Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑван the word is in our database.
тӑван (тĕпĕ: тӑван) more information about the word form can be found here.
Тивӗҫлӗ канӑва тухсан Кӗҫӗн Тӑван тата Тавӑт шкулӗсенче газооператорта вӑй хунӑ.

Help to translate

Сиреньпе упа шанкри чечек ҫыххи илемӗ мӑшӑр асӗнче // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/sirenpe-upa-shank ... enche.html

Пухӑннисем палӑк умӗнче чечексем хучӗҫ, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче, Украинӑри ятарлӑ операцисенче пуҫ хунисене асра тытса шӑп тӑчӗҫ, астӑвӑм ҫуртине ҫутрӗҫ.

Help to translate

Синкер кунсене асра тытса... // Л. НИКИФОРОВА. http://alikovopress.ru/sinker-kunsene-as ... yitsa.html

Петр Павлов Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин синкерлӗхӗ ҫинчен каласа пачӗ, хаяр вӑрҫӑ мирлӗ пурӑнакан халӑхӑн ӗмӗчӗсене, 27 миллион ҫыннӑн пурнӑҫне татнине палӑртса хӑварчӗ.

Help to translate

Синкер кунсене асра тытса... // Л. НИКИФОРОВА. http://alikovopress.ru/sinker-kunsene-as ... yitsa.html

Ҫамрӑксем те хӑйсен пӗчӗк Тӑван ҫӗршывӗн аталанӑвне хӑйсен тӳпине хывасса шанатӑп.

Help to translate

Уяв кунӗнче Элӗкре ҫӗнӗ ача сачӗ уҫӑлчӗ // Пурнӑҫ ҫулӗпе. http://alikovopress.ru/uyav-kunenche-ele ... alche.html

Хӗсметрен таврӑнсан вӑл тӑван колхозра малтан ӗҫ сыхлавӗн инженерӗнче, каярахпа тӗп инженерта ӗҫлет.

Help to translate

Ял хуҫалӑх производствинче — 40 ҫул // Василий Лапин. http://kanashen.ru/2022/10/14/%d1%8f%d0% ... %83%d0%bb/

Тӑван ял шкулӗнче вӑтам пӗлӳ илнӗ хыҫҫӑн Чӑваш ял хуҫалӑх институтӗнче вӗреннӗ, 1975 ҫулта инженер-механик дипломне илнӗ хыҫҫӑн пирӗн районти Киров ячӗллӗ колхозра хӑрушсӑрлӑх техникин тата ӗҫ сыхлавӗн инженерӗнче вӑй хума тытӑннӑ.

Help to translate

Ял хуҫалӑх производствинче — 40 ҫул // Василий Лапин. http://kanashen.ru/2022/10/14/%d1%8f%d0% ... %83%d0%bb/

1965 ҫулта Тӑван ҫӗршыв умӗнчи сӑваплӑ тивӗҫе пурнӑҫласа Чӑваш Ене таврӑннӑ.

Help to translate

Ӗҫ ветеранӗ — ялта хисепре // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2022/10/14/ec-%d0%b2% ... %80%d0%b5/

Унӑн характерӗпе, кӑмӑлӗ-хавасӗпе, ӑнланӑвӗпе тӑван кӗтесе, тӑван чӗлхене, тӑван ӳнере «часрах сывалмалла» хӗрӳллӗн юратасси урӑхла пулма та пултарайман.

Help to translate

Пирӗн тӑван-ӗҫтеш тек курӑнас ҫук // Леонид Атлай. Whatsapp

Алина Аркадьевнӑна лайӑх пӗлекенсем – гуманитар-вӗрентекенсем, тӗпчевҫӗсем, тавра пӗлӳҫӗсем, студентсем, шкул ачисем тӑван енре те, республика тулашӗнче те, ют ҫӗр-шывсенче те (уйрӑмах Турцире) чылай пулнӑ.

Help to translate

Пирӗн тӑван-ӗҫтеш тек курӑнас ҫук // Леонид Атлай. Whatsapp

Тӗпчевҫӗшӗн пур япалапа пулӑм та кӑсӑклӑ пулнӑ – ҫурт-йӗр те, тумтирсемпе апат-ҫимӗҫ те, мифологи те, уявсемпе тӗрлӗ йӑласем те, халӑх пӗлӗвӗсемпе ӗненӗвӗсем те, тӑван халӑх пултарулӑхӗ те, унӑн обществӑлла пурнӑҫӗ те, ҫемьепе унӑн йӑлисем те, нацисем хушшинчи ҫыхӑнусем те т.ыт. те.

Help to translate

Сӗвемӗн-сӗвемӗн иртсе пыракан чӑваш пурнӑҫӗнчи хурапа шурра 47 ҫул хушши тишкернӗ тарӑн шухӑшлӑ тӗпчевҫӗ // Леонид Атлай. Whatsapp

(Тӑван халӑхӑн этнографине аталантарнӑ П.П. Фокин (9.10.1947 – 28.11.2007) ҫуралнӑранпа 75 ҫул ҫитнӗ май)

Help to translate

Сӗвемӗн-сӗвемӗн иртсе пыракан чӑваш пурнӑҫӗнчи хурапа шурра 47 ҫул хушши тишкернӗ тарӑн шухӑшлӑ тӗпчевҫӗ // Леонид Атлай. Whatsapp

Хӑҫан ҫаврӑнса ҫитӗ-ши вӑл сӗм вӑрманти тӑван ялне?

Help to translate

6. Северьян // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Мӗн кӗтет вӗсене тӑван килте?

Help to translate

5. Ҫеҫен хир // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫичӗ ютла сиввӗн йышӑнчӗ ҫав тӑван ял Мускавран таврӑнакан тӗкӗрҫӗсене.

Help to translate

1. Сывӑ пул, Атӑл! // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Савӑнӑҫлӑ вӑхӑтра та, пурнӑҫри йывӑр самантсенче те унпа савнипе е тӑван амӑшӗпе калаҫнӑ евӗр калаҫнӑ.

Help to translate

1. Сывӑ пул, Атӑл! // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тӑван киле асра тытнӑ пекех асра тытаҫҫӗ вӗсем сана.

Help to translate

1. Сывӑ пул, Атӑл! // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Эх, Атӑл, Атӑл, тӑван анне пекех хаклӑ-ҫке эсӗ кунти ҫынсемшӗн!

Help to translate

1. Сывӑ пул, Атӑл! // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тӗлӗннипе ӑсран тухӑн ҫав: юмӑҫ карчӑк хӑйӗн ӗҫӗпе Турханкассине виҫӗ кунлӑха ҫеҫ кайса ҫӳрерӗ, ҫак виҫӗ кунра тӑван ялтан нимӗн те юлман.

Help to translate

1. Сывӑ пул, Атӑл! // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫӑвапа иртнӗ пек иртрӗҫ Ахтупайпа Ятламас тӑван урамсем, касӑсем тӑрӑх.

Help to translate

1. Сывӑ пул, Атӑл! // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Кирек мӗн ҫинчен калаҫтӑр вӑл, кирек мӗн ҫинчен юрлатӑр, ун шухӑшӗнче ялан эсӗ, тӑван кил, тӑван кӗтес!

Help to translate

14. Мускавра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed