Шырав
Шырав ĕçĕ:
11. Санӑн вӗҫекен ҫӗмренӳсен ҫути умӗнче, Санӑн ҫиҫекен сӑннусен ялтравӗ умӗнче хӗвелпе уйӑх хӑйсен вырӑнӗнчех чарӑнса тӑчӗҫ.
Авв 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Итлесе пӗтерӗр ҫакна, чухӑнсене хыпса ҫӑтасшӑн, мӗскӗнсене пӗтересшӗн антӑхса тӑракансем, 5. эсир: «ҫӗнӗ уйӑх иртсе каятех, вара эпир тырӑ сутма пуҫлӑпӑр, шӑматкун иртсе каятех, вара эпир кӗлетсене уҫӑпӑр, виҫене чакарса, сикль хакне ӳстерсе, тӗрӗс мар тарасапа халӑха улталаса, 6. кӗлмӗҫсене кӗмӗлле, чухӑнсене пӗр мӑшӑр ура сыррилле сутӑн илсе, хывӑхран пӗҫернӗ ҫӑкӑр сутса пурӑнӑпӑр» теекенсем, итлӗр.
Ам 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Вырмана тухиччен виҫӗ уйӑх малтан сирӗн патӑра ҫумӑр ямасӑр тӑтӑм; пӗр хула ҫине ҫумӑр ҫутарса тӑтӑм, тепӗр хула ҫине ҫутармарӑм; пӗр ани ҫумӑрпа шӳсе тӑчӗ, тепӗри, ҫумӑр пӗрчи те курманскер, типсе ларчӗ.
Ам 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Хӗвелпе уйӑх тӗттӗмленӗ, ҫӑлтӑрсем хӑй ҫутине ҫухатӗҫ.
Иоиль 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Ҫӳлхуҫанӑн аслӑ, хӑрушӑ кунӗ киличчен малтан хӗвел тӗттӗмленӗ, уйӑх юн пек хӗрелӗ.
Иоиль 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Вӗсен умӗнче ҫӗр кисренсе илӗ, тӳпе тайӑлса кайӗ, хӗвелпе уйӑх тӗксӗмленӗҫ, ҫӑлтӑрсем хӑйсен ҫутине ҫухатӗҫ.
Иоиль 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Вӗсем Ҫӳлхуҫана улталанӑ, мӗншӗн тесен ют ачасем ҫуратнӑ; халӗ ҫӗнӗ уйӑх вӗсене пурлӑхӗ-мӗнӗпех ҫисе ярӗ.7. Господу они изменили, потому что родили чужих детей; ныне новый месяц поест их с их имуществом.
Ос 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Ун патӗнчи пӗтӗм хаваслӑ шӑв-шава чарса лартӑп, уявӗсене те, ҫӗн уйӑх уявне те, шӑматкунӗсене те, ытти чаплӑ кунӗсене те — пурне те чарса лартӑп.
Ос 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
62. Хӗвел те, уйӑх та, Ҫӳлхуҫана мухтӑр, юрлӑр, Ӑна ӗмӗр-ӗмӗр аслӑласа тӑрӑр.62. Благословите, солнце и луна, Господа, пойте и превозносите Его во веки.
Дан 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Ҫӗнӗ уйӑх тунӑ кун аслӑ пуҫлӑхӑн вӑкӑр кӗтӗвӗнчен айӑпсӑр пӗр пӑру кӳмелле, тата ултӑ путекпе айӑпсӑр сурӑх таки кӳмелле.
Иез 46 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Халӑх та Ҫӳлхуҫана шӑматкунсенче тата ҫӗнӗ уйӑх тунӑ кунсенче хапхаран кӗнӗ ҫӗрте пуҫҫапӗ.3. И народ земли будет поклоняться пред Господом, при входе в ворота, в субботы и новомесячия.
Иез 46 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать: шалти картиш хапхи, тухӑҫ енне тухакан хапха, ултӑ ӗҫ кунӗ хушши хупӑ пулмалла, шӑматкун вара уҫӑ пулмалла, вӑл ҫӗнӗ уйӑх тунӑ кун та уҫӑ пулмалла.
Иез 46 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Аслӑ пуҫлӑх вара пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парне тата тырӑ-пулӑ парни парса тӑма тивӗҫлӗ, уявсенче тата ҫӗнӗ уйӑх тунӑ кунсенче, шӑматкунсенче, Израиль килӗн пӗтӗм чаплӑ кунӗсенче ҫу юхтарса парне пама тивӗҫлӗ; вӑл Израиль килне тасатмашкӑн ҫылӑх парни, тырӑ-пулӑ парни, пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳрекен парне, тав туса кӳрекен канӑҫлӑх парни пама тивӗҫ.
Иез 45 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Ҫӗре пӗрмай тӗрӗслесе-пӑхса ҫӳреме ҫынсем суйласа илӗҫ, вӗсем иртен-ҫӳрен пулӑшнипе ҫӗр ҫинче юлнӑ вилесене пытарӗҫ, ҫакна ҫӗре тасатма тӑвӗҫ; вӗсем ҫичӗ уйӑх иртсен шырама пуҫлӗҫ; 15. тӗрӗслесе-пӑхса ҫӳрекенсенчен пӗри-пӗри, этем шӑммине курсан, ун ҫывӑхне паллӑ лартса хӑварӗ, палли вара виле пытаракансем ҫав шӑмма Гог эшкерӗн айлӑмне пытариччен ларӗ.
Иез 39 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Ҫӗре тасатмашкӑн Израиль килӗ вӗсене ҫичӗ уйӑх хушши пытарӗ.12. И дом Израилев семь месяцев будет хоронить их, чтобы очистить землю.
Иез 39 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Эсӗ сӳнсессӗн, тӳпене хупса лартӑп, унӑн ҫӑлтӑрӗсене тӗттӗмлетӗп, хӗвеле пӗлӗтпе хупӑрлӑп, уйӑх та хӑйӗн ҫутипе ҫутатаймӗ.
Иез 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
65. Патшасене вӗсем ылханаймӗҫ те, пиллеймӗҫ те; 66. тӳпере те, халӑхсем умӗнче те паллӑсем кӑтартаймӗҫ; хӗвел пек ҫутатаймӗҫ, уйӑх пек ҫутӑлаймӗҫ.
Иер ҫыру 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
59. Акӑ ҫутатмашкӑн пултарнӑ хӗвелпе уйӑх, ҫӑлтӑрсем итлеҫҫӗ, хӑйсен ӗҫне тӑваҫҫӗ.59. Солнце и луна и звезды, будучи светлы и посылаемы ради потребности, благопослушны.
Иер ҫыру 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫав ҫулах, Иудея патши Седекия патшана ларни тӑватӑ ҫул та пиллӗкӗмӗш уйӑх ҫитсессӗн, Анания — Азур ывӑлӗ, Гаваон пророкӗ — Турӑ Ҫуртӗнче священниксемпе мӗнпур халӑх умӗнче мана ҫапла каларӗ: 2. Саваоф Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, ҫапла калать: Вавилон патшин сӳсменне ҫапса салатӑп; 3. Вавилон патши Навуходоносор ҫакӑнтан Вавилона илсе кайнӑ Турӑ Ҫурчӗн хатӗр-хӗтӗрне Эпӗ тепӗр икӗ ҫултан ҫак вырӑнах тавӑрӑп; 4. Иехонияна та — Иоаким ывӑлне, Иудея патшине — тата Вавилона тыткӑна лекнӗ мӗнпур иудее те ҫак вырӑнах тавӑрӑп, тет Ҫӳлхуҫа, мӗншӗн тесессӗн Вавилон патшин сӳсменне ҫапса салатӑп.
Иер 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫав вӑхӑтра, тет Ҫӳлхуҫа, Иуда патшисен шӑммисене те, унӑн улпучӗсен шӑммисене те, священниксен шӑммисене те, пророксен шӑммисене те, Иерусалимра пурӑннӑ ҫынсен шӑммисене те хӑйсен тупӑклӑхӗнчен кӑларса ывӑтӗҫ; 2. вӗсене хӑйсем юратнӑ, пӑхӑнса тӑнӑ, вӗсем хыҫҫӑн ҫӳренӗ, хӑйсем шыранӑ тата пуҫҫапнӑ хӗвелпе уйӑх умне, мӗнпур ҫӳлти ҫар умне сапаласа тӑкӗҫ; вӗсене пуҫтармӗҫ те, пытармӗҫ те: ҫӗр ҫинче вӗсем тислӗк пулӗҫ.
Иер 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.