Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ярса (тĕпĕ: яр) more information about the word form can be found here.
Халь ӗнтӗ Чочойӑн шухӑшӗсене урнӑ ҫил ярса илсе, таткаласа тӑкса, унталла та кунталла ним йӗркесӗр, ним тулккисӗр ывӑтать тейӗн…

Мысли Чочоя сейчас словно подхватил бушующий ветер, разорвал в клочья и теперь бросал, бросал в разные стороны беспорядочно, бестолково.

Соньӑна ҫӑлас пулать // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.

Кэргыль, чӗлӗмне тивертсе ярса, тимлесех тем ҫинчен шухӑшлама тытӑнчӗ.

Закурив трубку, Кэргыль напряженно о чем-то думал.

Чочой пулӑшрӗ // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.

— Эх, Эттай, хӑвна торбазӑпа ҫаптарас килет-и сан? — терӗ те вӑл, ҫавӑнтах торбазисене сӑмсисенчен ярса тытса, путушсене хире-хирӗҫ ҫапса хаплаттарма тытӑнчӗ.

— Эй, Эттай, хочешь, я тебе похлопаю торбазами? — и принялся хлопать подошвой о подошву, ухватившись руками за носки торбазов.

Хуҫи кам? // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.

Чее Эттай, «тӑшмана» ҫӗре ӳкерес тесе, Чочоя уринчен ярса тытма хӑтланать.

Коварный Эттай все норовил схватить Чочоя за ногу, чтобы повалить «противника» на землю.

Хуҫи кам? // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.

Вӑл Кэукай аллинчен ярса тытрӗ те, ачалла ашкӑнса, ҫав тери хастарлӑн кӑшкӑрса ярас килнине туйса, унпа юнашар чупрӗ.

Он подал руку Кэукаю и побежал рядом с ним, ощущая непреодолимую потребность закричать что-то необыкновенно воинственное, по-мальчишески озорное.

Хуҫи кам? // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.

Экэчо, пуҫне аллисемпе ярса тытса, каҫ пулас умӗнхи шӑплӑхра пайтахчен итлесе ларчӗ.

Обхватив голову руками, Экэчо долго вслушивался в тишину наступающей ночи.

Экэчо пӑлханать // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.

Акӑ халь ӗнтӗ куҫ умне ырханкка та йӗп-йӗпе йытӑ тухса тӑчӗ те, Экэчон чӗри каллех хӑвӑрт-хӑвӑрт тапма тытӑнчӗ, карабин ярса тытнӑ аллисем чӗтре пуҫларӗҫ.

Но вот перед его глазами предстала худая мокрая собака, сердце у Экэчо снова стало быстро биться, а руки, державшие карабин, задрожали.

Экэчо пӑлханать // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.

Вӑл, вӑрӑ пек, ун-кун пӑхкаласа илчӗ те, йытта персе вӗлерес тесе, карабинне ярса тытрӗ, анчах пемерӗ…

Воровато осмотревшись, он вскинул карабин, чтобы застрелить собаку, но раздумал…

Экэчо пӑлханать // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.

Эттай нимӗнле мар пулса кайрӗ, татах тем калас шухӑшпа пӗр утӑм малалла ярса пусрӗ, анчах ҫавӑнтах сасартӑк аллине сулчӗ те кӗсйисенчен тахҫанах Чочоя пама хатӗрленӗ парнисене кӑларма тытӑнчӗ.

Эттай смутился, сделал шаг вперед, хотел сказать что-то еще, но вдруг, махнув рукой, залез в свои карманы и с поспешностью стал извлекать давно уже приготовленные для Чочоя подарки.

Парнесем // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.

Вияль хӑйӗн вӑйлӑ аллисемпе Чочоя ярса тытса темӗнле ҫыхӑнусӑр, анчах тӗлӗнмелле ачаш сӑмахсем кала-кала чуптума тытӑнчӗ.

Вияль схватила Чочоя своими сильными руками и принялась его целовать, приговаривая что-то несвязное, но необыкновенно нежное.

Парнесем // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.

Чочой аллине кӑмакана чиксе ярса пӳрнисене хӑрӑмпа вараласа пӗтерчӗ.

Чочой просунул руку в печь, выпачкал пальцы в саже.

Парнесем // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.

Чочой Кэукая ярса тытрӗ те, кӗпӗрленсе утакан шавлӑ халӑхпа пӗрле, хӑй ӑҫталла кайнине пӗлмесӗрех утрӗ.

Чочой ухватился руками за Кэукая и, увлекаемый толпой, куда-то двигался под шумные возгласы людей.

Факелсем инҫетре // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.

Кэукай Чочоя хулпуҫҫийӗнчен ярса тытнӑччӗ, анчах ҫавӑнтах сасартӑк ҫаврӑнса хупӑрласа тӑракан ачасене сирсе ярса ункӑ варринчен сиксе тухрӗ те кӑшкӑрса ячӗ:

Кэукай схватил было Чочоя за плечи, но, вдруг повернувшись, рассек кольцо ребят и закричал:

Факелсем инҫетре // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.

Чочой куҫ тӗлне пулнӑ кирпӗч татӑкне ярса тытрӗ.

На глаза Чочою попался осколок кирпича.

Факелсем инҫетре // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.

— Унтан тата ӑна мӗнле парнесем парасси ҫинчен шухӑшласа пӑхмалла! — тесе кӑшкӑрчӗ Эттай, вара хӑй ҫавӑнтах аллисене кӗсйисене чиксе ярса хӑйӗн мулне кӑларма тытӑнчӗ.

— А потом надо подумать, какие мы ему подарки дадим! — громко выкрикнул Эттай и тут же, глубоко засунув руки в карманы, стал извлекать оттуда свои богатства.

Факелсем инҫетре // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.

— Эсӗ чукчалла калаҫма пӗлетӗн-и? — тесе ыйтрӗ те палламан ача, хӑюсӑррӑн чӳрече патнелле пӗр утӑм ярса пусрӗ.

— Ты умеешь говорить по-чукотски? — спросил, в свою очередь, незнакомец и сделал робкий шаг к окну.

Палламан ача хайне тӗлӗнмелле тыткалани // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.

Виктор Сергеевич Кэукая ача асӑрхамалла мар, вӑрттӑн куҫ хӗссе илчӗ те, врача хӑйӗнчен маларах ирттерсе ярса, палатӑран тухрӗ.

Незаметно для мальчика Виктор Сергеевич подмигнул Кэукаю и, пропустив вперед врача, вышел из палаты.

Палламан ача хайне тӗлӗнмелле тыткалани // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.

Ача ун ҫине тӗлӗнсе пӑхса илчӗ, унтан вӑл кравать ҫинчен сиксе анса чӳрече патне чупса пычӗ те, ҫӗмӗрсе тухма хатӗрленнӗ пек, чӳрече хашакисене ярса тытрӗ.

Мальчик удивленно смотрел на него, потом спрыгнул с кровати, подбежал к окну и ухватился руками за переплет рамы, как бы желая выломать ее.

Палламан ача хайне тӗлӗнмелле тыткалани // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.

Тынэт вара ӑна, хул айӗнчен ярса тытса, вельбот ҫине туртса хӑпартрӗ.

Тынэт подхватил его под мышки, втянул в вельбот.

Чукотка тинӗсӗнче пулса иртни // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.

Ҫын ӑна икӗ аллипе ярса тытса пӑр ҫинчен шывалла шуса анчӗ.

Человек схватил его обеими руками и соскользнул со своей льдины в воду.

Чукотка тинӗсӗнче пулса иртни // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed