Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӗлкӗрнӗ (тĕпĕ: ӗлкӗр) more information about the word form can be found here.
Пӑлхав пулмалли ҫинчен Артур пеккисем исправника систерме ӗлкӗрнӗ.

Help to translate

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ҫапла вара Артур сӑмси айӗнченех Тимофей Николаевич тухса тарма ӗлкӗрнӗ.

Help to translate

6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Тимофей Николаевича Элкей Микули пӗррехинче хӑй патӗнче пытарса усранине те вӑл сиснӗ, ун ҫинчен Макар Григорьевич старшинана та систернӗ пулнӑ, анчах леш тухса тарма ӗлкӗрнӗ.

Help to translate

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Нивушлӗ вӑрмана ҫитме ӗлкӗрнӗ?!

Help to translate

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

«Правар» пулас тесе, Уҫӑп пичче кӑмака ҫинчен анса ҫӑпата сырса пӗтернӗ ҫӗре, Марине чашӑк-тирӗкне сӗтел ҫине хатӗрлесе лартма та ӗлкӗрнӗ.

Help to translate

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Инкек курнӑскерӗн тантӑшӗсем хысак хыҫӗнче мӗлтлетнӗ сенкер ҫанӑ вӗҫне курса ӗлкӗрнӗ тӗк — вӗсем хӗр аманнине Моргиана тилӗрсе урнипе кӑна, пӗр ҫавӑнпа ҫеҫ ӑнлантараҫҫӗ пулӗ тен?

Если подруги пострадавшей заметили издали хотя бы край синего рукава, мелькнувший из-за скалы, они объяснили бы ранение девушки единственно припадком бешенства у Моргианы.

XIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Сиенлӗ ҫимӗҫӗн пӗтӗм партине тӗп тума май килмен, ҫав вӑхӑталла пӗр пайне ҫынсем туянма ӗлкӗрнӗ.

Help to translate

50 кг антибиотиклӑ пельмен халӑх патне лекнӗ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/31956.html

50 килограмм пельмен халӑх патне ҫитме ӗлкӗрнӗ.

Help to translate

50 кг антибиотиклӑ пельмен халӑх патне лекнӗ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/31956.html

— Пытарма пымарӗ, кунта ҫитме ӗлкӗрнӗ, — тарӑхса каласа хучӗ Валери.

Help to translate

XIV // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Художниксем хушшинче халиччен хытса ларнӑ ӗҫ меслечӗсенчен хӑтӑлас, хӑйне евӗрлӗ урӑхларах ӗҫлес текен ҫамрӑка хӑшӗсем, уйрӑмах Кактышев Меркурий Павлович, хӑй вӑхӑтӗнче темӗнле чин-звани илме ӗлкӗрнӗ, кӑкӑр тулли орден-медаллӗ художник, питех килӗштермерӗҫ.

Help to translate

IV // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Мана анне ҫуратма ҫеҫ ӗлкӗрнӗ, ҫутӑ тӗнче парнеленӗ те мана, хӑй вара…

Help to translate

II // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Сивӗнме ӗлкӗрнӗ чейникрен стакана шыв тултарчӗ те ҫуррине ӗҫсе ячӗ.

Help to translate

Ӗне сутнӑ кун // Николай Ларионов. https://chuvash.org/lib/haylav/7558.html

Николай Ашмарин хӑй пӗрремӗш 5 томне ҫеҫ кӑларма ӗлкӗрнӗ.

Сам Николай Ашмарин успел выпустить только первые 5 томов.

«Электронлӑ сӑмахсар» сайтӗнче — тулли Ашмарин словарӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/31903.html

Паянхи куна илес пулсан, ашшӗ-амӑшӗсен хӳттисемсӗр тӑрса юлнӑ, 23 ҫултан иртнӗ ҫамрӑксенчен 19-шӗ асӑннӑ тӗревпе усӑ курма та ӗлкӗрнӗ.

Help to translate

«Ашшӗ-амӑшӗн хӳтлӗхӗсӗр тӑрса юлнисен шучӗ ҫулсерен чаксах пырать», - палӑртнӑ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/05/16/ashs ... culseren-c

Дюрок, паллах, хӗрпе пӗрле ларма ӗлкӗрнӗ.

Дюрок, конечно, успел сесть с девушкой.

XI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Почтальон пӗр хут пеме ӗлкӗрнӗ иккен.

Всего один раз успел выстрелить почтальон.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 161–173 с.

Тӳпе пӗчӗк ача куҫӗ пек тап-таса пулин те, хӗвеланӑҫӗнче ҫурри пытанма ӗлкӗрнӗ хӗвел ури кунта ӳкмест ӗнтӗ, тепрер сехетрен вара, уйӑх ҫурла пек кӑна ҫӳхелсе юлнине шута илсен, вунӑ-вунпилӗк утӑмран та курӑнми пулӗ.

Help to translate

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ку кӑна мар, ялтан тарнӑ хыҫҫӑн вӑл татах вараланма ӗлкӗрнӗ ӗнтӗ, Йӗпреҫре — «Кожтрест» кантурне, Анатриялта кооператив лавккине ҫаратнӑ: хырӑм вӑл хӑйӗннех ыйтать.

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Апат вӑхӑтӗнче вӗсем Телегин калама ӗлкӗрнӗ сӑмахсене тепӗр хут тӗплӗн тишкерсе тухрӗҫ.

Help to translate

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫумрах, урайӗнче, аслашшӗ чирлӗ пулсан та ӑсталаса пама ӗлкӗрнӗ тимӗр теттесемпе выляса ларакан Мархва та, пуҫне ҫирӗпех тытайманран ҫитӗннисем ҫине кӑн-кан пӑхаканскер, хӑйӗн халлӗхе никамах та ӑнланайми чӗлхипе пакӑлтатма чарӑнчӗ.

Help to translate

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed