Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

эсӗ the word is in our database.
эсӗ (тĕпĕ: эсӗ) more information about the word form can be found here.
Халӗ акӑ суд умне пурте питӗ пысӑк айӑп тунӑ тесе шутлакан хӗрарӑм тӑмалла: унӑн, Афинӑна пӗтерекенӗн, вилмеллех, судьясенчен ӗнтӗ кашниех хӑйсен ӑшӗнче ҫапла шутласа хунӑ; ак вӗсен умне хайхи айӑплӑ хӗрарӑм, Аспазия тухса тӑрать, судьясем вара пурте ун умне ҫӗре ӳкеҫҫӗ те: «Сана суд тума май ҫук, эсӗ ытла та чипер!» теҫҫӗ.

И вот должна явиться перед ним женщина, которую все считают виновной в страшных преступлениях: она должна умереть, губительница Афин, каждый из судей уже решил это в душе; является перед ними Аспазия, эта обвиненная, и они все падают перед нею на землю и говорят: «Ты не можешь быть судима, ты слишком прекрасна!»

2 // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

«Хӑвӑн хуҫуна пӑхӑнса пурӑн; тӑшман ҫине, ҫаратас тесе, вӑрҫӑпа кайман хушӑра ун юлхавлӑхне килентерсе пурӑн; санӑн ӑна юратас пулать, мӗншӗн тесен вӑл сана сутӑн илнӗ, эсӗ ӑна юратмасан вара — вӑл сана вӗлерет», — тет вӑл хӑй умӗнче вилӗ выртакан хӗрарӑма.

«Повинуйся твоему господину; услаждай лень его в промежутки набегов; ты должна любить его, потому что он купил тебя, и если ты не будешь любить его, он убьет тебя», — говорит она женщине, лежащей перед нею во прахе.

1 // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Анчах эсӗ пӗлместӗн, сиртен нихӑшӗ те пӗлмеҫҫӗ-ха эпӗ мӗнле чиперрине.

Но ты не знаешь, никто из вас еще не знает меня во всей моей красоте.

XVI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

— Халь пӗлетӗн-и ӗнтӗ эсӗ мана?

— Теперь ты знаешь меня?

XVI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Халех килне кай та апатченех ҫывӑр, эпӗ пынӑ ҫӗре эсӗ вӑраннӑ ан пултӑр».

Изволь отправиться домой и спи до самого обеда, непременно, чтоб я застала тебя еще не проснувшимся».

V // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

— «Мӗнле капла ир тӑнӑ-ха эсӗ

— «Как же ты встал так рано?»

V // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

— «Унтан эсӗ ман пата пыратӑн-и?» — тет вӑл сывпуллашнӑ май.

«Оттуда ты ко мне приедешь?» — говорит она прощаясь.

V // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

— «Ха, ха, савниҫӗм, эп кайсан мӗнле ӗмӗтленме тытӑннӑ авӑ эсӗ!» — вӑл та кулать.

«Ха, ха, мой милый, как ты замечтался без меня!» — и он смеется.

V // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

«Ӑҫта каятӑн эсӗ, Верӑҫӑм?»

«Куда ты, Верочка?»

V // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Эсӗ, Саша, ывӑннӑ вӗт, санӑн ҫиессу килет вӗт!»

Ведь ты устал, Саша, ведь ты голоден!»

V // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Мӗнле эпӗ асӑрхамалла мар тума пултартӑн-ха эсӗ?

Как мог ты так владеть собою, что я ничего не видела?

V // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

«Ҫапла, савниҫӗм, ку вӑл йывӑр кӗрешӳ пулчӗ. Халӗ ӗнтӗ эпӗ эсӗ ман канлӗхе пӑсас мар тесе мӗнле асапланнине аван пӗлетӗп!

«Да, мой милый, это была тяжелая борьба. Теперь я могу ценить, как много страдал ты, чтобы не нарушать моего покоя!

V // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

— «Анчах мӗнле ырханланса кайнӑ эсӗ ҫак икӗ эрне хушшинче, аллусем мӗнле шурса кайнӑ!»

— «Но как ты похудела в эти две недели, Верочка, как бледны твои руки!»

V // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Мӗнле йӗркеллӗ, ырӑ ҫын эсӗ!

Как ты благороден!

V // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Мӗнле вӑрахчен пӗр шарламасӑр юрататӑн эсӗ мана!

Как долго ты любил меня и молчал!

V // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

— Апла пулсан, эсӗ пушшех те йӗркесӗртерех пулӗ? — ыйтать манран витӗр куракан вулавҫӑ, манӑн персонаж йӗркерен ҫав тери тухса кайнинчен тӗлӗнсе.

— Так ты, значит, еще безнравственнее? — спрашивает меня проницательный читатель, вылупив глаза от удивления тому, до какой непостижимой безнравственности упало человечество в моем персонаже.

III // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

— Ҫук, савнӑ ҫыннӑм, эсӗ йӑнӑшатӑн.

— Нет, мой милашка, ты ошибаешься.

III // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Тепӗр тесен тата мана куншӑн каҫарма та пулать-ха; эсӗ вара мӗншӗн апла?

Впрочем, мне-то, положим, это еще извинительно; а ты с какой стати?

II // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Анчах, тархасшӑн, хуть мана та пулин комплиментсем ан ҫыр-ха эсӗ; атту эпӗ санӑн ӑсна, йӗркелӗхне мухтаса, хам чӗрери мӗнпур сӑмаха кӑларса хурӑп, — ҫакӑнтан начарри вара саншӑн, паллах, ним те пулас ҫук.

Только, пожалуйста, уж хоть мне-то ты не пиши комплиментов, иначе я изолью перед тобою сердце мое целым потоком превознесений твоего благородства, тошнее чего, конечно, ничто не может быть для тебя.

II // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

«Мӗн эсӗ паян, Анюта, уҫӑ мар пек?»

«Что ты ныне, Анюта, как будто невесела?»

I // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed