Шырав
Шырав ĕçĕ:
7. Иезавель, арӑмӗ, каланӑ вара: эсӗ ҫапла туса тӑрас пулсассӑн, Израильре мӗнле патшалӑх пулӗччӗ-ши? тӑр, апат ҫи те лӑплан; эпӗ сана Изреель ҫыннин Навуфейӗн иҫӗм пахчине илсе парӑп, тенӗ.
3 Пат 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Израиль патши ӑна каланӑ: хӑвна мӗнле айӑплав тивессе эсӗ хӑвах каларӑн, тенӗ.- И сказал ему царь Израильский: таков тебе и приговор, ты сам решил.
3 Пат 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
34. Венадад ӑна каланӑ: эпӗ ман аттем сан аҫунтан туртса илнӗ хуласене каялла тавӑрса парӑп, Дамаскра эсӗ, ман аттем Самарире тытнӑ пек, суту-илӳ вырӑнӗсем тытма пултаратӑн, тенӗ.
3 Пат 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Лешӗ: эсӗ, тенӗ.
3 Пат 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Ахав вара Венадад элчисене каланӑ: патша хуҫамӑма ҫапла калӑр: эсӗ манран, хӑвӑн чурунтан, малтанхи хутӗнче мӗн ыйтнине эпӗ пӗтӗмпех тума хатӗр, куна вара тума пултараймастӑп, тенӗ.
3 Пат 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Каллех элчӗсем килнӗ, каланӑ: Венадад ҫапла калать: эпӗ сан патна: «хӑвӑн ылтӑн-кӗмӗлне, хӑвӑн арӑмусемпе ывӑлусене мана пар» тесе калама янӑччӗ; 6. ҫавӑнпа эпӗ ыран, ҫак вӑхӑта, сан патна хамӑн чурасене яратӑп, вӗсем санӑн кил-ҫуртна та, сана пӑхӑнса тӑракансен килӗсене те пӑхса ҫаврӑнччӑр, эсӗ вӗсене хӑвӑн пӗтӗм хаклӑ мулна пар та вӗсем ӑна ман патӑма илсе килччӗр, тет, тенӗ.
3 Пат 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Израиль патши ӑна хуравласа каланӑ: эсӗ каланӑ пек пултӑр, патша хуҫамӑм: эпӗ хам та, манӑн мӗн пурри те йӑлтах — санӑн, тенӗ.
3 Пат 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Кӗҫех сасӑ илтӗннӗ, каланӑ ӑна: мӗншӗн кунта эсӗ, Илия? тенӗ.
3 Пат 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Акӑ ӗнтӗ ӑна Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулнӑ, Ҫӳлхуҫа ӑна: мӗншӗн кунта эсӗ, Илия? тенӗ.И вот, было к нему слово Господне, и сказал ему Господь: что ты здесь, Илия?
3 Пат 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
[Илтсемччӗ мана, Ҫӳлхуҫамӑм, халӗ мана вут-ҫулӑм витӗр хуравласамччӗ! Ҫак ҫынсем] пӗлччӗр ӗнтӗ ҫакӑ кун: Израильре пӗр Эсӗ — Турӑ; эпӗ, Санӑн чуру, пӗтӗм ӗҫӗме Сан сӑмаху тӑрӑх турӑм.
3 Пат 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Илия каланӑ: эпӗ мар пӑлхататӑп Израиле, пӑлхатаканӗсем — эсӗ те сан аҫу йӑхӗ: эсир Ҫӳлхуҫа хушнӑ йӗркесене вырӑна хумарӑр, эсир Ваал хыҫҫӑн каятӑр; 19. ӗнтӗ ман патӑма Кармил тӑвӗ ҫине пӗтӗм Израиле пуҫтарса яр, тата Иезавель ӗҫми-ҫимипе пурӑнакан пророксене — Ваалӑн тӑватҫӗр аллӑ пророкӗпе Астартӑн тӑватҫӗр пророкне — пуҫтарса яр, тенӗ.
