Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

унпа (тĕпĕ: ун) more information about the word form can be found here.
Пӗр сӑмахпа каласан, унпа кирек мӗнле ҫыхӑну тытма та калама ҫук йывӑр мана.

Одним словом, мне невыразимо тяжело было иметь с ним какие бы то ни было отношения.

XVII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Кукамая вӑл эпӗ ниме юрӑхсӑр, тесе каларӗ; кукамай халь чирлӗ, вӑл ман пирки вилет, эпӗ … унпа… туршӑн та, ҫаптар… мӗн… шӗн… асап… лан… та… раҫҫӗ.

Он сказал бабушке, что я негодный; она теперь больна, она умрет от меня, я… с… ним… ради бога, высеки… за… что… му…чат.

XVI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Эпӗ унпа пӗрле пурӑнма пултараймастӑп, вӑл мана темле майпа та хур тӑвасшӑн тӑрӑшать, хӑйӗн умӗнче чӗркуҫленсе тӑма хушать, мана ҫаптарма шутлать.

Я не могy с ним жить, он всячески старается унизить меня, велит становиться на колени перед собой, хочет высечь меня.

XVI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Икӗ сехет тӗлнелле Сен-Жеромпа Володя аяла анчӗҫ, Николай ман валли апат илсе килчӗ, эпӗ унпа хам мӗн туса хуни тата мана мӗн кӗтни пирки калаҫу пуҫарсан: — Эх, ырӑ ҫыннам, ан кулянӑр, ҫил вӗрет-вӗрет те хӑех чарӑнать, — терӗ вӑл.

В два часа St.-Jérôme и Володя сошли вниз, а Николай принес мне обед, и когда я разговорился с ним о том, что я наделал и что ожидает меня, он сказал: — Эх, сударь! не тужите, перемелется, мука будет.

XVI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

 — «Ку кирлӗ мар, кунта унсӑрах питӗ лайӑх», — тет вӑл, эпӗ чӑннипех те лайӑххине туятӑп, вӑра эпир унпа иксӗмӗр ҫӳлтен ҫӳле вӗҫетпӗр.

 — «Не надо этого, здесь и так прекрасно», — говорит она, и я чувствую, что точно прекрасно, и мы вместе с ней летим все выше и выше.

XV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

— Аттеҫӗм! — терӗм эпӗ, — «манӑн пӗртен-пӗр ывӑл пурччӗ, унпа та уйрӑлма тивет» — тесе ан калӑр, ҫакна илтсен, манӑн чӗре сиксе тухасшӑн.

— Папенька! — я сказал, — не говорите так, что «у вас был один сын, и вы с тем должны расстаться», у меня сердце хочет выпрыгнуть, когда я этого слышу.

VIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Вара: «Манӑн пӗртен-пӗр ывӑл пурччӗ, унпа та уйрӑлма тивет! — терӗ атте. — Ich hatte einen einzigen Sohn und von diesem muss ich mich trennen».

И папенька сказал: «У меня был один сын, и с тем я должен расстаться! Ich hatte einen einzigen Sohn und von diesem muss ich mich trennen!»

VIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Вунтӑватӑ ҫул тултарсан тата «тур юнне» сыпмашкӑн ҫӳреме пуҫласан, манӑн анне-аттене ҫапла каларӗ: «Карл пысӑкланчӗ ӗнтӗ, Густав; пирӗн мӗн тумалла-ши унпа

Когда мне минуло четырнадцать лет и я мог идти к причастию, моя маменька сказала моему папеньке: «Карл стал большой мальчик, Густав; что мы будем с ним делать?»

VIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

— Эпӗ ыранах калаҫса пӑхатӑп унпа, — терӗ атте.

— Я завтра же поговорю с ним, — сказал папа.

VII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Атте картишӗнчи пӗчӗк пӳртрен килнӗ хыҫҫӑн эпир унпа пӗрле кукамай патне кӗнӗ ҫӗре Мими ун патӗнче чӳрече умӗнче ларатчӗ ӗнтӗ, вӑл ӗҫлӗ ҫыннӑнни пек ӑнланма ҫук сӑнпа алӑк ҫинелле мар, урӑх еннелле хаяррӑн пӑхатчӗ.

Когда папа пришел из флигеля и мы вместе с ним пошли к бабушке, в комнате ее уже сидела Мими около окна и с каким-то таинственно официальным выражением грозно смотрела мимо двери.

VII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Володя тӗлӗнчен иртнӗ чух ман пырса унпа мирлешессӗм килчӗ пулин те, тутана мӑкӑртса хутӑм, ун умӗнче ҫиллессӗн курӑнма тӑрӑшрӑм.

Проходя мимо Володи, несмотря на то, что мне хотелось подойти и помириться с ним, я надулся и старался сделать сердитое лицо.

V сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Володя хӑй малти вырӑнта тӑнине ӑнланнӑ пек, унпа мухтаннӑ пек туйӑнчӗ мана.

Мне даже казалось, что Володя сам сознает свое первенство и гордится им.

V сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Шӑллӗ, улпутран тахҫанах ирӗклӗх хучӗ илнӗскер, таҫти аякри кӗпӗрнере пурӑннӑ, чи аскӑн пурнӑҫ ҫулӗ ҫине тӑнӑ; ҫавӑнпа хӑй чӗрӗ чухне Наталья Савишна унпа пачах та ҫыхӑну тытман.

Брат ее, еще давно отпущенный на волю, проживал в какой-то дальней губернии и вел жизнь самую распутную; поэтому при жизни своей она не имела с ним никаких сношении.

XXVIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Ӑшшӑн кӗлтунӑ чух хӑйӗн хуйхи ҫинчен турра шанса каласа, вӑл йӑпану шыранӑ, ӑна тупнӑ та; чунӗ ытти ҫынсенни пекех тӑвӑлса килнӗ самантсенче куҫҫуль юхтарни тата чӗрӗ чун хӗрхенни чи лайӑх йӑпату пулнӑ вӑхӑтра, вӑл хӑйӗн вырӑнӗ ҫине пӗчӗк йыттине тытса хунӑ (лешӗ чакӑр куҫӗпе ун ҫине пӑхса, аллисене ҫуланӑ), унпа калаҫнӑ, ӑна ачашланӑ май шӑппӑн йӗнӗ те.

Поверяя богу в теплой молитве свои чувства, она искала и находила утешение; но иногда, в минуты слабости, которым мы все подвержены, когда лучшее утешение для человека доставляют слезы и участие живого существа, она клала себе на постель свою собачонку моську (которая лизала ее руки, уставив на нее свои желтые глаза), говорила с ней и тихо плакала, лаская ее.

XXVIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Хамӑр инкек ҫинчен Наталья Савишнӑпа калаҫса пӑхас килчӗ; вӑл таса кӑмӑллӑ пулнине, пире юратнине пӗлетӗп эпӗ, ҫавӑнпа унпа пӗрле йӗрсе илесси ман чӗрене лӑплантарӗччӗ.

Мне хотелось поговорить с Натальей Савишной о нашем несчастии; я знал ее искренность и любовь, и потому поплакать с нею было для меня отрадой.

XXVIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

— Мӗн эсир, Наталья Савишна? — терӗм эпӗ, ӑна аллинчен тытса чарса, — эпӗ пачах унпа мар… эпӗ ахаль ҫеҫ килтӗм… кунсӑр пуҫне тата эсир хӑвӑр та ывӑннӑ: хӑвӑр выртӑр.

— Что вы, Наталья Савишна? — сказал я, удерживая ее за руку, — я совсем не за этим… я так пришел… да вы-и сами устали: лучше ложитесь вы.

XXVIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

— Вӑт ухмах! — терӗ вӑл йӑл кулса, вара кӑштах чӗнмесӗр тӑнӑ хыҫҫӑн; — Эпӗ апла пачах сан пек мар: унашкал юрать пулсан, малтан эпӗ унпа юнашар калаҫса ларӑттӑм…

— Вот дурак! — сказал он, улыбаясь, и потом, помолчав немного: — Я так совсем не так, как ты: я думаю, что если бы можно было, я сначала хотел бы сидеть с ней рядом и разговаривать…

XXIV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

— Пӗр ӗмӗт ҫеҫ манӑн, — тӑсрӑм сӑмаха эпӗ, — ку ӗмӗт — унпа пӗрле пуласси, яланах ӑна курасси, урӑх ним те кирлӗ мар.

— Только одного я бы желал, — продолжал я, — это — чтобы всегда с ней быть, всегда ее видеть, и больше ничего.

XXIV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Эсӗ мана мӗн пулнине тавҫӑрса та илес ҫук… акӑ эпӗ халь ҫеҫ, утиялпа пӗркенсе выртнӑ чух, ӑна уҫҫӑнах куртӑм, унпа калаҫрӑм, ытла та тӗлӗнмелле вӗт ку.

Ты не можешь себе представить, что со мной делается… вот я сейчас лежал, увернувшись под одеялом, и так ясно, так ясно видел ее, разговаривал с ней, что это просто удивительно.

XXIV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Мамӑкпа ҫӗленӗ утиялӑн шал енӗ ҫине куҫа сиктермесӗр тинкерсе, эпӗ хӗрача сӑнне пӗр сехет каялла чухнехи пекех яр-уҫҫӑн куртӑм; шухӑшӑмра эпӗ унпа калаҫрӑм, тата ҫак калаҫу, пачах нимӗне те пӗлтермерӗ пулин те, мана калама ҫук пысӑк савӑнӑҫ кӳчӗ, мӗншӗн тесен унта эсӗ, сана, санпа, санӑн сӑмахсем вӗҫӗмсӗр тӗл пулчӗҫ.

Устремив неподвижные взоры в подкладку стеганого одеяла, я видел ее так же ясно, как час тому назад; я мысленно разговаривал с нею, и разговор этот, хотя и не имел ровно никакого смысла, доставлял мне неописанное наслаждение, потому что ты, тебе, с тобой, твои встречались в нем беспрестанно.

XXIV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed