Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫурӑ the word is in our database.
ҫурӑ (тĕпĕ: ҫурӑ) more information about the word form can be found here.
— Пин ҫурӑ вӗт, — терӗ Дуняша ӑна ӑнлантарса.

— Полторы тысячи рублей, — заметила Дуняша, слегка улыбаясь, как с ребенком.

ХIII // Михаил Сироткин. Толстой Л.Н. Поликушка: повесть; М. Сироткин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1935. — 98 с.

Вунӑ тенкӗпе праҫник те ирттерӗпӗр, атӑ та илӗпӗр, Мӗкӗтене те тӑватӑ тенкӗ ҫурӑ укҫине парса татӑпӑр, атту, тем пӗрмаях ыйтса хуплантарать.

На десять целковых и погуляем на празднике, и сапоги купим, и Никитке, так и быть, отдадим четыре с полтиной, а то приставать очень начал…

// Михаил Сироткин. Толстой Л.Н. Поликушка: повесть; М. Сироткин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1935. — 98 с.

Тӑватӑ уйӑх ҫурӑ хушши асаплантарчӗҫ ӑна.

Четыре с половиной месяца его мучили.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Эпир сехет ҫурӑ юр тӑрӑх ишсе ҫӳресе хамӑра юрӑхлӑ чӑрӑш шырарӑмӑр.

Лазая по сугробам, мы часа полтора проискали в темноте подходящее дерево.

Ёлка // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 319–328 с.

Анчах вӗсем эпир васкаса маларах персе тухнӑ пирки тӑрса юлман, вӗсем траншейӑран тухма минут ҫурӑ каярах юлнипе артиллери снарячӗсен хумӗ хыҫҫӑнах пыма ӗлкӗреймерӗҫ.

Они с опозданием в полторы минуты выбрались из траншей и не поспели вплотную за артиллерийским валом.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Пулемётчиксем, Таракуль Юркопа Михаил Начинкин, иккӗшӗ те пулемет взвочӗпе уйӑх ҫурӑ каялла Атӑл урлӑ ишсе каҫнӑскерсем, хӑйсене Сталинградри ҫапӑҫу ветеранӗсем тесе шутлама пултарнах ӗнтӗ.

Бойцы-пулемётчики Юрко Таракуль и Михаил Начинкин, оба переплывшие со своим пулемётным взводом Волгу уже полтора месяца назад и, стало быть, имевшие право считать себя сталинградскими ветеранами,

Таракуль редучӗ // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 103–115 с.

Ҫулталӑк ҫурӑ пӑхӑнса пурӑнтӑм эпӗ ӑна!

Подчинялся я ему полтора года.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Тӑшманӑн вут-хӗмне хирӗҫ куҫкӗрет майсӑр условисенче километр ҫурӑ вӗт!

Полтора километра против огня противника в явно невыгодных условиях!

Улттӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

— Ну, пин ҫурӑ, ну, икӗ пин…

— Ну, полторы, ну, две тысячи.

Матвей Кузьминӑн юлашки кунӗ // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 5–13 с.

Вӑйӑ сехет ҫурӑ хушши пычӗ.

Игра продолжалась полтора часа.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Пилӗк сехет ҫурӑ.

Половина шестого.

XXIII // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.

Костя виҫҫӗ паллӑ илнӗренпе уйӑх ҫурӑ иртрӗ, вара юлашкинчен вӑл тӑваттӑ паллӑ илчӗ.

Прошло полтора месяца с тех пор, как Костя получил тройку, и вот у него наконец появилась четверка.

Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Наум Любимов. Носов Н.Н. Витя Малеев шкулта тата килте: повесть; Н.Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 202 с.

Ҫав кун эпӗ футболла выляс мар терӗм, пӗр сехет ҫурӑ канас та уроксене хатӗрленме тытӑнас тесе шутларӑм.

В этот день я решил в футбол не играть, а просто отдохнуть часика полтора и тогда уже взяться за уроки.

Улттӑмӗш сыпӑк // Наум Любимов. Носов Н.Н. Витя Малеев шкулта тата килте: повесть; Н.Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 202 с.

Шкултан таврӑннӑ хыҫҫӑн, пӗр сехет ҫурӑ хушши футболла вылятӑп, унтан вара уҫӑ пуҫпа уроксене хатӗрленетӗп.

После школы буду играть часа полтора в футбол, а потом на свежую голову буду делать уроки.

Улттӑмӗш сыпӑк // Наум Любимов. Носов Н.Н. Витя Малеев шкулта тата килте: повесть; Н.Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 202 с.

Уроксене шкул хыҫҫӑнах тума тытӑнмалла мар, малтан сехет ҫурӑ е икӗ сехет хушши канмалла.

Уроки нужно делать не сейчас же после школы, а сначала часа полтора-два отдохнуть.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Наум Любимов. Носов Н.Н. Витя Малеев шкулта тата килте: повесть; Н.Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 202 с.

Шкулта вӗреннӗ чух пуҫ мими ывӑнать, ҫавӑнпа та ӑна малтан икӗ сехет е сехет ҫурӑ хушши кантарас пулать, вара уроксене хатӗрленме ларма та юрать.

Пока учишься в школе, мозг в голове устает и ему надо сначала дать отдохнуть часа два, полтора, а потом уже можно садиться за уроки.

Иккӗмӗш сыпӑк // Наум Любимов. Носов Н.Н. Витя Малеев шкулта тата килте: повесть; Н.Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 202 с.

— Тӗрӗс, ытларах, — килӗшрӗ Павлик, — Вунҫичӗ ҫул та ҫурӑ, тата ҫур ҫул нимӗҫсен айӗнче…

— Да, больше, — согласился Павлик, — семнадцать с половиной лет и полгода под немцем.

8 // Леонид Агаков. Горбатов Б.Л. Парӑнманнисем (Тарас килйышӗ): повесть; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1944. — 159 с.

…Каҫхи юлашки хыпарсене париччен вӑхӑт пӗр сехет ҫурӑ пек юлсан, хӑйӗн приемникне майлаштарса ҫитернӗ радист Сима Иванов мана, йӑл кулса, шӑппӑн ҫапла каларӗ:

…До последних вечерних известий оставалось ещё полтора часа, когда радист Сима Иванов, уже настроивший приёмник, улыбаясь, шепнул мне:

Тӗлӗнмелле демонстраци // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Поляр лётчикӗ: калавсем; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 248 с.

Ултӑ сехет ҫурӑ вӗҫнӗ хыҫҫӑн эпир Амдермӑна ҫитрӗмӗр.

Через шесть с половиной часов мы увидели Амдерму.

Мускава таврӑнни // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Поляр лётчикӗ: калавсем; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 248 с.

Сехет ҫурӑ иртрӗ — юлташсем ҫаплах ҫук.

Прошло полтора часа — товарищей нет.

Мускава таврӑнни // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Поляр лётчикӗ: калавсем; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 248 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed