Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ӗҫпе (тĕпĕ: ӗҫ) more information about the word form can be found here.
Ӑҫта, мӗн ӗҫпе кайни паллӑ мар.

Help to translate

Каллех пуху // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Кайран, кунта илсе ҫитерсен, куҫ курӗ унта: пӗри пӗр ӗҫпе, тепри тепринпе пулӑшӗ.

Help to translate

Ҫывӑрмалӑх ӗҫленӗ паян // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Экспертсен шутӗнче пулнӑ май, кашни ӗҫпе кӑмӑлласа паллашрӑм.

Help to translate

Ӑс-хакӑлпа шухӑшлав виҫесӗр пулсан... // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10984-s- ... s-r-pulsan

Цифра пӗлӗвӗн центрӗнче ҫулталӑк тӑршшӗпе илнӗ пӗлӗве ачасем ӗҫпе ҫирӗплетсе пачӗҫ.

Help to translate

Ӑс-хакӑлпа шухӑшлав виҫесӗр пулсан... // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10984-s- ... s-r-pulsan

Турӑ парнеленӗ телее-ырлӑха валеҫмеҫҫӗ, сутмаҫҫӗ, илмеҫҫӗ, ырӑ ӗҫпе пӗчӗккӗн пухаҫҫӗ, тимлӗн упраҫҫӗ.

Help to translate

55 ҫул - юратӑва упраса // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. http://putpobedy.ru/publikatsii/11112-55 ... -va-uprasa

Ӗҫпе тулнӑ эрне, ҫанӑ тавӑрса тӑрӑшма тивӗ.

Неделя будет наполнена делами, и вам придётся побывать в роли белки в колесе.

49-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Каламалла, уйрӑм предпринимательсем 26 пин ҫынна ӗҫпе тивӗҫтернӗ.

Help to translate

Тухӑҫлӑрах аталанма // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. http://putpobedy.ru/publikatsii/11892-tu ... h-atalanma

Паян Исменпе арӑмӗ Кӑкшан хӗрринче урӑх ӗҫпе аппаланчӗҫ — вӑрмантан хурӑн хуппи сӳсе тухса пурак турӗҫ.

Help to translate

8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Унтан хӑйӗн ҫывӑх ҫыннисене пӗлтерсе хучӗ: ҫак кунсенче ӑна кирлӗ-кирлӗ мар ӗҫпе ан чӑрмантарччӑр, вӑл ашшӗне асӑнать.

Help to translate

6. Усал хыпар утпа ҫӳрет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Иливан хуҫа пӗр-пӗр ӗҫпе картишне тухасса чылайччен сыхларӗ, ыйтса та пӑхрӗ унран.

Help to translate

5. Пултран-пасар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Якӑпта сӑмахне итлесе пӗтермесӗрех пуҫлӑх ку ӗҫпе эпӗ ӗҫлеместӗп тесе пӗлтерчӗ, вӗсене урӑх ҫын патне кайма хушрӗ.

Help to translate

3. Ҫынсене мӗн вӑрҫтарать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

«Орӑх ку ӗҫпе ан чӗнтер мана. Килместӗп…»

Help to translate

3. Ҫынсене мӗн вӑрҫтарать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Орӑх ку ӗҫпе ан чӗнтер мана.

Help to translate

3. Ҫынсене мӗн вӑрҫтарать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Эпӗ ӗнтӗ вӑл ӗҫпе ҫыхланаймӑп, — терӗ Сарри.

Help to translate

3. Ҫынсене мӗн вӑрҫтарать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ӗҫпе, ӗҫпе, — пуҫне ухрӗ Усеин-Сеит.

Help to translate

19. Мускав тулашӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Эс ман куҫҫуле курма килмен пулӗ-ха, ӗҫпе килнӗ пулӗ-ха.

Help to translate

19. Мускав тулашӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Эп хам ӗҫпе тӗрлӗ ҫӗре ҫӳрекелем.

Help to translate

17. Чун кӳтсе ҫитсен... // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Мамич-Бердей ӑна Али-Акрама мӗн каламаллине тӗплӗ вӗрентрӗ: нуратдин хан мӗнле ӗҫ хушнине манман, анчах унӑн васкавлӑ ӗҫпе Кӗривӗш вӑрманне каймалла пулчӗ, Кӑкшамара вӑл пӗр эрнесӗр таврӑнаймасть.

Help to translate

17. Чун кӳтсе ҫитсен... // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пурте ку ҫынсем турхан патне таҫтан мӗнле те пулин ӗҫпе килнӗ тесе шутларӗҫ пулас.

Help to translate

16. Иккӗмӗш Урасмет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Каҫпа, Мамич-Бердей телейне, Усеин-Сеит килте пулмарӗ, вӑл васкавлӑ ӗҫпе Хусан ҫывӑхне кайнӑ терӗҫ, вӗсем вара ханпа иккӗшӗ ҫеҫ калаҫса ларчӗҫ.

Help to translate

15. Хан хайӗн талайне кӑтартать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed