Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

урӑхла the word is in our database.
урӑхла (тĕпĕ: урӑхла) more information about the word form can be found here.
Юсав хыҫҫӑн ҫак центр пач урӑхла форматпа ӗҫлеме тытӑннӑ.

Help to translate

Паян трендра — этника // Ирина Трифонова. «Сувар», 2019.02.21

Ҫулла ман урӑхла расписани — кунӗпех ҫӗр ӗҫӗпе аппаланатӑп, улттӑран пуҫласа улттӑччен тӑрмашатӑп.

Help to translate

«Хамӑра сӳрӗкленме памалла мар» // Геннадий Дегтярев. «Хыпар», 2009.03.28, 58-59№№, 14 стр.

Урӑхла каласан, чӑваш эстради тахҫанах «сфера услуг» текеннин пӗр пайӗ, пӗр секторӗ пулса тӑнӑ, — пӗтӗмлетнӗ пост авторӗ.

Говоря иначе, чувашская эстрада давно стала частью, сектором так называемой "сферы услуг", - обобщил автор поста.

«Тамада тыткӑнӗнчи» чӑваш эстради... // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/20795.html

Ҫав хушӑрах урӑхла хак паракансем те тӗл пулаҫҫӗ.

Также встречаются те, кто по другому расценивает.

Ҫӗр ҫинче ӗҫлеме мантӑмӑр // П. Воробьев. «Ҫӗнтерӳ ялавӗ», 2010,10,27

Раҫҫей Президенчӗн Владимир Путинӑн йышӑнӑвӗпе килӗшӳллӗн кӑҫалхи ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа ӗҫ укҫин чи пӗчӗк виҫине пурӑнма кирлӗ виҫе шайне (11 163 тенке) ҫитермелле, урӑхла каласан, вӑл 2017 ҫулхи шайпа танлаштарсан, 43 процент чухлӗ пысӑкланать.

Согласно решению Президента России Владимира Путина с 1 мая этого года минимальный размер оплаты труда будет доведен до прожиточного минимума (11163 рубля), то есть увеличится на 43 процента к уровню 2017 года.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2019) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 17b202c0e3

Урӑхла каласан - пӗр хуҫалӑхне аталантарса теприне «шурлӑхран» сӗтӗрет.

Help to translate

Пуҫна ан ус, Азиз! // Валентин ГРИГОРЬЕВ. http://gov.cap.ru/Publication.aspx?gov_i ... id=2567024

«Эп пӑхатӑп та халь залалла, куратӑп, пӗлетӗр-и, сиртен аллӑ проценчӗ мана юратать, тепӗр аллӑшӗ — вуҫех урӑхла, значит, юратмасть».

Help to translate

Илемлӗ хайлаври типсемпе вӗсен пурнӑҫри прототипӗсем ҫинчен // Юрий Артемьев. https://chuvash.org/content/3128-%D0%98% ... 1%80%D0%B8

Чӑваш литератури историйӗнчи ҫак ырӑ пулӑм, урӑхла каласан, медицина практикипе илемлӗ литературӑна «йӗкӗрешлентерекен» тӗслӗх, тӳрех А. Чехов, В. Вересаев биографийӗпе пултарулӑхне аса илтерет.

Help to translate

Илемлӗ хайлаври типсемпе вӗсен пурнӑҫри прототипӗсем ҫинчен // Юрий Артемьев. https://chuvash.org/content/3128-%D0%98% ... 1%80%D0%B8

Анчах пирӗн, чылайӑшӗн, урӑхла пулса тухать.

Help to translate

Ҫимӗкре масар пасар пек кӗрлемелле-и? // Софья Савнеш. https://chuvash.org/content/3119-%D2%AA% ... B8%3F.html

Теприсем канмалли кун пулнӑран хӑнана кайма е вӑхӑта урӑхла мелпе хаваслӑ ирттерме тӑрӑшаҫҫӗ.

Help to translate

Ҫуркуннепе ӗҫ уявӗ // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2015.04.30, 76-77№

Хӑйне Инҫет Хӗвелтухӑҫне алмаз кӑларма каякансен йышне кӗртменнишӗн кӑмӑлсӑрланнине урӑхла палӑртма пӗлмест пуль ҫав ҫак чӑрсӑр хӗрача…

Help to translate

Ку кулӑшла тӗлӗкрен вӑран та… // Римма ПРОКОПЬЕВА. «Хыпар», 2015.10.07, 196№

Урӑхла каласан, урӑлса тӑна кӗме илсе пынӑ - ҫакӑ та лайӑх.

Help to translate

Ӗҫкӗ ырӑ тумасть // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2015.10.07, 196№

«Сӑмах бюджет кредичӗ пирки пырать - ҫӑмӑл укҫа. Шӑпах ҫак мелпе ҫине тӑрарах усӑ курмалла. Хӑй вӑхӑтӗнче Тутарстан, Мордови ҫавнашкал кредитсен шучӗпе вӑйлӑ аталанчӗҫ. Пирӗн те Шупашкар, Чӑваш автономийӗн юбилейӗсем ҫывхарнӑ май ҫак майпа усӑ курмалла, пысӑк укҫа илмешкӗн урӑхла майсем пулмӗҫ», - терӗ вӑл.

Help to translate

Депутат мандатӗнчен пуҫласа Шупашкар шыв управӗ таран // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2015.10.07, 196№

Урӑхла каласан арлӑх, ӳсӗм, мӑшӑрланура тӑни, вӗренӳ шайӗ, кил хуҫалӑхӗн тытӑмӗ, пурнӑҫа тытса пымалли ҫӑлкуҫ, экономикӑна пуҫаруллӑ хутшӑнни, наци, гражданлӑх, чӗлхе пирки пӗлтернисӗр пуҫне репродуктивлӑ тӗллевсем ҫинчен - миҫе ача пулни тата вӗсен йышне ӳстерме ӗмӗтленнин сӑлтавӗ, кун-ҫула тытса пымашкӑн кансӗрлекен чир-чӗрпе нушаланни, ҫавна пула пулӑшу кирли, инвалидлӑх ушкӑнӗ пурри ҫинчен хуравлама тивет.

Help to translate

«Манӑн килӗм - манӑн ҫӗршывӑм» // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2015.10.07, 196№

Микроҫырав пурне те пырса тивмест: Раҫҫейре 1985 тата 1994 ҫулсенчи тӗпчевсенче пӗр вырӑнта ялан пурӑнакан халӑхӑн 5 проценчӗ хуравланӑ, кӑҫал - 1,7, ҫав шутра Чӑваш Енре - 1,9. Урӑхла каласан пирӗн республикӑра 24 пин ҫыннӑн хӑйсем ҫинчен пӗлтерме тивет.

Help to translate

«Манӑн килӗм - манӑн ҫӗршывӑм» // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2015.10.07, 196№

Урӑхла каласан, эпӗ хама гуманитари, филологи, литература таврашӗнчен уйӑраймастӑп.

Говоря по-другому, я не могу видеть себя вне гуманитарных наук, филологии, литературы.

«Кӗркунне ҫынна хӑйпе хӑй пулма май парать» // Роза Власова. «Хыпар», 2016.09.28, 153№

Урӑхла каласан, мӑн асаттесен, ваттисен пурнӑҫне ҫамрӑксем тӑсаҫҫӗ.

Говоря иначе, жизнь прадедов, родителей продолжает молодежь.

«Кӗркунне ҫынна хӑйпе хӑй пулма май парать» // Роза Власова. «Хыпар», 2016.09.28, 153№

Ку саманара урӑхла пропаганда, агитаци пырать.

В наш век иная пропаганда, агитация.

«Кӗркунне ҫынна хӑйпе хӑй пулма май парать» // Роза Власова. «Хыпар», 2016.09.28, 153№

Пачах урӑхла, цикллӑ философи пулнӑ.

Наоборот, была философия цикличности.

«Кӗркунне ҫынна хӑйпе хӑй пулма май парать» // Роза Власова. «Хыпар», 2016.09.28, 153№

Урӑхла каласан, йӗри-тавра питӗ хитре чухне ҫын тулаш тӗнчере пурӑнать, илемпе киленет.

Говоря по другому, если кругом все красиво, то человек живет во внешней среде, наслаждаясь красотой.

«Кӗркунне ҫынна хӑйпе хӑй пулма май парать» // Роза Власова. «Хыпар», 2016.09.28, 153№

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed