Шырав
Шырав ĕçĕ:
Малалла куҫса пырса, яланах ҫак чӑтлӑхра пурӑнакан ҫерҫисене хӑратса хускататӑн, вӗсем хыпӑнчӑклӑн чӗвӗлтетнине тата пӗчӗкҫӗ вӗлтӗр-вӗлтӗр ҫунатсем туратсене перӗнсе ҫӑтӑлтатнине илтетӗн, ӗҫчен вӗлле хурчӗ пӗр вырӑнта сӗрлесе тӑнине, ӑҫта та пулин сукмак тӑрах ӑсран катӑкрах Аким пахчаҫӑ утса пынине тата вӑл кирек хӑҫан та сӑмси айӗнче мӑрӑлтатнине тӑнлатӑн.
XXXII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Анчах пӗр-пӗр вӑхӑтра пачах кӗтмен ҫӗртен ҫак килйышра мӗнле те пулин пурҫӑн чӗнтӗр пирки е упӑшкин лашисемпе хӑнана кайни ҫинчен тепӗр чух ниме тӑман пек туйӑнакан ыйтӑва хускатаҫҫӗ, — вара нимле сӑлтав та ҫук пек пулин те, — тавлашу хӗрнӗҫемӗн хӗрсе пырать, чаршав хыҫӗнче ку ӗҫе татса пама тӑвӑр пулса тӑрать те, сасартӑк, тавлашакансене хӑйсене хӑратса пӑрахса тата итлесе тӑракансене тӗлӗнтерсе ярса, вӗсем пӗр-пӗрин ҫине чӑннипе мӗн тери япӑх пӑхни йӑлтах куҫ умне тухса тӑрать, халӗ ӗнтӗ нимӗне те хупӑрламан чаршав хирӗҫсе кайнисен хушшинче пӗр усӑсӑр сулланса ҫапкаланать, вӑл сире хӑвӑр унпа хӑҫантанпа улталанса пурӑннине ҫеҫ аса илтерет.
XXV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Хам инкеке кӗрсе ӳкни ҫинчен шухӑшласа, эпӗ пайтах вӑхӑт хушши енчен енне ҫаврӑнкаласа выртрӑм, кашни минутрах турӑ айӑпласса, кӗтмен ҫӗртен вилӗм килсе хупласса кӗтрӗм, — ку шухӑш мана ҫырса кӑтартма ҫук хӑратса сехӗрлентерчӗ.
VI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Унӑн пысӑк шурӑ аллине хальчченхи пекех чунтан юратса тата хисеплесе чуптӑватӑп, анчах халь ӗнтӗ ун ҫинчен шухӑшлама, вӑл мӗн тунине тишкӗрме хӑятӑп, вара ирӗксӗрех ман пуҫа хӑратса пӑрахакан шухӑшсем пырса кӗреҫҫӗ.
XXII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
— «Сирӗн хуть вилнӗ ҫынна хисепе хурасчӗ, — тет атте, — вӑл сире пула вилчӗ, эсир ӑна хӑратса сехӗрлентернӗ, эсир ун валли хатӗрлекен мӑшкӑла тӳсме пултараймарӗ вӑл…
XV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Латӑн шӑршипе пӗрле пӳлӗме тултарса тӑракан йывӑр шӑршӑ ӑҫтан тухнине эпӗ ҫав минутра кӑна ӑнланса илтӗм; аннен пичӗ темиҫе кун каялла ҫеҫ илемлӗччӗ, ҫепӗҫчӗ, эпӗ ӑна нимрен те ытларах юрататтӑмччӗ, халь ҫак сӑн-пит хӑратса сехӗрлентерни мана хуйхӑллӑ чӑнлӑха пирвайхи хут ӑнкарса илтерчӗ, чӗрери ӗмӗте татрӗ.
XXVII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Хӗрсен пӳлӗмӗнче тем ӗҫлесе ларакан икӗ хӗр ытла хурлӑхлӑн пире пуҫ тайма тӑчӗҫ, ҫакӑ мана хӑратса пӑрахрӗ.
XXVI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ку таранччен турӑ эпӗ кӗлтунине итлерӗ: эсӗ виҫерен тухса каймарӑн, хамӑра мар, ачасене тивекен пӗтӗм пурлӑха пӗтермелле тумарӑн е … шухӑшлама та хӑрушӑ, ку сехӗрлентерӳллӗ инкек яланах хӑратса тӑрать пире.
XXV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Мана хӑратса вӑратнине питӗ лайӑх курать хӑй ҫапах та асӑрхаманҫи пулать…Он очень хорошо видит, что разбудил и испугал меня, но выказывает, как будто не замечает…
I сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Тепрехинче хан Жиреншене вӗлерессипе хӑратса, хӑйӗн патне пыма хушнӑ: анчах кӑнтӑрла та мар, ҫӗрле те мар, ҫуран та мар, юланутӑн та мар, вӑл урамра та ан тӑтӑр, двореца та ан кӗтӗр, тенӗ.
Ӑслӑ Жиреншепе хитре Карашаш // Михаил Андреев. Казах юмахӗсем: юмахсем. — Шупашкар: Чӑвашсен государство издательстви, 1938. — 60 с. — 12–20 с.
Ҫав куҫсемпе кавалеристсен полкне те хӑратса салатса яма пулать.Такими глазами можно было цельный полк боевой кавалерии испугать.
Пакет // Николай Степанов. Пантелеев А.И. Пакет: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 67 с.
Калӑр-ха: вилнӗ хыҫҫӑн манӑн мӗне кура ватӑ ҫынсене хӑратса ҫӳремелле?
Пакет // Николай Степанов. Пантелеев А.И. Пакет: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 67 с.
— Ҫынсене Гоголь епле хӑратса пӑрахма пултарать, э!? — тӳсеймерӗ Саша чӗнмесӗр.
Эпӗ учитель пулса тӑтӑм // Аркадий Петров. Алексин А.Г. Сашӑпа Шура: повесть; А.Петров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 92 с.
Липучка хӑратса пӑрахрӗ.
Эпӗ поэт пулса тӑтӑм // Аркадий Петров. Алексин А.Г. Сашӑпа Шура: повесть; А.Петров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 92 с.
Урисене ӑшӑ пысӑк явлӑк витнӗ, явлӑкӗ ҫине ӳкернӗ мӑн арӑслансем халь-халь сан ҫине сиксе ӳкес пек хӑратса тӑраҫҫӗ.А ноги его были накрыты пледом, на котором в страшных позах застыли огромные желтые львы.
«Чи кирли ҫинчен ан манса кай!» // Аркадий Петров. Алексин А.Г. Сашӑпа Шура: повесть; А.Петров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 92 с.
Пирӗн шывра крабсем тытакан шхунӑсене е вӑрӑлла ҫӳрекенсене тытса чар ҫеҫ, катертан чылай инҫере «Кайри-Мару» курӑнса каять те чылай вӑхӑт хушши систерсе те хӑратса калаҫма пуҫлать.
VI // Михаил Рубцов. Диковский, С. В. Калавсем; Хв. Уярпа М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 70 с. — 43–69 с.
Ку шухӑш Кэмбие йӑлтах хӑратса пӑрахрӗ: вара вӑл, кресло ҫине лӑпчӑнарах ларса, ҫав ҫынсенчен пытанма хӑтланнӑпа пӗрех, йӑшаланкаласа илчӗ.От этой мысли Кэмби стало не по себе, он поерзал в кресле, словно пытаясь спрятаться в его глубине.
«Дракон» хӑйӗн чунне сутать // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Хальччен курман илемлӗ кайӑка хӑратса тартасран хӑранӑ пек, ача хуллен, уҫӑ форточкӑллӑ чӳрече патне пырса, кантӑк ҫумне лӑпчӑнса пӳлӗмелле пӑхрӗ.
Лайӑххи ҫав тери нумай // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Хурланнипе, мӗскӗн Мартин Несс пек, кӗпер ҫинчен шыва сикместӗп, кӗрешетӗп! — темӗнле, хытах ҫилленсе калаҫма пуҫларӗ американец, хӑйӗн ӑнланмаллах мар чӗлхипе ачасене пӑртакках хӑратса.
Тӗлӗнмелле американец // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Унӑн кӑшкӑрас, хӑратса тӑкас йӑла ҫук.
15 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.