Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫулӗ (тĕпĕ: ҫул) more information about the word form can be found here.
Эпӗ хаҫат тусӗсене хальхи пурнӑҫ ҫулӗ ҫинчен ҫырса пӗлтересшӗн.

Help to translate

Ҫул сарнӑ ӑстасене чыс та мухтав! // Галина ТАЛЛЯ. http://kanashen.ru/2023/03/24/c%d1%83%d0 ... %b0%d0%b2/

Ҫапла, хуллен-майӗпен, пуҫламӑш шкул пӗтерсен, ҫулӗ ҫитнӗ ывӑла илсе каяҫҫӗ службӑна.

Help to translate

Йӑва // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 18–20 с.

Паян илекен пӗлӳ, хӑнӑхусем малашнехи пурнӑҫ ҫулӗ ҫинче кирлӗ пулаҫҫех сана, хастар хӗр.

Help to translate

Ҫамрӑкла вӗренни – чул ҫинче // Любовь ШУРЯШКИНА. http://kasalen.ru/2023/03/21/%d2%ab%d0%b ... %87%d0%b5/

Палӑртма кӑмӑллӑ, Чӑваш Республикинче пӗлтӗрхи ҫул ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ пуҫламӑшӗнчен ачасене финанс пӗлӗвне вӗрентме пуҫланӑ.

Help to translate

Чӑваш Енре граждансен ҫӑхавӗсенчен 50 проценчӗ рекламӑпа ҫыхӑннӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/03/17/chav ... -procenche

Малаллахи ҫулӗ унӑн ял-ял, таса уй-хир, лӑсӑллӑ вӑрман, ҫырма-ҫатра, чакӑл сӑрт-ту урлӑ, чӑнкӑ вар ҫамки ҫийӗпе выртмалла…

Help to translate

Туйӑмлӑ кушак // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 217–222 с.

Кӑҫал сысна ҫулӗ вӗт!

Help to translate

Ҫын ҫынрах юлинччӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 197–201 с.

Сысна ҫулӗ хӑй хапхине тин ҫеҫ яри уҫса янӑччӗ-ха.

Help to translate

Ҫын ҫынрах юлинччӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 197–201 с.

Алендеев, шалчалла ярт! тӳрленсе, чул палӑк пек хытса, «Сталина» честь парса илчӗ, вара сассинчен йӑпӑлти ҫӑвӗ тумлата-тумлата, сӑмах «стрелкине» йӳҫек юхӑ ҫулӗ ҫинчен пылакки ҫине тӗппипех вӑрт! пӑрса хучӗ:

Help to translate

Ҫил хӳри // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 181–188 с.

Анчах ҫулӗ самаях шакӑрчакланчӗ.

Help to translate

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Ырӑ ҫыннӑм, пулӑш тархасшӑн, — шӑлне чӑмла-чӑмлах чунне тавӑрчӗ, тӗрӗсрех, сӑмах ҫӑрма пикенчӗ ҫакскер, «лекаре» эрех ӗнтрӗк-сӗнтрӗкӗ хупланӑ, шӑвӑҫланнӑ, йӗпе-сапаллӑ кӗрхи вӑрманти урапа ҫулӗ пек лапӑркка куҫӗпе тутӑх, хӑрӑк пӑталанса тирӗнме тӑрмашса.

Help to translate

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Анчах вӗренӳ ҫулӗ вӗҫленес умӗн мана та вӑтам шкул пӗтерекенсен (вун пӗрмӗш класс) пӗлӗвне тӗрӗслекен пӗрремӗш экзамена — сочинение — йӗркелесе ирттерекен комиссие кӗртрӗҫ.

Help to translate

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Унӑн сӑмах ҫӑмхи вара ҫак хулара ман пурнӑҫ ҫулӗ ҫине ӑнсӑртран сиксе тухнӑ йытӑсен кун-ҫулӗ тавра сӳтӗлсе пычӗ:

Help to translate

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Кайӑк хур ҫулӗ те уҫӑмлӑхне ҫухатнӑ.

Help to translate

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Вӑтам шкул пӗтерсе аттестат илсенех пире, аслисен ҫулӗ ҫине тин ҫеҫ ура пусма ӗлкӗрнӗ юпахсене, утӑ уйӑхӗнче Хӗрлӗ Ҫара кайма повесткӑсем тыттарчӗҫ.

Help to translate

Тинӗс ҫуран ҫарӗнче ҫапӑҫнӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 4–8 с.

Анчах ӑнӑҫу ҫулӗ чылай чухне вӑрӑм тата чӑрмавлӑ пулать - ҫакна шута илӗр.

Однако, дорога к успеху очень часто бывает очень длинной и тернистой – это следует осознавать.

9-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ҫулӗ вара ҫак ҫурт патнелле тап-такӑр.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Пурис, сехри хӑпрӗ пулин те, ҫухалсах каймарӗ: аллисемпе ытти йывӑҫ-курӑксенчен те ҫатӑрласа тытса, туртӑнкала-туртӑнкала, хашка-хашка, хӑй «ҫулӗ» ҫинче сиксе тухнӑ кӗтмен-туман вар чӑнкипе-чиклекипе ун хӗррине хӑпарса ҫитрӗ, пӑчӑр-пӑчӑр тарланӑскер, мӗхле-мӗхле тӳрленсе тӑчӗ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Института (ӗнтӗ иккӗмӗш курса) вӗренӳ ҫулӗ пуҫлансан тин таврӑнчӗ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ула Тимӗр вара хӑйӗн аса илӗвӗн юпаллӑ ҫулӗ тӑрӑх малалла танккарӗ…

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Вӗренӳ ҫулӗ пуҫлансан малтанхи уйӑхсенче тӑван килтен апат-ҫимӗҫрен пурнӑҫ ҫиппине татӑлса каймах памалла мар пулӑшкаларӗҫ-ха, Ҫӗнӗ Ҫул хыҫҫӑн вара ку пулӑшу самай пӗчӗкленсе, «май пур таран» е «ҫӗрулмиленсе» ҫеҫ юлчӗ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed