Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чиркӗве (тĕпĕ: чиркӳ) more information about the word form can be found here.
Эсир асӑрханӑ пулӗ, нумай ҫынсем чиркӗве кирлӗ чухне ҫеҫ пыраҫҫӗ, сысна тени уяса тӑмасть.

Если вы заметили, большинство людей ходит в церковь только по необходимости, ну а свиньи — дело другое.

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Тепӗр вырсарникун эпир виҫӗ мильӑри чиркӗве кайрӑмӑр, пурте юланутпа.

В следующее воскресенье мы все поехали в церковь, мили за три, и все верхом.

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Ну, Валаам укҫана илчӗ, ҫакӑн хыҫҫӑн вӑл чиркӗве кайнӑ, унта проповедник ҫапла каланӑ-мӗн: чухӑн ҫынна пани турра пани пулать, ун пеккине турӑ ҫӗр хут ытларах тавӑрса парать.

Ну, Валаам деньги взял, а потом в церкви услыхал от проповедника, что кто дает бедному, тот дает богу, и ему за это воздастся сторицей.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Тен, вӑл урӑххине — архитектурӑна юратать пуль, мӗншӗн тесен Мускаври кирек мӗнле кивӗ ҫурта та, чиркӗве те кам лартнине ним йӑнӑшмасӑр каласа парать…

Может быть, она больше любила другое — архитектуру, потому что могла безошибочно сказать, кто и когда построил этот старинный дом в Москве, и вот этот, и ту церковь…

1940-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Местечкӑри пӗчӗк чиркӗве пупӑн пысӑк сачӗ ик енчен ҫавӑрса илнӗ, садра авалхилле купаласа тунӑ чул ҫурт.

С двух сторон охватывает местечковую церквушку большой сад поповской усадьбы, а в саду старинной кладки просторный дом.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Чиркӗве сӑпайрах каймалла, Туррӑн ҫӗр ҫинчи ҫурчӗ театр мар вӗт вӑл.

Help to translate

Иккӗмӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

Мӑшӑрӑм чиркӗве ҫӳренине сивлемен, анчах ӑшӑмра кулнӑ.

Help to translate

Иккӗмӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

Ҫавӑнпа ӗнтӗ унӑн ашшӗ чиркӗве мар, мечете ҫӳрет.

Поэтому её отец ходит не в церковь, а в мечеть.

Тӗрлӗ халӑхлӑ класс // Ара Мишши. Ара Мишши. Пӗрремӗш утӑмсем: калавсем/ Ара Мишши. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 38 с. — 10,12,14,16 с.

— Кам? — аппа; хӑвӑр харкашма чарӑннӑ Порфирий Платоныч; хӑвӑр виҫӗмкун чиркӗве ӑсатнӑ аннепе пӗртӑван мӑнаппа.

— Кто? — сестра; Порфирий Платонович, с которым вы уже не ссоритесь; тетушка, которую вы третьего дня проводили в церковь.

XXV // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.

Кашни кунах чиркӗве ҫӳретчӗ, калаҫма манса каяс патнех ҫитнӗччӗ.

Он каждый день ходил в церковь и почти разучился говорить.

VIII // Асклида Соколова. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 84–131 с.

Эпӗ хамӑн картинӑсене хӑнасем йышӑнакан пӳлӗме ҫакма кайса памастӑп, вӗсене чиркӗве лартаҫҫӗ.

Не в гостиную понесу я мои картины, их поставят в церковь.

Иккӗмӗш пай // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96–146 с.

Куҫӗсем валли анчах шӑтӑк хӑварчӗ те, пичӗсене чӗркесе ҫыхнӑ ыйткалакан хӗрарӑмсем тӑракан ӗрет урлӑ иртсе, чиркӗве кӗчӗ; унчченхи пек вӑл ҫак ыйткалакансенчен кулмарӗ.

Пробрался сквозь ряд нищих старух с завязанными лицами и двумя отверстиями для глаз, над которыми он прежде так смеялся, и вошел в церковь.

II // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 51–74 с.

Чи ирхи вӑхӑтран пуҫлӑпӑр: мӗнпур Петербурга тин ҫеҫ пӗҫерсе кӑларнӑ вӗри ҫӑкӑр шӑрши сарӑлать, урамсем чиркӗве е ҫынсен хуйхине час туякан иртен-ҫӳренсем патне каякан ватӑ карчӑксемпе, ҫӗтӗк платье е салоп тӑхӑннӑскерсемпе, тулнӑ.

Начнем с самого раннего утра, когда весь Петербург пахнет горячими, только что выпеченными хлебами и наполнен старухами в изодранных платьях и салопах, совершающими свои наезды на церкви и на сострадательных прохожих.

Невски проспект // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 3–38 с.

Служба вӑхӑчӗ ҫитсен Кӗркури чиркӗве пырать, аллине хулӑн кӗнеке тытса алтарьтен тухать:

Help to translate

Кӑштах кулӑш — 5 // Евгений Турхан. http://suvargazeta.ru/index.php/news/cn- ... h-kulash-5

Вӑтӑрмӗш ҫулсенчех клуб туса хунӑ кивӗ чиркӗве, пысӑк уявсенче ҫеҫ тимӗр кӑмака хутса ӑшӑтаканскере, халӑх лӑках кӗрсе тулнӑ, ҫынсем — тенкелсем ҫинче ҫеҫ мар, чӳрече янаххисем ҫине те ларнӑ, хӑш-пӗрисем стена ҫумне кукленнӗ кӗтессенче хӗсӗнсе тӑраҫҫӗ, алкумӗнче те пур.

В старую церковь, еще в тридцатые годы переделанную под клуб, только по большим праздникам отапливаемую железной печуркой, народу набилось до отказа — плотно сидели на деревянных скамейках, на корточках у стен, па подоконниках, стояли по углам, толпились в тамбуре.

12 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Усть-Хоперскинчен каяс умӗн Богатырев чиркӗве кӗрсе турра пуҫҫапрӗ те «Христос юратакан казак ҫарӗсен» ҫӗнтерӗвӗшӗн кӗлтӑвакан пачӑшкӑ кӗлӗ вуласа пӗтерсенех каялла тухрӗ.

Перед отъездом из Усть-Хоперской Богатырев отслужил в церкви молебен и, едва кончился возглас попа, молившего о даровании победы «христолюбивому казачьему воинству», — вышел.

LII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Унтан, ывӑлне ҫӗре чикнӗ масар тӗмески ҫинче тӑм типсе хытӑрканӑ хыҫҫӑн, вӑл, ватӑлса кайнӑскер, амӑшӗн лӑпланма пӗлми хуйхи-суйхине пула кӗлеткипе кукӑрӑлса пӗкӗрӗлнӗскер, чиркӗве ҫӳреме, хӑйӗн «пуҫне ҫинӗ» Ванюкне е Ҫумккине асӑнса кӗлтутарма пуҫлӗ.

А потом, когда похоронят и засохнет глина на могилке, станет состарившаяся, пригнутая к земле материнским неусыпным горем, ходить в церковь, поминать своего «убиенного» Ванюшку либо Семушку.

XLVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Паян вырсарникун, мучи чиркӗве каҫхи кӗлле кайма тухнӑ.

Было воскресенье, и дед направлялся в церковь к вечерне.

XIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Чиркӗве! — командӑ панӑ Суворов, хӑй малтан утнӑ.

В церковь! — скомандовал Суворов и сам пошел первым.

Ҫураҫнӑ хӗрсем // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.

Сирӗн ялта чиркӗве икерчӗпе мӑкланӑ та кайран тӑвайккинчен пӑрҫа тӑрӑх шутарса антарма хӑтланнӑ, тет.

У вас, никак, церковь блинами конопатили, а посля на горохе ее хотели под гору перекатить.

XXVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed