Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тытса (тĕпĕ: тыт) more information about the word form can be found here.
Вара, револьверне тулаш енче пулма пултарнӑ Калюков кӑкӑрӗ ҫуллӗшне тытса, персе ячӗ, ҫавӑнтах урайӗнче Ехрем йынӑшнине илтрӗ, ун патне чупса пырса пӗшкӗнчӗ.

Help to translate

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫитменнине, Калюков Ехреме самантрах ҫапса ӳкерчӗ, лешӗ ӑна темиҫе ҫеккунтран ытла тытса чараймарӗ.

Help to translate

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Эсӗ мана кураймастӑн пулсан та, хуҫалӑха тытса пыр.

Help to translate

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Хӑй, васкаса тумланаканскер, краҫҫын лампине тытса, тем шырарӗ, ҫавна май ӑна чӳрече умӗнче сула-сула илчӗ.

Help to translate

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Санюка тытса кайнӑранпа никам та курман.

Help to translate

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Сулахай аллипе ӑйӑра ҫавӑтса, сылтӑммипе револьверне пеме хатӗр тытса, Калюков пахча ҫумӗнчи пралукпа анаталла анчӗ.

Help to translate

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тытса кайман-ши ӑна?

Help to translate

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Сидор каланӑччӗ, Санюка та тытса кайнӑ тенӗччӗ.

Help to translate

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫапах, упранакана турӑ упрать тенине асра тытса, вӑл инҫе тарса каймарӗ, чӗрӗк сехетсем утсан, темле ҫырма хӗррине ҫитсе тухрӗ те, ҫилпе тӳннӗ улӑп юмана курсан, ун патне йӑпшӑнса пычӗ, кӑкӗ тӑпӑлса тухнӑ тӗлти самай пысӑк хӑвӑла кӗрсе выртрӗ, тымарсене чармаклантарса, ҫӳлтен курмалла мар хупланчӗ.

Help to translate

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Калюков хӑвӑртрах сылтӑмалла шуса кайрӗ те уҫланкӑ тулашне мар, шаларах пӑрӑнса кӗрсе, мунча умӗнчи шӗшкӗлӗхе пытанчӗ, револьверне хатӗр тытса, малалла мӗн пуласса кӗтрӗ.

Help to translate

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Хурахсемпе пӗрле ҫӳремен, анчах вӗсене пулӑшса пурӑннӑ, хӑшпӗр чухне пӗрле те хурахла ӗҫсем тунӑ преступниксене те кӗҫӗрӗх е, ӗлкӗреймесен, ыран ирех тытса пӗтермелле пирӗн.

Help to translate

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Санитара пустуй тытса ан тӑр, Ваньккана лайӑхрах пулӑштӑр.

Help to translate

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Чӑт кӑштах, — лӑплантарчӗ вӑл, — часах хурахсене тытса пӗтерӗҫ те меллӗ наҫилкка тӑвӑпӑр, пульницана чиперех илсе ҫитерӗпӗр.

Help to translate

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Каярах кӑна, пӑшал сассисем харӑсах шӑт!-шат! тума тытӑнсан, пурте чалтах сиксе тӑчӗҫ, хӗҫпӑшал яра-яра тытса, нимӗн ӑнланса илмесӗрех, алӑкран тула туха-туха сирпӗнчӗҫ.

Help to translate

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Эпӗ сулахай алӑра револьвер тытса тӑнӑ ӗнтӗ.

Help to translate

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Килӗшмесен, вӑйпа тытса чарӑп, — кӗсйинчен револьвер туртса кӑларчӗ каччӑ.

Help to translate

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тин кӑна анаслакан ҫамрӑк ҫавӑнтах хыпӑнса ӳкрӗ, Сӑпанне хӑваласа ҫитрӗ, ҫанӑран тытса чарчӗ:

Help to translate

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ӑна ялтан чӑнахах тытса кайнӑ, тӗрмерен тарнӑ хыҫҫӑн милици чӑнахах шырать, Давидпа иккӗшӗ чӑнахах пӗр хӗре юратнӑ…

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ялтан мана чӑнахах милиционерсем тытса кайнине, эпир Давидпа иксӗмӗр пӗр хӗре юратнине каласа пар.

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Ялтан тытса кайнӑ хыҫҫӑн мана Давид Никифорова вӗлернӗ тесе айӑпларӗҫ.

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed