Шырав
Шырав ĕçĕ:
26. Вӗсем Сан умӑнта ҫылӑха кӗнӗрен тӳпе хупӑнса ҫумӑр пулмасассӑн, вара ҫак вырӑнта кӗлтуса Санӑн ятна аслӑласассӑн, Эсӗ вӗсене ҫапла йӑвашлантарнипе вӗсем хӑйсен ҫылӑхӗнчен пӑрӑнсассӑн, 27. Эсӗ тӳперен илтсемччӗ; вӗсене ҫӳреме ырӑ ҫул кӑтартса, Хӑвӑн чурусенӗн, Хӑвӑн Израиль халӑхӗн, ҫылӑхне каҫарсамччӗ, Хӑвӑн халӑхна еткерлӗхе панӑ ҫӗрӳ ҫине ҫумӑр ярсамччӗ.
2 Ҫулс 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Санӑн чурупа Санӑн Израиль халӑхӗ ҫак вырӑнта кӗлтунӑ чухне вӗсем епле йӑлӑннине илтсемччӗ; илтсемччӗ Хӑв пурӑнакан вырӑнтан, тӳперен, илтсемччӗ те хӗрхенсемччӗ!
2 Ҫулс 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Хӑвӑн чуру ҫак вырӑнта кӗлтунине илтмешкӗн Санӑн куҫусем ҫак Ҫурта — Эсӗ Ху Хӑвӑн ятупа тытса тӑма пулнӑ вырӑна — кӑнтӑрла та, ҫӗрле те курса тӑринччӗҫ.
2 Ҫулс 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Вара Иерусалимра, хӑйӗн ашшӗне Давида кӑтартнӑ Мориа тӑвӗ ҫинче, Давид хатӗрлесе хунӑ вырӑнта — Орна иевусей йӗтемӗ ҫинче — Соломон ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа Ҫуртне лартма пуҫланӑ.
2 Ҫулс 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Шупимпа Хосан анӑҫ енче Шаллехет хапхи умӗнче тӑмалла пулнӑ, ку вырӑнта ҫул тӑвалла хӑпарнӑ.16. Шупиму и Хосе на запад, у ворот Шаллехет, где дорога поднимается
1 Ҫулс 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Давид ун чухне ҫирӗплетнӗ хӳтӗ вырӑнта пулнӑ, филистимсен сыхлав ҫарӗ вара Вифлеемре тӑнӑ.16. Давид тогда был в укрепленном месте, а охранное войско Филистимлян было тогда в Вифлееме.
1 Ҫулс 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӗсене пурне те хӑйсем пурӑнакан вырӑнта шута кӗртсе тухнӑ.
1 Ҫулс 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫак вырӑнта вӗсем хӑйсене урӑх ҫӗре куҫарса кайичченех пурӑннӑ.
1 Ҫулс 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
41. Вӗсем, ятран ҫырӑннӑскерсем, унта Иуда патши Езекия вӑхӑтӗнче пырса ҫитнӗ, унти куҫса ҫӳрекенсене те, пӗр вырӑнта пурӑнакансене те аркатса тӑкнӑ, вӗсене яланлӑхах тӗп туса вӗсен вырӑнне йышӑннӑ, мӗншӗн тесессӗн унта вӗсем валли кӗтӳ ҫӳретмелли вырӑнсем пулнӑ.
1 Ҫулс 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Патша, никам та хӑйӗн ывӑлне, хӗрне вут-ҫулӑм витӗр кӑларса Молоха парне кӳме ан пултартӑр тесе, Енном ывӑлӗсен айлӑмӗнчи Тофет теекен вырӑна ирсӗрлентернӗ; 11. Иудея патшисем унччен Ҫӳлхуҫа Ҫуртне кӗмелли вырӑнта, Нефан-Мелех хайранӑн пӳлӗмӗсем ҫывӑхӗнче, Фаруримра, хӗвеле пуҫҫапса лашасем тытнӑ, Иосия ҫав йӑлана пӑрахӑҫланӑ, лашасене кӳлекен урапасене — хӗвел ураписене — ҫунтарса янӑ.
4 Пат 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Гофолия Турӑ Ҫурчӗ еннелле чупакан халӑх сассине илтнӗ те Ҫӳлхуҫа Ҫуртне, халӑх патне, пынӑ, 14. курнӑ вара: ҫӳллӗ вырӑнта, яланхи йӑлапа, патша тӑрать, патша ҫывӑхӗнче — ҫулпуҫсем, трупасем; пӗтӗм ҫӗршыв халӑхӗ савӑнать, трупа кӑшкӑртаҫҫӗ.
4 Пат 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Ҫав хула ҫыннисем Елисее каланӑ: хуҫамӑр хӑех курать пулӗ, пирӗн хула лайӑх вырӑнта ларать, анчах шывӗ япӑх тата ҫӗрӗ те пулӑхлӑ мар, тенӗ.
4 Пат 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Израиль патшипе Иудея патши Иосафат, патша тумтирӗ тӑхӑннӑскерсем, Самари хапхи умӗнчи уҫӑ вырӑнта харпӑр хӑй пуканӗ ҫинче ларнӑ, пӗтӗм пророк вӗсем умӗнче тӑнӑ, малашне мӗн пуласса пӗлтерсе калаҫнӑ.
3 Пат 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Фесва ҫыннине Илияна Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулнӑ: 18. Израиль патши Ахав патне Самарие кай, халӗ вӑл Навуфей пахчинче — ӑна хӑй аллине илме пынӑ; 19. кала ӑна: Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: эсӗ ҫынна вӗлертӗн, тата ун еткерлӗхне кӗресшӗн-и? тет, те, тата кала ӑна: Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: йытӑсем Навуфей юнне ҫуланӑ вырӑнта сан юнна та йытӑсем ҫулӗҫ, тет, те.
3 Пат 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Лешӗ каланӑ: эпӗ санпа пӗрле таврӑнса сан патна кӗме пултараймастӑп; ҫак вырӑнта сан патӑнта ҫӑкӑр та ҫимӗп, шыв та ӗҫмӗп, 17. мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа мана: «унта ҫӑкӑр та ан ҫи, шыв та ан ӗҫ, ху кайнӑ ҫулпа та ан таврӑн» терӗ, тенӗ.
3 Пат 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Анчах Турӑ ҫынни каланӑ патшана: эсӗ мана ҫуртун ҫуррине парас пулсассӑн та, эпӗ санпа каймастӑп, ҫак вырӑнта ҫӑкӑр та ҫиместӗп, шыв та ӗҫместӗп, 9. мӗншӗн тесессӗн мана Ҫӳлхуҫа: «унта ҫӑкӑр та ан ҫи, шыв та ан ӗҫ, ху кайнӑ ҫулпа та ан таврӑн» тесе хушнӑ, тенӗ.
3 Пат 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
35. Вӗсем Сан умӑнта ҫылӑха кӗнӗрен тӳпе хупӑнса ҫумӑр пулмасассӑн, вара ҫак вырӑнта кӗлтуса Санӑн ятна аслӑласассӑн, Эсӗ вӗсене ҫапла йӑвашлантарнипе вӗсем хӑйсен ҫылӑхӗнчен пӑрӑнсассӑн, 36. Эсӗ тӳперен илтсемччӗ, вӗсене ҫӳреме ырӑ ҫул кӑтартса, Хӑвӑн чурусенӗн, Хӑвӑн Израиль халӑхӗн ҫылӑхне каҫарсамччӗ, Хӑвӑн халӑхна еткерлӗхе панӑ ҫӗрӳ ҫине ҫумӑр ярсамччӗ.
3 Пат 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Санӑн чурупа Санӑн Израиль халӑхӗ ҫак вырӑнта кӗлтунӑ чухне вӗсем епле йӑлӑннине илтсемччӗ; Хӑв пурӑнакан вырӑнта, тӳпере, илтсемччӗ, илтсемччӗ те хӗрхенсемччӗ.
3 Пат 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Ҫак Ҫурт ҫинчен Эсӗ: «Манӑн ятӑм унта пулӗ» тенӗ, апла Санӑн куҫу ӑна кӑнтӑрла та, ҫӗрле те курса тӑринччӗ; Хӑвӑн чуру ҫак вырӑнта туса тӑрас кӗлле илтсе тӑрсамччӗ.
3 Пат 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Давид ун чухне ҫирӗплетнӗ хӳтӗ вырӑнта, филистимсен ҫарӗ вара Вифлеемра тӑнӑ.14. Давид был тогда в укрепленном месте, а отряд Филистимлян - в Вифлееме.
2 Пат 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.