Шырав
Шырав ĕçĕ:
Рабочисен мӗнпур ушкӑнне Овозерская станци ҫывӑхне куҫарсан, вӗсем кӑштах лӑпланчӗҫ те фронт линийӗ урлӑ каҫасси ҫинчен шухӑшлама пуҫларӗҫ.
2 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Урӑх нимӗн те каламастӑп, — терӗ ӑна хирӗҫ Егоров лӑпкӑн, Маринкин ҫывӑхне ларса.Ничего другого, — спокойно возразил Егоров, усаживаясь возле Маринкина.
4 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Мудьюг утравӗ ҫине яракан салтаксен икӗ взвочӗ пӑрахут ҫинчех юлчӗ, заключеннӑйсене «Обь» ҫывӑхне пырса лартнӑ пӗчӗк кивӗ баржа ҫине хӑваласа кайрӗҫ.
3 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Роулинсон полковника ҫапла пӗлтерчӗҫ: вӑрманти А сукмак (тайгари пӗр прачука американцсем ҫапла ят панӑ) ҫывӑхне вырнаҫтарнӑ рота патне совет ҫарӗн отрячӗ ҫывхарса пырать.
10 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Хӑма ҫуракан предприятисемпе вӑрман фабрикисем пурте Онега вӑрри ҫывӑхне вырнаҫа-вырнаҫа ларнӑ.Все лесопильные предприятия расположились возле устья Онеги.
2 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Петр лобогрейка патӗнче муталанать, кӗлте ҫыхакансем туйми пулнӑ ҫурӑмӗсене тӳрлетрӗҫ те ҫырма хӗрне тӗмесен ҫывӑхне ларчӗҫ.
7. Тырӑ пулчӗ // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Ҫав пысӑк япала пулман чухне Авдотья Василий ҫывӑхне пыма хӑюлӑх ҫитереймен, ун патне таврӑнас шухӑшран та хӑранӑ.
1. «Пирӗн колхозшӑн чи кирли» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
— Арман ҫывӑхне те пыма пӑрахать.
10. Пленум хыҫҫӑн // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
— Эпӗ ҫывӑхне те пырас ҫук! — пуҫне каҫӑртрӗ Степанида.— Да я и к порогу близко не подойду! — вскинула голову Степанида.
10. Пленум хыҫҫӑн // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Тӗрме чиркӗвӗнче Антоновка салинчи учительница каҫхи кӗлӗре йывӑр решетке ҫывӑхне пырса тӑнӑ.
Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Николай Пиктемир. Голубева, Антонина Георгиевна. Уржум ачи: повесть; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 194 с.
— Раевски юлташ: — сирӗн валли патронсем пуйӑспа пынӑ ҫӗртех ҫырма ҫывӑхне пӑрахса хӑваратпӑр, терӗ.— Товарищ Раевский сказал, что для вас патроны сбросят на ходу близ речки.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.
Вӑл Хуркайӑкӑн пӳрчӗ ҫывӑхне ура та ярса пусман-ха, апла пулин те унӑн арӑмӗ Авдотья, профилактика шучӗпе пулас, асӑрхаттарса та хучӗ: нимсӗр-мӗнсӗрех тенӗ пек, упӑшки таврӑннӑ хыҫҫӑн пӗрремӗш каҫах, тӑраниччен ачашланнӑ хыҫҫӑн ӗнтӗ, ҫапла пӗлтерчӗ: ялта пӗр хӗрарӑм пур, тен, астӑватӑн пулӗ, вилнӗ упӑшки ӑна Хуркайӑк тесе чӗнетчӗ? — ҫав тери ашкӑнчӑк вӑл, ҫав тери аскӑн, Выселкӑна кирек епле арҫын килсен те, районти пӗр-пӗр уполномоченнӑй-и вӑл е тата кам та пулин, — пурте ун патне кӗреҫҫӗ, пурне те йышӑнать, пӗрне те хирӗҫлемест.
Хуркайӑк // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.
Вара эрешмен хӑйӗн сӑнав пунктӗнчен аннӑ та хӑвӑртрах виле ҫывӑхне пынӑ.Тогда паук стремительно сорвался со своего наблюдательного пункта и вмиг оказался возле мухи.
Вӑрман сыхлавҫи // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.
Вӑл йӗри-тавра пӑхрӗ — сторож курӑнмасть — вара, тӗрев ҫине чавсаланса, питне куҫкӗски ҫывӑхне илсе пычӗ.
XIII // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.
Таня амӑшӗ ҫывӑхне выртать те пуҫне унӑн пӗҫҫи ҫине хурать, вара курӑк икӗ хут ҫемҫерех, пӗлӗт икӗ хут ҫутӑрах пулса каять.
VI // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.
Эпӗ ҫав ача выртнӑ ҫӗре пырса ҫитрӗм, анчах ҫын пулӑшмасӑр пульӑна кӑларма ҫук, ачана пӗччен пӑрахса хӑварса ҫын шырама кайма та май килмест — мӗншӗн тесен ачин сывлӑхӗ питӗ начарччӗ, вӑл вӑйсӑрланнӑҫемӗн вӑйсӑрлансах пычӗ; унтан аташма тытӑнчӗ, мана хӑй ҫывӑхне те ямасть, енчен эпӗ сулӑ ҫине пурӑпа хӗрес лартсан, мана вӗлеретӗп тесе кӑшкӑрать, темӗн те каласа аташать, эпӗ нимӗн тума аптрарӑм; кунта ҫын пулӑшмасӑр нимӗн те тума май ҫук терӗм; ҫав вӑхӑтра таҫтан ҫак негр тухса тӑчӗ те мана пулӑшма пулчӗ, вара мӗн кирлине пӗтӗмпех питӗ хӑвӑрт турӗ.
Хӗрӗх иккӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Ку этем Луисвила ӗҫпе кайса килнӗ Леви Белл адвокат-мӗн; виҫҫӗмӗшӗ — сарлака хулпуҫҫиллӗ кӗрнек этем, паҫӑр пӗчӗк старик ҫывӑхне пырса вӑл мӗн каланине тимлесех итленӗскер, халӗ король сӑмахне ҫавӑн пекех тимлӗн тӑнлать.
Ҫирӗм тӑххӑрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Мери Джейн мисс вӑл пӳлӗме сире герцогпа иксӗре кӑтартнӑ хыҫҫӑн эпӗ ун ҫывӑхне те пыман.Я даже и не подходил к вашей комнате, после того как мисс Мэри-Джейн показывала ее вам и герцогу.
Ҫирӗм ҫиччӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Ну, кӗҫех кунта пӗтӗм хулари халӑх пуҫтарӑнчӗ, пурте вилене курас тесе, тӗрткеленсе, хирӗнсе кантӑк ҫывӑхне пыма тӑрӑшаҫҫӗ, анчах малта вырӑн йышӑннисем унтан сикесшӗн мар, ҫурӑм хыҫӗнчисем вӗсене: — Эсир куртӑр-ҫке, ҫитӗ ӗнтӗ, — теҫҫӗ.
Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Кӑшкӑрнӑ сасӑ ҫаплах илтӗнсе тӑчӗ, тепӗр минутранах эпӗ тӗтре ӑшӗнче тӗтӗм юписем пек курӑнакан шултра йывӑҫлӑ чӑнкӑ ҫыран ҫывӑхне пырса тухрӑм; анчах вӑйлӑ шыв юххи манӑн сулла сулахаялла пӑрса ячӗ те малалла, тункатасем хушшинелле, илсе кайрӗ.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.