Шырав
Шырав ĕçĕ:
Кунӗпе ӑсран тухнӑ пек ҫӳрерӗм вара.
Иккӗмӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.
Американецсем пӗр-пӗринпе шикленсе калаҫма пуҫланӑ, унтан Сӗрӗме чӗнсе илсе, унӑн тусӗ ӑсран кайман-и тата ҫӗрле вӗсене хӑрушлӑх кӗтмест-и, тесе ыйтнӑ.
XIII // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.
«Акӑ вӑл, пӗлсех тӑраттӑм, пӗлсех тӑраттӑм!» — пӑшӑлтатрӗ Хуркайӑк ӑсран тухнӑ ҫын пек, вара пӳртӗнче шалтан кӗле хурса питӗрӗнчӗ: унӑн куҫҫульне пӗр чун та ан куртӑр, ӗсӗклесе йӗнине пӗр ҫын та ан илттӗр.
Хуркайӑк // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.
Пӗррехинче Наҫтаҫ кинеми ун ҫине пӑшӑрханса пӑхса илчӗ те: — Эсӗ, хӗрӗм, ҫырӑва пуҫтарса хур. Капла ӑсран тухма пулать, — терӗ.
Хуркайӑк // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.
Упӑшки вара ун чух кравать ҫинчен сиксе тӑчӗ те, арӑмне алӑ ҫине йӑтса илсе, ӑсран тухнӑ пек каллӗ-маллӗ йӑтса ҫӳрерӗ.
Хуркайӑк // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.
— Эсир хӑвӑр ӑсран тухнӑ.
Суд килет!.. // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.
— Мӗскер эсӗ, ӑсран тухрӑн-им?
Суд килет!.. // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.
— Ӑсран тухрӑн-им эсӗ?
Хирӗҫлӗхсен пӗрлӗхӗ // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.
Енчен, калӑпӑр, пултаруллӑ пахчаҫӑ тата сад ӑсти Егор Грушин Выселкӑра иҫӗм ҫырли ҫитӗнтерме май пур тесе ӗнентерсех калать пулсан, Иван Михайлов куҫне хӗссе йӗкӗлтесе те илет, ҫавӑнтах хӑйӗн тусне ӑсран тайӑлнӑ тесе хурать, ҫакна ҫирӗплетме пӗр тӗслӗх ҫеҫ илсе кӑтартать: Выселкӑра пан улми те хӑш-пӗр ҫул пулса ҫитеймест, апла ӑҫтан иҫӗм ҫырли ӳстӗр.
Хирӗҫлӗхсен пӗрлӗхӗ // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.
Ӑсран кӑшт катӑкрахчӗ те, ҫапах маттур ачасемччӗ.
Вӑрман сыхлавҫи // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.
Пурнӑҫ тинӗсӗ ун умне, поэтсем ҫырса кӑтартнӑ евӗр, асар-писер хумсемпе хумханса выртнӑн тухса тӑмарӗ; ҫук: — ун умне ҫав тери лӑпкӑ, хумханмасӑр выртакан тата мӗн тӗпне ҫитичченех витӗр курӑнса тӑракан тинӗс тухса тӑчӗ; хӑй вӑл пӗчӗк те вылянкалакан кимӗ ҫинче ларать, лере вара, тинӗсӗн тӗттӗм те юшкӑнлӑ тӗпӗнче, пысӑк пулӑсем евӗр, темле илемсӗр хӑрушӑ аҫтахасем тӗксӗммӗн курӑнаҫҫӗ: пурнӑҫри пур кӑлтӑксем, чир-чӗрсем, хуйхӑ-суйхӑ, ӑсран тайӑлни, ҫука юлни, суккӑрланни…
Ҫурхи шывсем // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
Ӑсран тайӑлсах кайнӑскер вӑл тетӗп.
Хӗрӗх пӗрремӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Каҫхи апат хыҫҫӑн атте виски кӗленчине илчӗ, кунта икӗ хут ӗҫсе ӳсӗрӗлмелӗх, пӗрре ӑсран тухмалӑх ҫитет терӗ.
Улттӑмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Чи малтан Шубин, ӑсран тайӑлнӑ ҫын пек йынӑшса, ахӑлтатса кулса ячӗ, унтан Берсенев, пӑрҫа тӑкӑннӑ чухне пулакан шав пек сасӑпа, кулма пуҫларӗ, ун хыҫҫӑн Зоя вӗтӗ шӑрҫа шӗлтӗртетнӗ пек кулса ячӗ, Анна Васильевна та сасартӑк кулма тытӑннипе Елена Николаевна та йӑл кулмасӑр тӳсеймерӗ, юлашкинчен Инсаров та чӑтса тӑма пултараймарӗ.
XV // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Унашкал сӑн-пите курсан ӑсран кайӑн.
I // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
— Йӑлтах ӑсран тайӑлнӑ ватсупнӑ.
I // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
— Мӗскер, ӑсран тайӑлнӑ-им вӑл?
1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Атте!.. — тет вӑл, ӑсран кайнӑ ҫын пек.
Ҫирӗммӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Эпӗ ӑсран та тайӑлнӑ, тӳрленме пултарайман ухмах, вилессе те ҫавӑн пекех вилетӗп пулмалла, — тесе хучӗ.Я сумасшедший, неисправимый безумец и, видно, уж таким умру…
Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Капитан кунӗ-кунӗпе хӑйӗн каютинче питӗрӗнсе ларнӑ пирки те, вӑл унта кашни кун ӑсран тухиччен ӗҫсе тултармасан, нимӗн хирӗҫмелли те ҫук.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.