Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

черкке the word is in our database.
черкке (тĕпĕ: черкке) more information about the word form can be found here.
— Атя тепрер черкке ярар, — сӗнет ҫине тӑрса.

Help to translate

Пӗрремӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

Пӗрер черкке ӗҫсен хӗрарӑм хӑюлланчӗ: куҫран шӑтарасла тилмӗрсе пӑхать, куҫӗсем аскӑнлӑхпа ҫиҫеҫҫӗ.

Help to translate

Пӗрремӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

Ҫуттине те туяннӑ Ирина Семёновна, пӗрер черкке сыпнӑ хыҫҫӑн чӗлхесем те ҫемҫелчӗҫ, калаҫу та ҫыпӑҫуллӑ пычӗ.

Help to translate

Пӗрремӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

Пӗрер черкке пушатсан Карачӑм сасартӑк ӑшталанса ӳкет.

Help to translate

Пӗрремӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

Яхруҫ ашшӗ, Карачӑм, мӑн аслашшӗсенчен те ирттерчӗ, кампанисемпе ӗҫес йӑла пӗтсен те вӑл мухмӑр чух кирек хӑш ҫурта кӗрсе: «Ах Тур вилеп, пӗрер черкке парса чӗртӗр-ха», — тесе тарӑхтарнӑ.

Help to translate

Пӗрремӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

Сӑмах майӗпе семинарисенчи латыи чӗлхинчен кулчӗ, хӑйӗн архиерейӗн хутне кӗчӗ; икӗ черкке эрех ӗҫрӗ, виҫҫӗмӗшне йышӑнмарӗ; Аркадирен сигара йышӑнчӗ, анчах ӑна, киле илсе каятӑп тесе, туртмарӗ.

Кстати посмеялся над семинарскою латынью и заступился за своего архиерея; две рюмки вина выпил, а от третьей отказался; принял от Аркадия сигару, но курить ее не стал, говоря, что повезет ее домой.

XXI // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.

— Нимӗнле хушусем те пулмаҫҫӗ, хисеплӗ ҫыннӑм, — тавӑрчӗ Базаров: — пӗрер черкке эрех илсе килме кӑмӑл тусан кӑна.

— Никаких приказаний не будет, почтеннейший, — ответил Базаров, — разве рюмку водочки соблаговолите поднести.

XVI // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.

Ырӑ ҫынпа сӑмахлама юратать, уйрӑмах умра черкке пур чухне, анчах вӑрах лармасть вӑл: тӑрать те кайма пуҫтарӑнать.

Ермолай любил покалякать с хорошим человеком, особенно за чаркой, но и то недолго: встанет, бывало, и пойдет.

Ермолайпа мелник арӑмӗ // Асклида Соколова. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 132–142 с.

— Эппин, ҫӑкӑр-тӑвар та техӗмлӗ черкке сире, — Мишка сӗтел хушшинче ларакан хӑнасем ҫинелле тинкерсе илчӗ, кил хуҫине алӑ тытрӗ.

— Хлеб-соль да сладкая чарка, — Мишка пожал руку хозяина, оглядывая сидевших за столом гостей.

IV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

 — Ӳлӗмрен кӑшт асӑрханарах ӗҫӗҫ, атту ав вӗсем хыҫҫӑн сӗтел ҫинче черкке тултарса ӗлкерейместӗн.

— Да и пить будут полегше, а то за ними не успеешь и рюмки со стола взять.

XXVIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Ӑсатнӑ ятпа, тен, пире те пӗрер черкке ҫул курки ҫакланӗ?

Может, на проводах и нам перепадет по стремянной?

XIX // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Вӑл чышкипе сӗтеле ҫапрӗ те, юнашар ларакан икӗ пушӑ черкке чӑнкӑртатса илчӗҫ.

Она стукнула кулаком по столу, и стоявшие вплотную две пустые рюмки жалобно звякнули.

16 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Лизӑ кулса ячӗ, умлӑн-хыҫлӑн виҫӗ черкке ӗҫрӗ те хӑвӑрт ӳсӗрӗлчӗ, ун куҫӗсем ялкӑша-ялкӑша илчӗҫ.

Лиза засмеялась, одну за другой выпила три рюмки, быстро захмелела, глаза ее лихорадочно поблескивали.

16 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Хӑй вӑл пӗр черкке ӗҫсенех хӗрелчӗ, кулкаласа, пуҫ ҫаврӑнса кайрӗ, терӗ.

Сама она после первой рюмки разрумянилась и, смеясь, говорила, что голова у нее пошла кругом.

4 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Хуш казаксене пӗрер черкке пама!

— Прикажи казакам по чарке водки!

XXXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Эпӗ аслӑ Раҫҫейшӗн черкке ҫӗклетӗп, ҫавна май манӑн кунта сирӗн ӗлӗкхи илемлӗ гимна итлесе курас килет.

— Я провозглашаю тост за великую Россию, и я хотел бы услышать здесь ваш прекрасный старый гимн.

XI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Пӳрте кӗнӗ, апатланас шутпа сивӗ пӑру ашӗ, пӗр тирӗк хура тул пӑтти тата пӗр черкке эрех заказ панӑ.

Зашел в избу, заказал себе холодной телятины, миску гречневой каши и стопку вина.

Генералсен генералӗ // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.

— Эпир, ватӑ ҫынсем, тӗнчере пурӑнма пӗлетпӗр, эпир хӑтана кайса пӗрер черкке ӗҫнӗ пулсан, пӗр-пӗрне хӑта-тӑхлачӑ тейӗпӗр…»

— А мы — люди старые, знаем, как на свете надо жить, и коли мы выпили по чарке и посватались, то и будем считаться сватами…»

XXIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Мефодийӑн чӑнах та пӗр бутылка эрех тупӑнчӗ — пурне те пӗрер черкке тиврӗ.

У Мефодия и в самом деле нашлась бутылка водки — как раз всем хватило по рюмке.

XXIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Кун пек хӑнасемшӗн пӗрер черкке те тупӑнать.

— Кажись, ради такого случая у нас и по рюмочке найдется.

XXIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed