Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӗсен вӑрӑм ҫула чупса тухма хӑнӑхнӑ лашисем те пирвайхи талӑк вӗҫленеспе йӑлт ырханланса кайрӗҫ, малтанхи пек ывӑна пӗлми йӑлттаммӑн ыткӑнса пыми пулчӗҫ.
XVII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Тепӗр кунне Дарья, станицӑран таврӑннӑ чух, ҫула май хутора кӗчӗ.
XIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Пӗлчӗ-ха Пантелей Прокофьевич аслӑ кинӗ вӑкӑрсене этем майлӑ пӑхас ҫуккине, анчах ним тума та пулмарӗ, — ӑнах ҫула кӑларса ячӗ.
XII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Дуняшкӑна хушмарӗ, мӗншӗн тесен — ют казаксемпе пӗрле инҫе ҫула каясси хӗр ӗҫӗ мар; Натальйӑн ав — ачисем пӗчӗк; старикӗн хӑйӗн турттарса ҫӳремелле мар-ҫке-ха ҫав ылханлӑ патронсене?
XII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Аксинья упӑшки хытарса каласа янӑ сӑмахсене итлесе пӗтерчӗ те ҫула тухма хатӗрлене пуҫларӗ.
I // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Нумайӑшӗ инҫе ҫула пӑхмасӑрах Чӑваш Ен районӗсенчен, Тутарстанран, Ӗпхӳрен, Ульяновскран килнӗ.
Мӑн асаттесен вӑй-хӑвачӗ — «Хусан чӑвашӗсенче» // Олег АЛЕКСАНДРОВ. «Сувар», 2010.01.08, 1–2№№(835–836), 4 стр.
Малта такам кӗсъене чиксе ҫӳрекен пӗчӗк хунарпа, тин ҫеҫ ӳкернӗ япалана шыранӑ евӗр, ҫула ерипен ҫутатса пӑхрӗ.
24 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Упӑшкине суд туса айӑпланӑ тата вӑл пӗр хыпарсӑр ҫухалнӑ хыҫҫӑн Авдотья хуралса кайнӑ, пӗр ҫула яхӑн шӑпӑрт ҫӳренӗ.После того как муж ее был осужден и пропал без вести, она чуть не с год ходила почерневшая и тихая.
12 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
— Инҫетерех каясчӗ, атту кайран ҫула шӑлса лартать те — асаплан вара.— Да, надо бы подальше, а то заметет потом дорогу — намучаешься.
9 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
«Манӑн ӑна хам кам иккенне калас пулать, — шухӑшларӗ вӑл. — Эпӗ чӗнмесен, вӑл ҫакна тӗрӗс мар ӑнланма, эпӗ хама ун умӗнче айӑплӑ туйнӑ пек ӑнланма пултарать. Анчах эпир пӗр-пӗрне курманни вунӑ ҫула яхӑн иртнӗ-ҫке, эпир иксӗмӗр те улшӑннӑ, урӑх ҫынсем пулса тӑнӑ, туйӑмсенчен йӗрри те юлман-и, тен, эпӗ вара хама ҫавӑншӑн пустуях асаплантаратӑп».
6 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Раиса Васильева (Савгачево почта уйрӑмӗ), Людмила Ильина (Емелькино), Елизавета Титова (Кивӗ Ӳсел) почтальонкӑсем ҫырӑнтару кампанийӗнче чи хастаррисем пулчӗҫ», — тесе пӗлтерсенех эпир ҫил-тӑмана пӑхмасӑр ҫула тухрӑмӑр.
Эпир — пӗрле! // Ирина КУЗЬМИНА. «Сувар», 2010.01.08, 1–2№№(835–836), 3 стр.
Мажаров вӑранса кайнӑ пек пулчӗ, хӑйӗн чӑматанӗсене, апат-ҫимӗҫ тултарнӑ сеткине ярса тытрӗ те, ӑна ҫула тухнӑ чухне яланах хавхалантаракан савӑнӑҫ ирӗксӗр тенӗ пекех пусма тӑрӑх чуптарса антарчӗ.
1 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Купи-купипе хутсем ҫырса, никама та конкретлӑ пулӑшмасӑр, тен, хӑйӗн пуҫран шухӑшласа кӑларнӑ инструкцийӗсемпе, рекомендацийӗсемпе ҫынсене чӑрмантарса ҫухатнӑ тӑватӑ ҫула шел пулнӑ.
1 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Тен, сӑлтавӗ ҫак сасартӑк хӑтсӑрланса, пушанса юлнӑ пӳлӗмре: халӗ пӳлӗм ӑна вӑл кунта нихҫан та пурӑнман пек, хӑйне инҫе ҫула ӑсатма килнӗ тусӗсемпе ӗнер кунта савӑнса ларман пек туйӑнчӗ…
1 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
— Тӑватӑ ҫула яхӑн инструкторта ӗҫлерӗ, райхаҫат редакторӗ пулнӑ, халӗ пропагандӑпа агитаци пайне ертсе пырать, ман шутпа, хӑйӗн ӗҫне начар тумасть.
22 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Ҫула урлӑ ан тӑр пурне те…
21 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Унӑн пит ҫӑмартисем тӑрӑх куҫҫуль юхнӑ, вӑл ӑна ҫӑта-ҫӑта, ҫула уямасӑр, мӗнле май килнӗ ҫапла утнӑ, чунне ыраттарса, темле сӑмахсем каланӑ, унтан такӑнса йӗпе курӑк ҫине ӳкнӗ те хӗрарӑмла ӗсӗклесе йӗрсе янӑ…
20 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Пробатов каҫ пуласпа, Прасковья Васильевна сывпуллашса тухса кайсан, ҫула пуҫтарӑнчӗ.Пробатов уехал из деревни под вечер, когда откланялась Прасковья Васильевна.
10 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Пӗр ҫула кӑна бульдозерпа мӗн чухлӗ якатрӗҫ — сире килме лайӑх пултӑр тесе.Одну дорогу сколько раз бульдозером утюжили, чтобы вам было гладко ехать.
7 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Арӑмӗ пысӑк ҫыхӑ ҫумне тӗршӗнсе, ӗсӗклесех йӗрсе янӑ, унӑн кӑвакарнӑ тутисем темскер пӑшӑлтатнӑ, ашшӗ кӑвакарнӑ пуҫне чӗтрентернӗ, кӗҫӗн хӗрӗ Васенӑ ҫеҫ, пур енчен те япаласемпе хӗстерсе лартнӑскер, ҫула тухассипе савӑннӑ та айккинелле вӑльт-вальт ҫаврӑна-ҫаврӑна пӑхнӑ.
6 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.