Шырав
Шырав ĕçĕ:
23. Ҫын хӑйӗн хӗҫне илет те ҫаратма, вӑрлама ҫул ҫине тухать, вӑл тинӗс-юханшыв тӑрӑх ишме хатӗр, 24. арӑслана тӗл пулать, тӗттӗмре ҫӗтсе ҫӳрет; вӑрлать, ҫаратать, хурах пусать, мӗн тупнине тӳрех савнӑ хӗрарӑмӗ патне илсе каять.
2 Езд 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Ӳсӗрӗлсессӗн ҫынсем тусне те, тӑванне те манаҫҫӗ, кӗҫех хӗҫне туртса кӑлараҫҫӗ, 23. урӑлса ҫитсессӗн, мӗн тунине те астумаҫҫӗ.
2 Езд 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Эпӗ те, манӑн тӑванӑмсем те, тарҫӑмсем те, манпа пӗрле ҫӳрекен хуралҫӑсем те ҫывӑрнӑ чухне те ҫири тумтире хывман, сылтӑм аллинчен хӗҫне яман.
Неем 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Саул вара хӑйӗн хӗҫне илнӗ те ун ҫине тӑрӑннӑ.
1 Ҫулс 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Саул вара кӑрал йӑтса ҫӳрекен ҫыннине каланӑ: хӗҫне кӑлар та мана чиксе пӑрах — ҫав ӳт кастарман ҫынсем килсе ан мӑшкӑллаччӑр мана, тенӗ.
1 Ҫулс 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вара Саул хӑйӗн хӗҫне илнӗ те ун ҫине тӑрӑннӑ.
1 Пат 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Саул вара кӑрал йӑтса ҫӳрекен ҫыннине каланӑ: хӗҫне кӑлар та мана чиксе пӑрах — ҫав ӳт кастарман ҫынсем килсе ан вӗлерччӗр мана, ан мӑшкӑллаччӑр мана, тенӗ.
1 Пат 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Пурте пилӗкрен хӗҫне ҫакса янӑ, Давид хӑй те хӗҫ ҫакса янӑ, вара Давид хыҫҫӑн тӑватҫӗр ҫынна яхӑн тухса кайнӑ, икҫӗр ҫынни лавсемпе юлнӑ.
1 Пат 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Саул тарҫисемпе пӗрле тӑракан Идумея ҫынни Доик ҫапла хуравласа каланӑ: эпӗ Иессей ывӑлӗ Номва хулине Ахитув ывӑлӗ Ахимелех патне килнине куртӑм, 10. лешӗ уншӑн Ҫӳлхуҫана тархасларӗ, ӑна апат-ҫимӗҫ те, Голиаф филистимӑн хӗҫне те пачӗ, тенӗ.
1 Пат 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Ионафан хӑйӗн ҫиелти тумтирне Давида хывса панӑ, ӑна хӑйӗн ытти тумтирне те, хӗҫне те, уххине те, пиҫиххине те панӑ.
1 Пат 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
51. Унтан Давид чупса пынӑ та, филистим ҫине урипе пусса, унӑн хӗҫне йӗннинчен туртса кӑларнӑ, хӗҫпе сулса ярса, унӑн пуҫне касса татнӑ; филистимсем вара, хӑйсен паттӑрӗ вилнине курсассӑн, тарма пуҫланӑ.
1 Пат 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
39. Тумӗ ҫийӗн, пилӗкӗнчен, Давид унӑн хӗҫне ҫакса янӑ та каллӗ-маллӗ уткаласа ҫӳренӗ, мӗншӗн тесессӗн вӑл кун пек ҫар тумне хӑнӑхман пулнӑ; Давид ӗнтӗ Саула ҫапла каланӑ: эпӗ кун пек тумпа ҫӳрейместӗп, эпӗ хӑнӑхман, тенӗ.
1 Пат 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
54. [Авимелех] тӳрех хӑйӗн вӑрҫӑ кӑралне йӑтса ҫӳрекен ҫамрӑк ачана чӗнсе илнӗ те каланӑ: ман ҫинчен «ӑна хӗрарӑм вӗлернӗ» тесе ан калаччӑр, ҫавӑнпа хӗҫне кӑлар та вӗлер мана, тенӗ.
Тӳре 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Анчах та яш ачи ҫамрӑк пулнӑ-ха, хӗҫне кӑларма хӑранӑ.Но юноша не извлек меча своего, потому что боялся, так как был еще молод.
Тӳре 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Зевейпе Салман ӗнтӗ Каркор теекен вырӑна тарнӑ, вӗсемпе пӗрле пӗр вунпилӗк пинлӗ ҫар, тухӑҫ ҫыннисен ҫарӗнчен чӗрӗ юлнисем, пулнӑ; хӗҫне кӑларнӑ ҫынсенчен ҫавӑн чухне ҫӗр ҫирӗм пин ҫын пӗтнӗ.
Тӳре 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Тепӗри ӑна хуравласа каланӑ: ку вӑл урӑх нимӗн те мар, ку Гедеон хӗҫне — Иоас ывӑлӗн, Израиль ҫыннин хӗҫне — пӗлтерет; Турӑ мадиансемпе пӗтӗм тапӑра унӑн аллине пачӗ иккен, тенӗ.
Тӳре 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. [Вӑл ура ҫине тӑрсан,] Аод сулахай аллине тӑсса сылтӑм енне ҫакнӑ хӗҫне ярса тытнӑ та патшана ӑшӗнчен чикнӗ; 22. вӑл хӗҫне каялла туртса кӑларман, ҫавӑнпа унӑн ҫивӗчӗшӗ ҫеҫ мар, аври те шалах кӗрсе кайнӑ, вара пӗтӗм хӗҫ ӳтпе хупланнӑ.
Тӳре 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Моисей вӗсене каланӑ: Ҫӳлхуҫамӑр, Израиль Турри, ҫапла калать: кашнийӗ хӑйӗн хӗҫне вӗче ҫумне ҫакса ярӑр, тапӑр тӑрӑх пӗр хапха патӗнчен тепӗр хапха патне ҫитиччен каллӗ-маллӗ утса тухӑр, кашнийӗ хӑйӗн тӑванне, кашнийӗ хӑйӗн тусне, кашнийӗ хӑйӗн ҫывӑх ҫыннине вӗлерӗр, тет, тенӗ.
Тух 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Виҫҫӗмӗш кунне, вӗсем чирлесе выртнӑ чухне, Иаковӑн икӗ ывӑлӗ — Симеонпа Левий, Дина пиччӗшӗсем — хӑйсен хӗҫне илнӗ те, хулана хӑюллӑн пырса кӗрсе, мӗнпур арҫыннине вӗлерсе тухнӑ; 26. Еммора хӑйне те, унӑн ывӑлне Сихема та хӗҫпе касса вӗлернӗ; Динӑна Сихем ҫуртӗнчен илсе тухса кайнӑ.
Пулт 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.