3 Пат 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Эсӗ вара халӗ: «кай та — хӑвӑн хуҫуна: Илия кунта тесе кала» тетӗн; вӗлерет вӑл мана! тенӗ Авдий.14. А ты теперь говоришь: «пойди, скажи господину твоему: Илия здесь»; он убьет меня.
3 Пат 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Хуҫамӑм, Иезавель Турӑ пророкӗсене вӗлернӗ чухне эпӗ мӗн туни ҫинчен илтмен-им эсӗ? эпӗ Турӑ пророкӗсене, ҫӗр ҫынна, аллӑшарӑн-аллӑшарӑн, ҫӗр хӑвӑлӗнче пытарса усрани ҫинчен, вӗсене шывпа ҫӑкӑр парса тӑни ҫинчен каламан-им сана?
3 Пат 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Санӑн Ҫӳлхуҫа Турру чӗрӗ! ман патшамӑм сана шыраттарма яман пӗр патшалӑхпа пӗр халӑх та юлман; ӑна сан пирки «ҫук вӑл» тесессӗн, вӑл ҫав патшалӑхпа халӑха «ӑна шыраса тупаймарӑмӑр» тесе тупа тутарать; 11. халӗ эсӗ: «кай та — хӑвӑн хуҫуна: Илия кунта тесе кала» тетӗн.
3 Пат 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Вара ҫав хӗрарӑм Илияна каланӑ: эсӗ Турӑ ҫынни иккенне, сан чӗлхӳ-ҫӑварунтан тухакан Ҫӳлхуҫа сӑмахӗ чӑн пулнине пӗлтӗм ӗнтӗ, тенӗ.
3 Пат 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эсӗ эпӗ пурӑнакан кил хуҫине, тӑлӑх арӑма, ывӑлне вӗлерсе усал тӑвӑн-и? тенӗ.неужели Ты и вдове, у которой я пребываю, сделаешь зло, умертвив сына ее?
3 Пат 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Хӗрарӑм Илияна каланӑ: эй Турӑ ҫынни, эпӗ сана мӗн тунӑ? Эсӗ ман патӑма ҫылӑхӑмсене астутарма, ывӑлсӑр тӑратса хӑварма килтӗн-и? тенӗ.
3 Пат 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Вара Илияна Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулнӑ: 9. эсӗ Сидон ҫӗрӗнчи Сарепта хулине кай, унтах юл: Эпӗ унта пӗр тӑлӑх арӑма сана тӑрантарса усрама хушрӑм, тенӗ.
3 Пат 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Илияна Турӑран сӑмах пулнӑ: 3. кунтан кай, тухӑҫалла ҫул тыт та Иорданпа тӗлме-тӗл Хораф юхӑмӗ хӗррине ҫитсе пытан; 4. ӗҫмине эсӗ ҫав шывран ӗҫӗн; ҫиме тесессӗн, Эпӗ унта ҫӑхансене сана тӑрантарса тӑма хушрӑм, тенӗ.
3 Пат 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Вааса ҫинчен Иуя, Ананий ывӑлне, Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулнӑ: 2. Эпӗ сана, тӑпра-тусан ӑшӗнчен ҫӗклесе, Израиль халӑхӑмӑн ҫулпуҫӗ туса лартрӑм, эсӗ пур — Иеровоам ҫулӗпе кайрӑн, Израиль халӑхӑм Мана хӑйӗн ҫылӑхӗсемпе ҫиллентерсе тӑтӑр тесе, ӑна ҫылӑха кӗртрӗн, 3. ҫавӑнпа Эпӗ Вааса килне, ун йӑхӗн килне те пӑрахӑҫа кӑларатӑп; Нават ывӑлӗн Иеровоамӑн килне мӗн кӑтартнӑ, санӑн килне те ҫавнах кӑтартӑп; 4. Вааса кил-йышӗнчен хулара вилнисене йытӑсем ҫисе ярӗҫ; хирте вилнисене вӗҫен кайӑксем сӑха-сӑха пӗтерӗҫ, тенӗ.
3 Пат 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.