Шырав
Шырав ĕçĕ:
21. Чӗрем вӗресе тӑнӑ чухне, ӑшӑм вӑрканӑ чухне 22. эпӗ нимӗн те пӗлмен, ӑнласа илеймен; Санӑн умӑнта эпӗ выльӑх пек пулнӑ.
Пс 72 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Чӗрем хавшаса ӳкнипе Сана тӗнче хӗрринчен тархаслатӑп; мана хам ҫитейми чул ту ҫине тӑратсам: 4. Эсӗ — манӑн тарса хӑтӑлмалли вырӑнӑм, Эсӗ — тӑшманран хӑтаракан тӗреклӗ хӳтлӗхӗм.
Пс 60 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Эй Турӑҫӑм, чӗрем хатӗр ӗнтӗ, манӑн чӗрем хатӗр ӗнтӗ: юрлам та мухтам.8. Готово сердце мое, Боже, готово сердце мое: буду петь и славить.
Пс 56 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ӑшӑмра чӗрем сиксе чӗтӗрет, вилӗм сехӗрлентерсе тӑрать; 6. ӗнтӗ хӑранипе сехрем хӑпрӗ, сехӗрленсех ӳкрӗм.
Пс 54 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Эй Ҫӳлхуҫа, Хӑвӑн хӗрхенекен кӑмӑлна манран ан сирсемччӗ; Санӑн ырӑлӑхупа Санӑн чӑнлӑху мана яланах сыхласа тӑрӗҫинччӗ: 13. темӗн тӗрлӗ асап та сырса илчӗ мана; хам тунӑ йӗркесӗр ӗҫсем хамах ҫитрӗҫ, ӗнтӗ пӑхса та курайми пултӑм: вӗсем пуҫӑм ҫинчи ҫӳҫ пӗрчинчен те йышлӑрах; чӗрем вӑйӗ юлмарӗ.
Пс 39 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Ҫавӑн чухне каларӑм: хамах пыратӑп, терӗм; ман ҫинчен кӗнекере ҫырса хунӑ: 9. эй Туррӑм, эпӗ Санӑн ирӗкне туса тӑрасшӑн, Санӑн саккуну — чӗрем варринчех, терӗм.
Пс 39 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Чӗрем чӗтӗрет; вӑйӑм пӗтсе ҫитрӗ, куҫӑм ҫути — вӑл та пулин юлмарӗ.11. Сердце мое трепещет; оставила меня сила моя, и свет очей моих, - и того нет у меня.
Пс 37 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Халран кайса ҫитрӗм, ытла та хавшарӑм; чӗрем тӗлкӗшнипе кӑшкӑрса макӑратӑп.9. Я изнемог и сокрушен чрезмерно; кричу от терзания сердца моего.
Пс 37 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Йӗркесӗр ҫын усаллӑхӗ ҫинчен манӑн чӗрем ҫапла калать: вӑл Турӑран хӑрамасть, ҫавӑ ҫук ун умӗнче: 3. хӑйӗн йӗркесӗр ӗҫӗсене шыранӑ пек пулса, вӗсене курайми пек пулса, хӑйне хӑй йӑпатать вӑл; 4. ҫӑварӗнчен тухан сӑмахӗ — суя та ултав; вӑл ырӑ тӑвасси ҫинчен шутламасть те; 5. выртан вырӑнӗ ҫинче те йӗркесӗр ӗҫ тӑвасси ҫинчен шухӑшлать, ырӑ мар ҫул ҫине тӑрать, усалтан йӗрӗнмест.
Пс 35 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Ҫӳлхуҫа — манӑн тӗрекӗм, манӑн хулканӑм; чӗрем Ӑна шанса тӑчӗ те — Вӑл мана пулӑшрӗ, вара чӗрем хӗпӗртенчӗ; эпӗ Ӑна юррӑмпа аслӑласа мухтатӑп.
Пс 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Чӗрем Санӑн сӑмахна калать: «Манӑн сӑнӑма шырӑр» теет; эй Ҫӳлхуҫа, эпӗ Санӑн сӑнна шырам.8. Сердце мое говорит от Тебя: «ищите лица Моего»; и я буду искать лица Твоего, Господи.
Пс 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Мана ҫар тапӑнас пулсассӑн та чӗрем шикленмӗ; мана хирӗҫ вӑрҫӑ хускалсассӑн та пӗрех шанса тӑрӑп.
Пс 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Чӗрем сехмечӗсем нумайланчӗҫ; асапӑмсенчен хӑтарсам мана, 18. эпӗ асапланнине, халран кайнине курсам, пур ҫылӑхӑма та каҫарсам.
Пс 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Эпӗ шыв пек юхса тухрӑм; шӑммӑм-шаккӑм пӗтӗмпех шалтӑртатса кайрӗ; чӗрем ӑвӑс пек ҫемҫелчӗ, ӑшӑмрах шӑранса пӗтрӗ.
Пс 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Эпӗ Санӑн ырӑлӑхна шанатӑп; Эсӗ ҫӑлнӑшӑн чӗрем савӑнӗ манӑн; хама ырӑлӑх тӑвакан Ҫӳлхуҫана мухтаса юрлӑп, [Ҫӳлти Туррӑн ятне юрласа мухтӑп].
Пс 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫавна пула ӗнтӗ чӗрем сехӗрленет — сиксе тухасла тапӑлтатать.1. И от сего трепещет сердце мое и подвиглось с места своего.
Иов 37 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Чӗрем ҫын арӑмне сӑхланнӑ пулсассӑн, эпӗ ҫын алӑкӗ умӗнче сыхласа тӑнӑ пулсассӑн, 10. ан тив, манӑн арӑм ют ҫын валли авӑрттӑр, ют ҫын мӑшкӑлӗ пултӑр, 11. мӗншӗн тесессӗн ку — ирсӗр ӗҫ, ку — саккуна хирӗҫле, сута тивӗҫлӗ ӗҫ; 12. ку — тӗппипе ҫунтарса яракан вут-ҫулӑм, вӑл манӑн пӗтӗм пурлӑха пӗтеретчӗ.
Иов 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Манӑн ура тӳрӗ ҫултан пӑрӑннӑ пулсассӑн, чӗрем куҫ илӗртни хыҫҫӑн кайнӑ пулсассӑн, аллӑм ҫумне таса марри ҫыпҫӑннӑ пулсассӑн, 8. эпӗ акнине тепӗри ҫитӗр, манӑн калчана кӑкласа пӑрахчӑр.
Иов 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Эпӗ хамӑн тӳрӗлӗхӗме ҫирӗп тытса тӑтӑм, ӑна вӗҫертессӗм ҫук; чӗрем мана ӗмӗрӗм тӑршшӗнче те ӳпкелемӗ.6. Крепко держал я правду мою и не опущу ее; не укорит меня сердце мое во все дни мои.
Иов 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ӑшӑмра чӗрем ҫунса тӑрать!
Иов 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.