Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хушши the word is in our database.
хушши (тĕпĕ: хушӑ) more information about the word form can be found here.
Пуставне шӑлпа ҫыртса тӗрӗслерӗ, кӗве ҫисе яман-ши тесе, ҫутӑ ҫине тытса пӑхрӗ, вуншар минут хушши хуп-хура пӳрнисем хушшине хурса йӑваларӗ.

Попробует сукно на зуб, поглядит на свет: не побили ли шашел или моль, минут десять мнет в черных пальцах.

18-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Пӗрлештернӗ выльӑх картисене икӗ талӑк хушши тӗрлӗрен тӗслӗ сурӑхӗсемпе качакисене хӑвала-хӑвала пычӗҫ, сӗтӗрчӗҫ, миххи-миххипе чӑххисене леҫрӗҫ.

На общественные базы двое суток гнали и тянули разношерстных овец и коз, в мешках несли кур.

18-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Икӗ талӑк хушши картаран тухма пӗлмерӗм, ҫаплах йӗмме алӑпа тытса ҫӳрерӗм…

Двое суток с базу не шел, так штаны в руках и носил…

17-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Эпӗ пур, ҫав харпӑрлӑх хуҫине — ҫӗлене унччен малтан пӗр сехет хушши тӗнчери революци ҫинчен тата коммунизм ҫинчен ӑнлантарса ларнӑччӗ!

А я гаду-собственнику до этого час говорил про мировую революцию и коммунизм!

15-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Щукарь мучин тепӗр ирхинех хӑйӗн апат пӗҫермелле пулчӗ, анчах те карчӑкӗ сусӑрланни, тен пӑшӑрханнипе, те ытлашши выҫлӑхланнипе, пиҫнӗ вӑкӑр ашне кӑнтӑрлахи апатра ҫав тери нумай ҫисе тултарчӗ те вара темиҫе талӑк хушши картаран тухма пӗлмерӗ, тем пек сивӗ ҫанталӑкра та талӑкӗ-талӑкӗпех лупас хыҫӗнче, хӗвелҫаврӑнӑш тунисем хушшинче ҫухалса лармалла пулчӗ.

А дед Щукарь на следующее утро сам настряпал и, то ли от огорчения, что окалечилась старуха, то ли от великой жадности, так употребил за обедом вареной грудинки, что несколько суток после этого обеда с база не шел, мешочных штанов не застегивал и круглые сутки пропадал по великому холоду за сараем, в подсолнухах.

15-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Икӗ ҫул хушши ялхуҫалӑх налогне процент хушса тӳлерӗ, пуян ҫӗлен, вӑрҫӑччен кулакла пурӑнчӗ, эпир вара ӑна ҫӳлелле хӑпартӑпӑр-и?

Два года платил сельхозналог с процентной надбавкой, зажиточный, гад, до войны жил кулаком, а мы его выдвигать?

13-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

… Тул енчен пӗр самант хушши нимӗнле сас-чӗвӗ те илтӗнмерӗ…

…Секунда тишины с той стороны двери…

12-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Яков Лукич темиҫе минут хушши ним шарламасӑр ларчӗ.

Несколько минут Яков Лукич сидел молча.

12-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Тӑватӑ кун хушши умлӑ-хыҫлӑ пухусем пулчӗҫ, вӗсем ирхине ҫынсене вӑратакан автансем шарлатса авӑтичченех тӑсӑлчӗҫ.

Собрания созывались в течение четырех дней подряд каждый вечер и продолжались до кочетиного побуднего крику.

12-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Тӑватӑ ҫул хушши эпир иксӗмӗр казакӗ вӑкӑрӗшӗн, вӑкӑрӗ казакӗшӗн ӗҫлерӗмӗр…

Четыре года мы, казак на быка, а бык на казака, работали…

10-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Давыдов чылай вӑхӑт хушши йӗркеллӗн, ӑнланмалла ответсем пачӗ.

Давыдов долго и толково отвечал.

9-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Йывӑррӑн, ӗсӗкле-ӗсӗкле сывласа, Давыдов пӗр минут хушши пӳлӗм тӑрӑх уткаласа ҫӳрерӗ, унтан Андрее хулпуҫҫинчен ыталаса илчӗ те унпала пӗрле сак ҫине кайса ларчӗ, урмӑшарах панӑ сассипе ҫапла каларӗ:

Тяжело, всхлипами дыша, Давыдов с минуту ходил по комнате, потом обнял Андрея за плечи, вместе с ним сел на лавку, надтреснутым голосом сказал:

9-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Пилӗк ҫул хушши вӑл Фрол Дамасков патӗнче тара кӗрӗшсе ӗҫлесе пурӑнчӗ, унтан авланчӗ, хӑйӗн хуҫалӑхне куҫрӗ.

Он пять лет жил у Фрола Дамаскова в работниках, потом женился, отошел на свое хозяйство.

7-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Пӗр самант хушши Титок иккӗленсе тӑчӗ…

Одну минуту Титок колебался…

6-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Давыдов, ним калама аптӑраса темиҫе минут хушши чӗнмесӗр тӑчӗ, унтан тарӑхса кайрӗ:

Давыдов несколько минут недоумевающе молчал, а потом озлился:

6-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Пӗр ҫулталӑк хушши Верхнедонски округ тӑрӑх продотрядпа пӗрле ҫӳрерӗ, кайран хуҫалӑхпа ҫыхланса кайрӗ.

Год побродил по Верхнедонскому округу с продотрядом, а потом припал к хозяйству.

5-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Килӗнче вӑл виҫӗ талӑк хушши сӑмакунпа чунне йӑпатрӗ, ӳсӗрпе макӑрса супрӗ, иккӗмӗш каҫхине Евдокия каштаран ҫакӑнса вилнӗ лупасне ҫунтарса ячӗ, тӑваттӑмӗш талӑкӗнче вара, тӑртанса, хӑрушланса кайнӑскер, шӑппӑн амӑшӗпе сывпуллашрӗ, амӑшӗ, унӑн пуҫне хӑйӗн кӑкри ҫумне тытса чӑмӑртанӑ чухне, ывӑлӗн сарӑ ҫӳҫ пайӑркисенче кӑлкан пек кӑвак ҫӳҫ пӗрчисем пуррине асӑрхаса илчӗ.

Дома он трое суток наливался дымкой, плакал пьяный, на вторую ночь сжег сарай, на перерубе которого повесилась Евдокия, и на четвертые сутки, опухший и страшный, тихо прощался с матерью, и та, прижимая его голову к своей груди, впервые заметила на белокуром сыновьем чубе ковыльные нити седины.

5-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Темиҫе кун хушши вӑл унта пурӑннӑ (Андрей службӑра тӑракан Дон ҫинчи казаксен 11-мӗш полкӗ канма тухнӑ пулнӑ), упӑшки ытамӗнче выртса курнӑ.

Пожила там считаные дни (11-й Донской казачий полк, в котором служил Андрей, стоял на отдыхе), полежала на мужниной руке.

5-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ун чухне, каҫхи апат хыҫҫӑн, Яков Лукич енчӗкне кӑларчӗ, хулӑн ҫӑм чӑлха тӑхӑннӑ урине хӑй айне хуҫлатса хурса, арча ҫине хӑпарса ларчӗ, сӑмахне пуҫларӗ — темиҫе ҫул хушши чуна капланса тулнӑ тарӑхӑва пӗтӗмпех тӑкса пачӗ: — Мӗн калаҫмалли пур ӗнтӗ, Александр Анисимович?

Тогда, после ужина, Яков Лукич достал кисет, присел на сундук, поджав ногу в толстом шерстяном чулке, заговорил — вылил то, что годами горько накипало на сердце: — О чем толковать-то, Александр Анисимович?

3-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Страницăсем:

Menu

Statistics

...more detailed