Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӗлетӗп (тĕпĕ: пӗл) more information about the word form can be found here.
10. Сана тархаслатӑп та — тӑшманӑмсем каялла ҫаврӑнаҫҫӗ, Турӑ ман майлӑ пулнине эпӗ ҫавӑнтан пӗлетӗп.

10. Враги мои обращаются назад, когда я взываю к Тебе, из этого я узнаю, что Бог за меня.

Пс 55 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

4. Манӑн йӗркесӗрлӗхӗме ҫӑва-ҫӑва ярсам, ҫылӑхӑмран тасатсам мана: 5. йӗркесӗр ӗҫӗме эпӗ пӗлетӗп, ҫылӑхӑм яланах хам умра тӑрать.

4. Многократно омой меня от беззакония моего, и от греха моего очисти меня, 5. ибо беззакония мои я сознаю, и грех мой всегда предо мною.

Пс 50 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Эпӗ сана хирӗҫ кӳнтелетӗп: Эпӗ — Турӑ, Санӑн Турру. 8. Сана парнӳсемшӗн ӳпкелемӗп; пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳрекен парнӳсем яланах Ман умӑмра; 9. санӑн килӗнти пӑрӑву та, картусенчи качакусем те кирлӗ мар Мана: 10. вӑрманти пур тискер кайӑк та, пин-пин ту ҫинчи выльӑх та — Манӑн, 11. тусем ҫинчи пур вӗҫен кайӑка та пӗлетӗп, хирти выльӑх та Манӑнах. 12. Ҫиессӗм килес пулсан та сана калассӑм ҫук, мӗншӗн тесессӗн тӗнче те, унти пӗтӗм пурлӑх та — Хамӑн. 13. Эпӗ вӑкӑр ашӗ ҫиетӗп-и, качака юнӗ ӗҫетӗп-и?

Я буду свидетельствовать против тебя: Я Бог, твой Бог. 8. Не за жертвы твои Я буду укорять тебя; всесожжения твои всегда предо Мною; 9. не приму тельца из дома твоего, ни козлов из дворов твоих, 10. ибо Мои все звери в лесу, и скот на тысяче гор, 11. знаю всех птиц на горах, и животные на полях предо Мною. 12. Если бы Я взалкал, то не сказал бы тебе, ибо Моя вселенная и все, что наполняет ее. 13. Ем ли Я мясо волов и пью ли кровь козлов?

Пс 49 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

19. Йӗркесӗр ӗҫӗме эпӗ пӗлетӗп, ҫылӑхӑм пирки ҫунатӑп.

19. Беззаконие мое я сознаю, сокрушаюсь о грехе моем.

Пс 37 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

1. Иов Ҫӳлхуҫана ҫапла хуравласа каланӑ: 2. Эсӗ темӗн те тума пултарнине, Эсӗ тытнӑ шухӑша никам та чараяс ҫуккине пӗлетӗп эпӗ.

1. И отвечал Иов Господу и сказал: 2. знаю, что Ты все можешь, и что намерение Твое не может быть остановлено.

Иов 42 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

23. Ҫапла, Эсӗ мана вилӗм патне илсе ҫитерессе, мӗнпур пурӑнаканӗ пуҫтарӑнакан киле ҫитерессе пӗлетӗп.

23. Так, я знаю, что Ты приведешь меня к смерти и в дом собрания всех живущих.

Иов 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

27. Эпӗ сирӗн шухӑшӑра, мана хирӗҫ епле чее мелсем шутласа кӑларасса пӗлетӗп.

27. Знаю я ваши мысли и ухищрения, какие вы против меня сплетаете.

Иов 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

25. Пӗлетӗп эпӗ: мана Хӳтӗлекен чӗрӗ, юлашки кун ҫитсессӗн Вӑл ҫак ҫӗрсе пыракан ӳтӗм-тирӗме ҫӗнетӗ, 26. вара эпӗ, ӳтленнӗскер, Турра курӑп.

25. А я знаю, Искупитель мой жив, и Он в последний день восставит из праха распадающуюся кожу мою сию, 26. и я во плоти моей узрю Бога.

Иов 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

18. Акӑ эпӗ сутлашма тытӑнтӑм: хам тӳрӗ пулнине пӗлетӗп.

18. Вот, я завел судебное дело: знаю, что буду прав.

Иов 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

2. Эсир пӗлнӗ чухлӗ эпӗ те пӗлетӗп; эпӗ сирӗнтен кая мар.

2. Сколько знаете вы, знаю и я: не ниже я вас.

Иов 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

13. Анчах Санӑн ӑшунта тепӗр вӑрттӑн шухӑш та пулнӑ, — пӗлетӗп, ҫав шухӑш пулнӑ Санӑн, — 14. ку ҫын ҫылӑха кӗнине астусах тӑрӑп, ҫылӑхӗшӗн ӑна хаса памасӑр хӑвармӑп, тенӗ.

13. Но и то скрывал Ты в сердце Своем, - знаю, что это было у Тебя, - 14. что если я согрешу, Ты заметишь и не оставишь греха моего без наказания.

Иов 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

1. Иов ҫапла хуравласа каланӑ: 2. чӑнах та ҫапла! хам та пӗлетӗп; анчах этем Турӑ умӗнче епле тӳрре тухаять-ха?

1. И отвечал Иов и сказал: 2. правда! знаю, что так; но как оправдается человек пред Богом?

Иов 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

6. Рафаил каланӑ: Товия, эпӗ санӑн аҫун куҫӗ уҫӑласса пӗлетӗп; 7. эсӗ унӑн куҫне ватпа сӗр, вара куҫӗ йӑмӑхса ыратнӑ пек пулӗ те, вӑл ӑна шӑлса илӗ, шур илни сирӗлӗ вара, сана курӗ вӑл, тенӗ.

6. Рафаил сказал: я знаю, Товия, что у отца твоего откроются глаза; 7. ты только помажь желчью глаза его, и он, ощутив едкость, оботрет их, и спадут бельма, и он увидит тебя.

Тов 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Ан хӑра: вӑл — ӗлӗкренпех сана пӳрнӗ хӗр, эсӗ ҫӑлӑн ӑна, вӑл санпа пӗрле пырӗ; санӑн унран ача-пӑча пулассине пӗлетӗп эпӗ, тенӗ.

Не бойся; ибо она предназначена тебе от века, и ты спасешь ее, и она пойдет с тобою, и я знаю, что у тебя будут от нее дети.

Тов 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Эпӗ Рагуила пӗлетӗп, Моисей саккунне хирӗҫлесе вӑл хӑй хӗрне ниепле те ют ҫынна парас ҫук; апла тӑвас пур, вӑл вилӗме тивӗҫлӗ пулӗччӗ; хӗрӗн еткерлӗхӗ никама та мар, сана тивмелле, тенӗ.

Я знаю Рагуила: он никак не даст ее мужу чужому вопреки закону Моисееву; иначе повинен будет смерти, так как наследство следует получить тебе, а не другому кому.

Тов 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

6. Ангел каланӑ: санпа пӗрле пыма пултаратӑп, эпӗ ҫулне те пӗлетӗп; Гаваил тӑванӑмӑр патӗнче эпӗ чарӑнса та тӑнӑччӗ, тенӗ.

6. Ангел отвечал: могу идти с тобою и дорогу знаю; я уже останавливался у Гаваила, брата нашего.

Тов 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Эй Ҫӳлхуҫамӑм, ҫылӑха кӗтӗм эпӗ, ҫылӑха кӗтӗм, хамӑн йӗркесӗр ӗҫӗмсене пӗлетӗп; ӗнтӗ Сана тархасласа ыйтатӑп: каҫарсамччӗ мана, эй Ҫӳлхуҫамӑм, каҫарсамччӗ мана, мана йӗркесӗр ӗҫӗмсемпех ан пӗтерсемччӗ, мана тамӑка ямалла ан айӑпласамччӗ [л].

отпусти мне, Господи, отпусти мне, и не погуби меня с беззакониями моими и не оссуди меня в преисподнюю.

2 Ҫулс 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Пророк вара: пӗлетӗп эпӗ, ҫапла тунӑшӑн тата мана итлеменшӗн сана Турӑ тӗп тӑвать, тенӗ те урӑх нимӗн те чӗнмен.

И перестал пророк, сказав: знаю, что решил Бог погубить тебя, потому что ты сделал сие и не слушаешь совета моего.

2 Ҫулс 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

8. Тата Ливанран кедр йывӑҫӗпе кипарис, певг йывӑҫӗ ярса пар: санӑн чурусем Ливан йывӑҫне касма ӑстине пӗлетӗп эпӗ.

8. И пришли мне кедровых дерев, и кипарису и певгового дерева с Ливана, ибо я знаю, что рабы твои умеют рубить дерева Ливанские.

2 Ҫулс 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

17. Эй Туррӑмҫӑм, Эсӗ чӗрене сӑнанине, таса чӗреллине юратнине пӗлетӗп; эпӗ ҫакна пӗтӗмпе таса чӗремрен парнелерӗм, халӗ вара кунта пуҫтарӑннӑ Сан халӑху та хаваспах Сана парне кӳнине куратӑп.

17. Знаю, Боже мой, что Ты испытуешь сердце и любишь чистосердечие; я от чистого сердца моего пожертвовал все сие, и ныне вижу, что и народ Твой, здесь находящийся, с радостью жертвует Тебе.

1 Ҫулс 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed