Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫиеле ишсе тухсанах шӑлӗсемпе карапран ҫакӑнчӗ.
Карап тусни // Михаил Рубцов. Виталий Бианки. Йӗр тӑрӑх; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1952. — 45–72 с.
Вара сунарҫӑ вилнӗ моржпа пӗрле шыв айӗнчен ҫиеле тухнӑ.
Морж ами // Михаил Рубцов. Виталий Бианки. Йӗр тӑрӑх; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1952. — 21–22 с.
Вӑл тюлень тирӗнчен, ҫӑмне ҫиеле туса ҫӗленӗ тумтир тӑхӑннӑ пулнӑ.
Морж ами // Михаил Рубцов. Виталий Бианки. Йӗр тӑрӑх; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1952. — 21–22 с.
Вӑрҫӑ вара кӳренӗве сахаллатса, ӑна чӗре патне пытарнӑччӗ, иртнӗ каҫ ҫак кӳренӳ темшӗн татах ҫиеле тухрӗ.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Вӗсем кашни самантрах улшӑнса-ылмашӑнса тӑчӗҫ: ҫиелте — хуҫӑлса пӗтнӗ хӑмӑш тунисем, лутӑрканчӑк ҫулҫӑсемпе курӑк тымаррисем тин ҫеҫ тикӗссӗн юхса иртнӗ вырӑнта — тепӗр минутранах хӑй патне ишсе пынӑ пур япалана та шалалла туртса кӗрсе каякан акӑш-макӑш кукӑрӑлчӑк варинкке пулса тӑчӗ, кӑштахран вара ҫав варинкке вырӑнне, ҫиеле, е хуралса кайнӑ хӑях тымаррине, е лап саркаланса ӳкнӗ юман ҫулҫине, е таҫтан мурӗнчен юхтарса килнӗ улӑм пайӑркине тӗрте-тӗрте кӑларса, шыв айӑн-ҫийӗн пӑтранса пӗтӗрӗлме те тытӑнчӗ.
XIV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Ӑна унта ҫимӗҫ те ҫитет, мӗншӗн тесен хура тӑпра аяла пулчӗ, тӑмлӑ тӑпра ҫиеле.
IV. Ҫӑмӑлах та мар ӑна тӑвасси // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 138–154 с.
Кайран, йывӑҫ «крейсер» ҫиеле тухатчӗ те, ҫӗнтерекенсем ӑна хӑйсемпе пӗрле илсе каятчӗҫ.Тогда деревянный крейсер всплывал, и его уводили победители.
Вовка Грушинӑн «Архимечӗ» // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 69–84 с.
Ҫиеле ҫичӗ пушӑт хурса кӗле ҫыхмалла.
Пӗчӗк космонавт // Альбина Исемпи. Альбина Исемпи (Васильева А.П.) Пӗчӗк космонавт. — Шупашкар: 2008. — 16 с, илл.
Ильинична вӑл ӑҫта ҫӳрени ҫинчен ыйтсан, Мишатка ачасемпе пӗрле Дон хӗрринче вылярӑм тесе суйрӗ, анчах Полюшка ун ултавне ҫавӑнтах ҫиеле кӑларчӗ:
XXI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Унта пуҫласа пырса лекнӗ пекех, стенасене сӑнаса ҫаврӑнчӗ, куҫӗпе вырӑн пуҫтарса ҫиеле кӑпӑшка минтерсем купаласа хунӑ кравать ҫинче чарӑнчӗ.
XVII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Эпӗ унӑн суйине ҫиеле кӑлартӑм та вӑл пачах калаҫасшӑн пулмарӗ.А когда я его уличил — попросту и наотрез отказался говорить.
XV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Иккӗшӗ ҫеҫ чип-чиперрӗн ишсе каҫма пултарчӗҫ: пӗри, ула йӑрӑмлӑ матрос тельняшкине тӑхӑнни, — вӑйлӑ ишекенскер курӑнать — чӑнкӑ ҫыран тӑрринчен пуҫӗпе аялалла чӑмрӗ те шывра ҫухалчӗ, Дон варрине ҫитерехпе тин ҫиеле ишсе тухрӗ.
II // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Ксени хӑйне бюрона чӗнсе, пурне те лайӑх тӗпчесе пӗлессе кашни кун кӗтет — вара тӗрӗслӗх ҫиеле тухатех, куна Ксени нимӗн иккӗленмесӗр шанса тӑрать.
17 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
— Ну, пухура е колхозра кая юлнӑ шухӑшсем ҫиеле тухсан, мӗн тӑвас тетӗн-ха эсӗ?
10 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Тепӗр кунне Бахмуткина Кудинов ординарецӗ пырса ҫитрӗ, бригада командирӗн хваттерне шыраса тупрӗ те утне кӑкармасӑрах пӳрте кӗчӗ, Григорий Богатырева ҫиеле «П. хӑвӑрт. Пач вӑрттӑн» тесе ҫырса хунӑ пакет пачӗ.
XLVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Анчах унта пырса кӗмелли ҫулсем ҫинче тытӑҫса кайнӑ хаяр ҫапӑҫура повстанецсем ҫиеле тухрӗҫ.В ожесточенном бою, завязавшемся на подступах к станице, верх одержали повстанцы.
XLVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Ҫавӑ ҫиеле шуса тухрӗ.
XXXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Чӑтӑмлӑх ҫитерме тата хӑйне аристократла тыткалама пӗлнине ҫеҫ Краснов лӑпкӑ сӑнлӑ курӑнать; анчах тарӑхни пурпӗр ҫиеле шӑвӑнса тухать-тухатех: кӑвакара пуҫланӑ мӑйӑх айӗнчи ӳчӗ ҫилӗллӗн туртӑнкаласа, тути-ҫӑварне нӗрсӗрлетет.
IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Эпир яланах ҫиеле тухатпӑр», — мӑн кӑмӑллӑн хуравланӑ полководец.
Иккӗмӗш пайӗ. Ывӑнмасӑр ӗҫлеме хӑнӑх // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.
Анна ӑшӗнче ӑна хӗрхенсе асапланчӗ пулин те, ҫиеле кӑлармарӗ, хӑйӗнне ҫав-ҫавах ҫирӗп тытрӗ.
XVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.