Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

черет the word is in our database.
черет (тĕпĕ: черет) more information about the word form can be found here.
Сулӑсем туса аппаланнӑ саперсем ларса каҫма черет кӗтекен хӗрлӗармеецсен ҫӗнӗ ушкӑнӗ патне васкаса ишрӗҫ.

Саперы, строившие плоты, быстро гребли, направляясь за новой партией ожидавших погрузки красноармейцев.

II // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Ан ман, сана та черет ҫитет, кун пек ӗҫсемшӗн райком пуҫран шӑлмӗ-ха.

Не забывай, что и до тебя очередь дойдет, райком за такие дела по головке гладить не будет.

20 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Халӗ ӗнтӗ Коробина хӑйне именме черет ҫитрӗ.

Настала очередь смутиться самому Коробину.

8 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Черет малалла куҫнӑ май хӗр, ещӗк ҫаккинчен тытса, ӑна урай тӑрӑх хӑй хыҫҫӑн сӗтӗрчӗ.

Когда очередь подвигалась вперед, девушка бралась за лямку ящика и по полу тянула его за собой.

5 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Арина та тем тӗрле хуйхӑрнӑ пулсан та, парша тулнӑҫем тулса пынӑ, черет ҫывхарса пынӑ, нимӗнле шухӑш та, тем чухлӗ куҫҫуль тӑкни те пулӑшма пултарайман.

Как ни надрывалась Арина, но баржа наполнялась народом, и очередь приближалась, и никакие думы, никакие слезы не помогали.

II // Михаил Акимов. Николай Телешов. Нуша. Михаил Акимов куҫарнӑ. Хусан, 1906. — 19 с.

«Кӗт-ха кунта хӑвна хӑҫан черет ҫитессе!

«Вот тут и жди череда!

I // Михаил Акимов. Николай Телешов. Нуша. Михаил Акимов куҫарнӑ. Хусан, 1906. — 19 с.

Хӗрлӗармеецсен пулемечӗ вӗсем ҫинелле темиҫе черет кӑларса ячӗ.

Красноармейский пулемет выщелкивал по ним несколько очередей.

LXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Хӑҫан черет ҫитет каҫма?

— Когда она приспеет нам — очередь переправляться?

LX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Аллӑ пине яхӑн халӑх, вӑрман тӑрӑх сапаланса, леш енне каҫма черет кӗтет.

Тысяч пятьдесят народа ждали переправы, рассыпавшись по лесу.

LX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Халӗ сан черет.

Теперь твой черед.

XLVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Пӗр наводчикӗ, казакӗ Кривски хуторӗнченех, питӗ тӗл пенипе чапа тухнӑскер, пӗрре кӗрӗслеттерсех хӗрлӗармеецсен пулеметне сирпӗнтерсе ячӗ, ҫӳҫесем хушшинче сапаланса выртакан хӗрлӗармеецсем ҫине темиҫе черет шрапнель кӑларса ярса, пурне те ура ҫине тӑратрӗ.

Один из наводчиков, казак с хутора Кривского, славившийся беспромашной стрельбой, с первого же выстрела разбил красноармейское пулеметное гнездо и несколькими очередями шрапнели, накрывшими залегшую в краснотале красноармейскую цепь, поднял ее на ноги.

XLVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Камӑн-ха хӑйне черет ҫитессе кӗтес килтӗр?

Кому же антирес своей очереди ждать?

XXXIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ӑна пулеметран кӑларса янӑ черет пырса ҫапрӗ.

Пулеметная струя резанула его.

XXXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Аттесене тытса каяҫҫӗ, кӗҫех хамӑра та черет ҫитет.

Отцов наших забирают, доберутся и до нас.

XXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Дон леш енче, чылай аякра, — вӑхӑт кӑнтӑрларан иртнӗ ӗнтӗ — пулемет уҫӑмсӑррӑн икӗ черет такӑртатса илчӗ те шӑпланчӗ.

Далеко за Доном — время перевалило уже за обед — пулемет глухо выщелкал две очереди и смолк.

XVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Пулеметсенчен икӗ черет кӑларса янӑ хыҫҫӑн умри ушкӑн пӗр ӑстрӑм малалла чупса кайрӗ.

После двух пулеметных очередей первая цепь поднялась в перебежке.

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ртищева та черет ҫитнӗ.

Дошла очередь и до Ртищева.

Ртищев-Умищев // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.

Паян эсир ҫӗнтертӗр, ыран хӑвӑра черет ҫитет!

Нынче ваш верх, а завтра уж вас будут расстреливать!

XXX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Черет Бунчук патне ҫитрӗ.

Дошла очередь до Бунчука.

XXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Урам тӑрӑх пулеметран кӑларса янӑ черет вичкӗннӗн шӑхӑрса вӗҫсе иртрӗ; казаксем самантлӑха ҫӗр ҫумне лӑпчӑнса выртрӗҫ, унтан, ҫуртсен стенисем патне шӑвӑнса пырса, урлӑ урамсене тарса кӗчӗҫ.

Струя пулеметного огня секанула вдоль улицы; казаки на секунду кучками припали к земле, подползли поближе к стенам и устремились в поперечные улицы.

XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed