Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Куҫ the word is in our database.
Куҫ (тĕпĕ: куҫ) more information about the word form can be found here.
Шӑрӑхпа салхуллӑ пулнӑ пирки унӑн мӑйӑхӗсем усӑнса аннӑ, куҫ хупанкисем ҫыпҫӑнса ларнӑ, унӑн виҫӗ кӗтеслӗ шӗлепки тӑрринче шӑнасем сӗрлетсе тӑраҫҫӗ.

От жары и скуки у него повисли усы, веки слиплись, над треугольной шляпой кружились мухи.

Буратино Карло ашшӗпе, Мальвинӑпа, Пьеропа тата Артемонпа пӗрле килне тавӑрӑнать // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.

Куҫ харшийӗсем ҫиллӗн пӗрӗнсе тӑраҫҫӗ…

Брови нахмурены…

Буратино хӑйӗн пурӑнӑҫӗнче пуҫласа питех те пысӑк хуйхӑна кӗрсе ӳкет, анчах ӗҫ аванах майлашса каять // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.

Ҫилленсе ҫитнипе вӑл куҫ харшисене тӑратса ларать.

 — От возмущения она хлопала ресницами.

Сенкер ҫӳҫлӗ хӗрача Буратинона пӑхса вӗрентсе ӳстересшӗн // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.

Час яртарт-тарап сана тенкелпе! — паҫӑртанпах амӑшӗпе ывӑлӗ хушшинчи уҫҫа-хуппа куҫ уҫмасӑр тӑнласа выртаканскер, лешӗ, шӗвӗрри, ҫапанах тесе хастарланса кравать умне капламлансан, ҫиҫӗмле хӑвӑртлӑхпа вӗлт ҫеҫ сиксе тӑрса, Виталие кӑкӑрӗнчен ҫулса та тытрӗ Бонапарт.

Help to translate

7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Чул пӳрте кӗнӗ-тухнӑ тӗлсенче лешӗ ун еннелле епле пӑхать куҫ шуррине ҫавӑрттарса, тапӑнас вӑкӑрла…

Help to translate

7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

 — «Вӑт, куршанак, вӑт, пӑшатан куҫ, вӑт, сӑмала. Ма ҫийӗнчех касса татмарӑм кӑна. Сак ҫинче сӗркеленмесӗрех патлаттармаллаччӗ те ҫав хам ҫулӑмпа килелле. Лар ӗнтӗ халь талпа ҫакланнӑ куянла», — текелесе ӑшӗнче, чӗлхи вӗҫне нимех те латти-лӑттине килтереймерӗ йӗкӗт.

Help to translate

7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

— Ӗ-ӗ, мантӑн-им, ара, амӑшӗ, — куҫ хӳрисене чеелентерсе кӑшт куларах та, кӑшт шӳтлешерех те пӑхрӗ арӑмӗн питӗнчен Матви.

Help to translate

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

«Кай, ан тӗлӗнтер, ват пуҫпа», — тесе тӗксе-кулкаласа та илесшӗнччӗ те Елькка Матвие, ӑна куҫ хӳрипе вӗлт ҫупӑрласа пӑхсан, лешӗ чӑнласа каланине чухласан — шарламарӗ.

Help to translate

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Пӗр каҫ куҫ хупманшӑнах…

Help to translate

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

— Эп тухасса та ҫапла тесех тухнӑччӗ, кӑсем кӑнтӑрла тӗлӗсӗр пӑрӑнкӑҫа ҫитеймеҫҫӗ-ха, тесе, — Матвин ҫӑра сухалпа сӑмалаланнӑ янахӗ ҫине вӗлт куҫ ывӑтса илчӗ Елькка.

Help to translate

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Куҫ лупашкисем путса кӗнӗ пулин те, шалти вучӗ ӗлӗкхиех-ха Кӗҫенин.

Help to translate

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Унтан кукка мана хавассӑн куҫ хӗссе хуллентерех каларӗ:

Потом, весело подмигнув мне, негромко продолжал:

XX. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Унӑн савӑнӑҫлӑ ҫӳҫ кӑтрийӗсем пит сайраланнӑччӗ, хӑлхисем хӑпартланса тӑратчӗҫ, куҫ шуррисем ҫине тата хыртарса янӑ питҫӑмартисен сафьян пек ӳт-тирӗ ҫинче вӗт-вӗт хӗрлӗ юн тымарӗсен ҫӑра карӑмӗ тухса кайнӑччӗ.

Его веселые кудри сильно поредели, уши оттопырились, на белках глаз и в сафьяновой коже бритых щек явилась густая сеть красных жилок.

XX. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Эпӗ астуса илетӗп: Атӑл леш енче вӑрман ҫунмасӑр пӗр ҫул та иртменччӗ пулас; кашни ҫул июльте пӗлӗте тӗксӗм сарӑ тӗтӗм хупласа илет, хӗрлӗ тӗслӗ хӗвелӗ, пайӑркисене ҫухатса, ҫӗр ҫинелле, чирлӗ куҫ пек пӑхать.

Я вспоминаю, что, кажется, не было лета, когда бы за Волгою не горели леса; каждогодно в июле небо затянуто мутно-желтым дымом; багровое солнце, потеряв лучи, смотрит на землю, как больное око.

XX. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Эпӗ хуҫана каласа параттӑм: «Эпӗ ӗҫленипе эсӗ пӗр тенкӗ выляса илсен, яланах вунӑ хут ытларах ҫухататӑн» теттӗм, анчах вӑл мана куҫ хӗссе: «Юрать, пӗлмӗш пулса тӑрах!» тетчӗ.

Я указывал хозяину, что, выигрывая на моем труде рубль, он всегда теряет в десять раз больше, но он, подмигивая мне, говорил: — Ладно, притворяйся!

XX. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Куҫ умӗнче — чуна пӑсса тӑракан картинӑччӗ: полицейски хыпаланмасӑр хӑйӗн шинель кӗсъинчен кантра туртса кӑларатчӗ, хаяр пророкӗ парӑнса, ҫӑмлӑ хӗрлӗ аллисене ҫурӑм хыҫнелле тытнӑ та вӗсене ҫыхассине кунӑҫса хӗреслӗ хунӑччӗ.

А перед глазами — тягостная картина: полицейский не спеша вытягивает из кармана шинели своей веревочку, а грозный пророк покорно заложил красные волосатые руки за спину и скрестил кисти их так привычно, умело…

XIX. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Клещовӗ пурин ҫине те арӑш-пирӗшленсе тӑракан хӗрлӗ куҫ харшийӗсем айӗнчен пӑхса, трактир хуҫине лапкӑн та ҫепӗҫӗн калатчӗ:

А Клещов, поглядывая на всех из-под рыжих клочковатых бровей, спокойно и вежливенько говорил трактирщику:

XIX. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Куҫ шӑрҫийӗсем унӑн яланах шӑранса ирӗлсе пынӑ пек туйӑнаҫҫӗ.

— Зрачки у него всегда точно плавятся, тают.

XVII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Шишкинӑн рабочийӗсем ҫичӗ ҫын, вӑл хуҫа пулнине туймасӑр ӑна просто пӑхатчӗҫ, куҫ хыҫӗнче ӑна пӑру тетчӗҫ.

Рабочие Шишлина, семь человек, относились к нему просто, не чувствуя в нем хозяина, а за глаза называли его теленком.

XVII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Уҫӑп пурин ҫине те пӗр тикӗссӗн пӗтӗрӗнсе тӑракан куҫ харшийӗсем айӗнчен пӑхса, шӳт туса калатчӗ:

Осип смотрел на всех из-под ровненько закрученных серебряных бровей и балагурил:

XVII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed