Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хулара (тĕпĕ: хула) more information about the word form can be found here.
Хулара тем вӑхӑт пурӑнма тивет-ха!

Help to translate

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Чунӑм савнӑ сар ачи Ӑҫти хулара ҫӳрет-ши?

Help to translate

XIX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ачи баржа ҫине ӗҫлеме кӗнӗ тенине илтнӗ вӑл, баржи ӑҫта, хӑш хулара тӑнине пӗлмест.

Help to translate

XVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тӗп хулара пурӑнать пулин те ентешӗмӗр тӑван яла час-часах килсе ҫӳрет, вӗренекенсемпе тӗл пулать.

Help to translate

Пултаруллӑ та паттӑр ентеш // Николай ВАСИЛЬЕВ. http://putpobedy.ru/publikatsii/10761-pu ... t-r-entesh

Ялти тепӗр лавккаҫӑн Лариван Левентейӗн аслӑ ывӑлӗ пӗр пысӑк хулара инженера вӗренсе тухнӑ иккен.

Help to translate

Тарье хаярланма пуҫлать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Тарье инке, сире апат пӗҫерме хулара вӗрентнӗ пуль ҫав.

Help to translate

Сергейпе Хрестук // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хулара тӗпленнисем те яла куҫса ҫурт лартма пултараҫҫӗ.

Help to translate

«Ял ипотеки» пулӑшать // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. http://putpobedy.ru/publikatsii/11309-ya ... i-pul-shat

Республикӑри пӗчӗкрех ытти хулара вара ял ипотекипе усӑ курса ҫурт лартма е туянма юрать.

Help to translate

«Ял ипотеки» пулӑшать // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. http://putpobedy.ru/publikatsii/11309-ya ... i-pul-shat

Хулара ҫитӗннӗскер аслӑ ӗҫтешӗсенчен юлмасть.

Help to translate

«Симӗс ылтӑн» ытамӗнче // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11312-si ... -ytam-nche

Кирша старике хулара лайӑх пӗлеҫҫӗ иккен, ӑна вӗсем часах шыраса тупрӗҫ.

Help to translate

10. Тахҫанхи туссем патӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кирлӗ пулсан эрне пурӑнаҫҫӗ хулара, хӑйсен ӗҫне вӗҫне ҫитереҫҫех.

Help to translate

3. Ҫынсене мӗн вӑрҫтарать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хамӑр шӗкӗр хулара курасчӗ сана, пултаруллӑ, маттур, хӑвна тивӗҫлӗ ханпа юнашар ларнине курасчӗ.

Help to translate

19. Мускав тулашӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хусан таврашӗнче ҫеҫ мар, хулара та асар-писер пурнӑҫ пуҫланса кайнӑ тет унта сирӗн.

Help to translate

18. Сарайчик хули // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Каярахпа чуххӑмӑн шутласа хыпар турӗҫ: хан Хусантан иртнӗ пулмалла, паян-ыран вӑл шӗкӗр хулара, Кӑкшамарта, пулма тивӗҫ.

Help to translate

13. Шӗкӗр хула Кӑкшамар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫак пӗчӗк шыв хӗрринче, вӑхӑтлӑха пӗренепе чул купаласа тунӑ хулара лармӑпӑр ҫитес ҫул, аслӑ Атӑл хӗррине тухӑпӑр, Хусан патнелле хамӑр тапӑнса кайӑпӑр…

Help to translate

3. Аллах ярса панӑ ҫын // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хулара чухне тепре ыйтса пӑхар мар-и, Ахтупай?

Help to translate

6. Тӑван хурӑнсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Тем тесен те кӗҫӗр пирӗн ҫав эсир тунӑ хулара ҫӗр каҫасчӗ.

Help to translate

6. Тӑван хурӑнсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Ара, хулара тупатпӑр унта сире, — упӑшки майлӑ пулчӗ Эрнепи.

Help to translate

6. Тӑван хурӑнсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Аркатса тӑкнӑ хулара ӑҫтан ҫуна тупӑн халь?

Help to translate

4. Иртнӗ кунӑн ҫути ҫук // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Хамӑр илнӗ хулара ма тӑма юрамасть вара?

Help to translate

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed