Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тытса (тĕпĕ: тыт) more information about the word form can be found here.
Фулӗн тӗксӗмленнӗ куҫӗсем ӑна кӗтмен ҫӗртен хумхантарса ячӗҫ; Фуль Бильбоана аллисенчен чӑмӑртаса тытса, ун умӗнче вилес умӗнхи пек хӑрӑлтатса ӑшталанать.

Потемневшие глаза Фуля ударили его внезапной тревогой; Фуль, стискивая руки, метался перед ним, дыша хрипло, как умирающий.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 181–185 с.

Кӑштах консервпа кофе хутаҫӗ пур чухне повар валли ӗҫ пурччӗ, анчах халӗ вӑл та ахаль выҫӑ ҫын пулса тӑчӗ, мӗншӗн тесен утрав ҫинче тытса ҫимелли нимӗн те ҫук.

Повару еще было дело, пока оставались кой-какие консервы и мешок с кофе, но теперь и он превратился просто в голодающего человека, потому что дичи на острове не было.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 177–180 с.

Ачасем кӗнекисене курӑк ҫине пӑрахнӑ та, пӗрне-пӗри алӑран тытса, симӗс тӗмсемпе кӑтра хурӑнсем хушшинелле чупса кӗрсе кайнӑ.

Дети бросили азбуки в траву, взялись за руки и скрылись между зелеными кустами, под кудрявыми березами.

Вӑрманти ачасем // Василий Хударсем. Ушинский К. Д. Тӑватӑ ӗмӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 28 с. — 7–11 с.

Иван Тимьянччӑ хучӗсене икӗ аллипе тытса сӗтел хушшине тӑчӗ те, иртнӗ ҫулсенче тиечук пулса служить тунӑ сассипе, сӑмахӗсене аршӑн ҫурӑ тӑсса, «доклад» тума тытӑнчӗ:

Иван Демьянович, обеими руками схватившись за бумаги, встал из-за стола и, протягивая слова в полутора аршина, заговорил голосом, с которым в прошлые годы служил дьяконом, со своим «докладом»:

I // Эселе Петӗрӗ. «Капкӑн», 1931, 2№, 12–13 с.

— Эсӗ хӑвӑн ятна тӳрре кӑларатӑн, — тарӑхса, ҫав вӑхӑтрах хӑйне алра тытса пӑшӑлтатрӗ Аян.

— Ты оправдаешь свое название, — сердито, но уже владея собой, сказал он.

IX // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.

Тепӗр чухне, хыттӑн чышӑнса ывӑтӑннӑскер, унӑн шайлашӑва ҫухатас мар тесе кукленме тивет, ҫакӑн хыҫҫӑн тепӗр хут сак ҫине лармашкӑн ӑна куҫӑма, хусканӑва тытса пыракан инстинкт ҫеҫ пулӑшаять.

Иногда, подброшенный сильным толчком, он должен был приседать, чтобы сохранить равновесие; сесть снова после этого на скамью ему удавалось только при помощи инстинкта, управляющего движениями.

VIII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.

Вӑл ҫурма чӗрӗ ҫынсене бортран шывалла ывӑтакан тытӑҫусем ҫинчен, хӑрушла ятлаҫа-ятлаҫа пени, кӑкӑрти суран шӑтӑкне тытса шӑл йӗрни ҫинчен каларӗ.

Он говорил о схватках, где полуживых швыряют за борт, стреляют с ругательствами и острят, зажимая дыру в груди.

VII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.

Эпӗ килсе ҫитрӗм те шакла пуҫлӑ старике шыраса тупрӑм, вӑл ман ҫине, мӗншӗн — пӗлместӗп, эпӗ ӑна ҫӗҫӗ ярса тытса карланкинчен чашлаттарас чухнехилле пӑхрӗ.

Я приехал и отыскал бритого старика, который, я не знаю — почему, смотрел на меня так, как будто я хватил его ножом в горло.

VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.

Аян пӳлӗмрен пӳлӗме иртрӗ, чарусӑр канӑҫсӑрлӑх пуҫ мимине пӑлханупа, тӗтрепе тултарса лартрӗ; вӑл тӑхтаса тӑмарӗ, пӗрре кӑна яп-яка хура пысӑк ешчӗк хӗррине ретӗн-ретӗн вырнаҫтарнӑ шурӑ тата хура шӑмӑ патаксене, тӗлӗнмеллерех курӑннӑран, тытса пӑхасшӑнччӗ — анчах вӗсем унӑн пӳрнисен хушшинчен шуса тухрӗҫ те — сывлӑша кӗтмен ҫӗртен салху сасӑ вӗҫсе хӑпарчӗ.

Аян переходил из комнаты в комнату, бешеная тревога наполняла его мозг смятением и туманом; он не останавливался, только один раз, пораженный странным видом белых и черных костяных палочек, уложенных в ряд на краю огромного отполированного черного ящика, хотел взять их, но они ускользнули от его пальцев, и неожиданный грустный звон пролетел в воздухе.

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.

Ҫӗрле вӑхӑт сиккипе чупать; каҫ ӑнтӑлса васкать; унӑн тӗрлӗ тӗслӗ плащӗ, чупнӑ чух ҫурӑлнӑскер, чакӑл тусен хыҫӗнче кӑвакпа тытса ҫавӑрнӑ хӗрлӗ татӑксемпе витӗр ҫапса вӗрет.

Ночь мчалась галопом; вечер стремительно убегал; его разноцветный плащ, порванный на бегу, сквозил позади скал красными, обшитыми голубым, клочьями.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.

Щит, виҫӗ матрос тытса тӑраканскер, силленчӗ те чарӑнчӗ; Пэд урисенче — лапписенчен ҫыхнӑ хуп-хура тӑхлан юпа татки.

Щит, придерживаемый тремя матросами, остановился, покачиваясь; в ногах Пэда, крепко увязанная между ступней, чернела свинцовая балясина.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.

Пурте виле йӗри-тавра кӗпӗрленчӗҫ; Пэд халӗ туйӑмсен сирпӗнӗвӗ ҫине нихӑҫанхинчен те лӑпкӑрах пӑхать, унӑн командинче нумайӑшӗ вара, револьверне ҫурӑм хыҫӗнче тытса, ушкӑн варринелле хӗсӗнсе кӗресшӗн; кӑшкӑрусенче тимӗр пек янӑракан тембр илтӗнет — эппин, команда хӗрмеллипех хӗрсе ҫитнӗ.

Все столпились вокруг покойника, равнодушного, как никогда более, к взрыву страстей; многие, держа за спиной револьвер, протискивались в самую гущу; в криках слышался звенящий, металлический тембр, показывавший крайнее возбуждение.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.

Пэд курткине вӗҫертрӗ, хӑйӑр ҫине лаплатрӗ те ӗҫе пуҫӑнчӗ, урӑхла каласан — тӗпӗпе ҫӳлелле тытса кӗленчене пушатать.

Пэд расстегнул куртку, сел на песок и приступил к делу, т.е. опорожнил бутылку, держа ее дном вверх.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.

Шӑпах ҫак ҫын плащӗнчен тытса пытӑм та тӗллевӗмӗре чӑна кӑларайманнишӗн тунсӑхласа, ыйхӑри урамсенче ҫапкаланса ҫӳренӗ май.

За плащ этого человека я и держался, пока мы, тоскуя о невозможном, блуждали по спящим улицам.

«Тӑватӑ ҫил» штурманӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 117–123 с.

Тата — манран тыт, унсӑрӑн, эсрел чӗрнисемпе тупа тӑватӑп, ҫил сана чӗчӗ ачине тытса пенӗн ҫапса ӳкерет.

И держись за меня, иначе, клянусь копытами сатаны, ветер опрокинет тебя, как грудного младенца.

«Тӑватӑ ҫил» штурманӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 117–123 с.

Штурман тӑварлӑ шӑрша сӑмсипе сывласа туртрӗ те мана ҫыр хӗрринчен ӳкесрен тытса чарчӗ, мӗншӗн тесен эпӗ шӑпах ҫапла тӑвасшӑнччӗ — сарнӑ ҫул вырӑнне чутах сывлӑш уҫлӑхне лекеттӗм.

Штурман втянул носом соленый запах и не допустил меня упасть с набережной, что я пытался сделать, принимая воздух за продолжение мостовой.

«Тӑватӑ ҫил» штурманӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 117–123 с.

Суллана-суллана эпӗ унӑн плащ аркинчен тытса пыратӑп, — буксирпа ҫиле хирӗҫ пыракан карапа ӗренкелетӗп.

Шатаясь, я придерживался за складки его плаща, изображая собой судно, буксируемое против ветра.

«Тӑватӑ ҫил» штурманӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 117–123 с.

— Калюкова тытса килтӗмӗр, — пӗлтерчӗ вӑл.

Help to translate

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Кӑтра Машука тепӗр вунӑ минутранах тытса килчӗҫ.

Help to translate

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Чупӑр, Кӑтра Машука тытса килӗр.

Help to translate

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed