа илет; халь вара уйрӑмах ун чунне ывӑннӑ тата хурланнӑ чухнехи пек шӑплӑх пусса илнӗ.

Берсенев вообще не грешил многоглаголанием и, когда говорил, выражался неловко, с запинками, без нужды разводя руками; а в этот раз какая-то особенная тишина нашла на его душу, — тишина, похожая на усталость и на грусть.

I // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Вӑл йӑлт-ялт пӑхкаласа та илет, кулкалать те, хӑй ҫине савса пӑхнине пӗлсе тӑракан арҫын ачасем пек, пуҫне те аллисем ҫине таять.

Он и поводил глазами, и улыбался, и подпирал голову, как это делают мальчики, которые знают, что на них охотно заглядываются.

I // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Вадя ыратнипе хутлана-хутлана илет, пичӗ хӑйӗн шурса тӗссӗрленсе кайнӑ.

Вадя корчился от боли, бледный, с осунувшимся лицом.

1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Сасартӑк каллех пӗтӗм тавралӑх ҫуталса илет — пӗрре, иккӗ, виҫҫӗ.

И опять вспышки — одна, другая, третья.

1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Тусем хушшинчи кирхӑсем, ҫурт тӑррисем, чӳречесенчи вӑйсӑр ҫутӑсем палӑра пуҫларӗҫ, снарядсем ҫурӑлнӑ чух асфальт йӑлтӑртата-йӑлтӑртата илет.

Кирхи среди гор и крыши домов, асфальт в свете разрыва, еле заметные огни в редких окнах.

1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Ҫапла, е самолет ҫӗр ҫумне лӑпчӑнтарать-и, е артиллери вырттарать, салтак пылчӑк ҫинчен тӑрать те, шинельне силлекелесе илет, вилнине шелле-шелле пытарать, аманнине ҫыхса ярать те: — Чиперех иртсе кайрӗ-ха… — текелесе малалла утать.

После очередного налета встанет он из грязи, кое-как шинелишку отряхнет, похоронит-пожалеет убитого, перевяжет раненого, вздохнет: «Пронесло, значит…»

1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Унӑн сӑнӗ, Соколов хунарӗпе ҫутатнӑскер, асаплӑн чалӑша-чалӑша илет.

Его лицо, освещенное фонариком Соколова, кривилось от боли.

1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Тупӑсем пенипе пур ҫӗрте те ҫиҫӗм ҫиҫнӗ чухнехи пек ялтӑртата-ялтӑртата илет, «катюшӑсен» ҫулӑмлӑ чӗлхисем ҫӗмӗрен пек аяккалла ывтӑнаҫҫӗ, йывӑр бомбардировщиксен сассисем тӳпене ҫураҫҫӗ.

Повсюду — вспышки выстрелов, огненные стрелы «катюш», гул тяжелых бомбардировщиков.

1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Эпӗ кусем нимӗҫсем иккенне аван чухлатӑп, анчах Соколов лейтенант манран карабина туртса илет те: «Пемелле мар! Пемелле мар! Кусем — тыткӑна лекнисем! Тыткӑнрисене пемелле мар!» — тесе кӑшкӑрать.

Я понимаю, что это немцы, но лейтенант Соколов выхватывает у меня карабин: «Не стрелять! Не стрелять! Это пленные! В пленных не стрелять!»

1944-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Пирӗн хыҫра ҫеҫ Подлесье ҫунать тата нимӗҫсен тылӗнче, оборона линийӗнчен шаларахра, темскер ялтӑртата-ялтӑртата илет.

Только по-прежнему горит за нами Подлесье, впереди, в глубине немецкой обороны, нет-нет вспыхивают сполохи огня.

1944-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Вӑл ниепле те ҫывӑрса каяймасть-ха, пӗрмай тарӑннӑн хашлата-хашлата илет.

Он ворочался и часто вздыхал.

1944-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed