Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хырӑмӗ (тĕпĕ: хырӑм) more information about the word form can be found here.
Хӑйӗн хырӑмӗ ҫинчен манмасть!..

О своем аппетите небось не забывает!..

6 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ӗҫре — ҫунать хӑй, тӗтӗм мӑкӑрланать унран, начарланса кайрӗ — палламалла мар, хырӑмӗ урлӑ аттине кураймасть!

На работе он горит — аж дым от него валит, похудел — страсть, из-за живота сапог не видит!

7 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Дарья, кӗпе аркине намӑссӑррӑн хырӑмӗ ҫинелле туртса хӑпартнӑ та, урайӗнче ҫывӑрса выртать.

Дарья, бесстыже заголив подол, спала на полу.

LVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Кайран лаши пирӗн пата ӗрӗхсе ҫитрӗ, сӑмси шӑтакӗсенчен юн ҫулӑм сирпӗннӗ пек сирпӗнет, йӗнерӗ хырӑмӗ айӗнче ҫапкаланать.

А конь прибег к нам, из ноздрей ажник полымем бьет, а седло под пузой мотается.

LI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Вӑл хӗвӗшӳ тапрансанах, учӗ патне чупса пырса, тӗрӗс аллипе йӗнер пӗкечинчен ярса тытнӑ пулнӑ, анчах урипе йӑрана ҫине тӑнӑ кӑна — йӗнерӗ ут хырӑмӗ айнелле шуса кайнӑ.

А он, значит, когда поднялася томаха — к коню, черк целой рукой-то за луку, и только ногой — в стремю, а седло — коню под пузо.

LI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Качака путекки, Григорин кӗрӗк витнӗ хырӑмӗ ҫине хӑпарса кайса, чылайччен айванла пӑхса тӑчӗ, хӑлхисене вылятрӗ, унтан, хӑюлланса, пӗр икӗ хутчен сиккелесе илчӗ те сасартӑк пӗтрешке урисене чармакласа хучӗ.

Козленок, взобравшись на шубу, на живот Григорию, долго и глупо всматривался, сучил ушами, потом, осмелев, подпрыгнул раз и два и вдруг раздвинул курчавые ноги.

XXXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Пичӗ-куҫӗ чӗп-чӗр юн, кӑкӑрӗпе шалалла туртӑнса кӗнӗ хырӑмӗ тӗлӗнче те симӗс гимнастерки юнпа пӗвӗнсе хытнӑ.

Лицо, зеленая гимнастерка на груди и втянутом животе залиты смерзшейся кровью.

XXXIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Вӗсем ҫаврӑнса тухнӑ типӗ ҫырмана юр хӳсе тултарнӑ — вырӑнӗ-вырӑнӗпе лашасем хырӑмӗ таранах анса каяҫҫӗ.

Балка, по которой двигались в обход, была засыпана снегом — местами доходил он лошадям до брюха.

XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Анфиса, мӑнтӑр та лутраскер, хырӑмӗ лайӑхах палӑрнӑ ӗнтӗ.

полная и низенькая, с заметно выросшим круглым животом.

XXXII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Эпир иксӗмӗр ӗнтӗ вӗсене ак ҫапла, кӑмӑл тумашкӑн, пустав айне — Рубцов-Емницкий кулса яра пачӗ, унӑн пысӑк хырӑмӗ чӗтренсе илчӗ.

Теперь мы с тобой можем их эдак, для ясности, под сукно — Рубцов-Емницкий даже засмеялся, и его живот задрожал.

XXX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Шыв хӗрринчи садсем, пӳртсем, тӑкӑрлӑксем сасартӑк ҫухалчӗҫ, малта, лутра сӑртсем ҫинче, сурӑх картисем хуралса тӑни курӑнчӗ, сӑрт хӗррипе, кӑвак тӗтре пек, сурӑх кӗтӗвӗ анать, шыв ӑшӑх ҫӗрте ӗнесем хырӑмӗ таранах шыва кӗнӗ те йӗпе ҫулӑк пек хӳрисемпе ҫыпҫӑнакан пӑвансене хӑваласа тӑраҫҫӗ.

Сады, хутора, улочки, подходившие к воде, скрылись, на гористом берегу лежали кошары, серой тенью двигались по взгорью овцы, на перекате стояли коровы, зайдя по брюхо в воду и отбиваясь от липких оводов мокрой метелкой хвоста.

XXVI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ку шухӑшсем ӑна савӑнтарчӗҫ, ыр кӑмӑла парӑнса, Сергей Вӗри ту ҫинчи Цветник текен вырӑна каясшӑн пулчӗ, анчах ытла та хырӑмӗ выҫнине туйса илчӗ.

От этих мыслей Сергей повеселел и, поддаваясь хорошему настроению, хотел было пойти в цветник, на Горячую Гору, но почувствовал, что здорово проголодался.

XIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Ҫак самантра вӑл кӑмӑллӑн кулса ячӗ, Кавказ пиҫиххине хытах туртса ҫыхман пирки ун хырӑмӗ чӗтренсе илчӗ.

Тут он добродушно засмеялся, отчего живот его, слабо подтянутый кавказским пояском, заметно вздрагивал.

I сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Жарков хырӑмӗ айӗнчен пыршӑсем пӑсланса пыраҫҫӗ.

Под животом Жаркова дымились, отливая нежно-розовым и голубым, выпущенные кишки.

20 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Пӗр хутчен вӑл вилнӗ салтак ҫине ҫитсе тӑрӑнчӗ, чавсисемпе унӑн хытса ларнӑ хырӑмӗ ҫине тӗрӗнсе, урлӑ каҫса кайрӗ.

Одни раз он перелез через труп убитого, опираясь локтями о ввалившийся жесткий его живот.

20 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Хайпе пӗрле ларса пыракан санитар вилӗ лашан кӳпчесе кайнӑ хырӑмӗ ҫине лачлаттарса сурчӗ те Листницкие ӑнлантарма, лаша мӗншӗн вилни ҫинчен калама пуҫларӗ.

Ехавший с ним санитар пояснил, сплевывая на вздувшийся живот лошади:

14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Ну, кӑшт чӳхенсе уҫӑлар та тумланар, — сӗнчӗ Петро, нӳрӗ хырӑмӗ ҫинчи хӑйӑра шӑлса тасатса.

— Ну, давай охолонемся — и одеваться, — предложил Петро, обметая с влажного живота песок, подрагивая.

10 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Вӑл ҫу каҫа кӑштах начарланчӗ, анчах йывӑр ҫын пулнӑ пулин те, унӑн стайлӑ кӗлетки-ҫурӑмӗ пачах улшӑнмарӗ: чӑмӑрланнӑ хырӑмӗ тулли кӗлеткере нимӗн чухлӗ те палӑрмасть, туртӑнса кайнӑ питне вара — ӑшшӑн лайӑхланнӑ куҫӗсем урӑхларах илем, ҫӗнӗ илем кӳрсе тӑраҫҫӗ.

Она подурнела за лето, но статной фигуры ее почти не портила беременность: общая полнота скрадывала округлившийся живот, а исхудавшее лицо по-новому красили тепло похорошевшие глаза.

20 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Йывӑр самантра макӑрни — ҫуллахи уяр ҫанталӑкри ҫумӑрпа пӗрех; амӑшӗ, хӑйӗн ухмах, яка мар, хӗрарӑм сӑмахӗсемпе ҫуйӑхашса, Натали пуҫне хӑйӗн путса кӗнӗ хырӑмӗ ҫумне чӑмӑртарӗ; Мирон Григорьевич, тарӑхса ӳксе, крыльца ҫине чупса тухрӗ.

Плач в тяжелую минуту — что дождь в майскую засуху; мать прижала к впалому животу Натальину голову, причитая нескладное, бабье, глупое; а Мирон Григорьевич, распалясь, — на крыльцо.

13 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

«Урӑх паян», — терӗ Ильинична хӑй ӑшӗнче, унтан, кӑмӑлне тултарса, хӑйӗн хырӑмӗ ҫине кӗллине ҫыхса пӗтермен чӑлхапа йӗпсем илсе хучӗ.

«Тверезый ноне», — подумала и, довольная, положила на пухлый свой живот чулок со спицами и недовязанной пяткой.

8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed