Шырав
Шырав ĕçĕ:
Хут тӑрӑх пӗтӗмпех уҫӑмлӑ мар, – ҫапла пӗтӗмлетрӗ информаци кунне министр ҫумӗ Максим Иванов.
Министр сас-хурана сирчӗ // ЛЮБОВЬ СЕМЕНОВА, ВЕРА ШУМИЛОВА, ВИКТОРИЯ ВЫШИНСКАЯ. «Тӑван Ен», 37-38№, 2016.05.20-26
Ҫӗрпе ҫыхӑннӑ информаци уҫӑ тата уҫӑмлӑ пулмалла.Необходимо сделать информацию о земле открытой и прозрачной.
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792
Михаил Васильевич ЧР Патшалӑх Канашне янӑ Ҫырура пусӑмласах ҫапла палӑртнӑ: «Хамӑн ҫырусенче эпӗ ял хуҫалӑх пӗлтерӗшлӗ ҫӗрсемпе усӑ курас ӗҫре йӗрке туса ҫитермеллине, тӳрӗ мар кӑмӑллӑ харпӑрлӑхҫӑсемпе арендаторсенчен хӑтӑлмаллине, ҫӗрпе саккунсӑр тата ултавлӑ майпа усӑ курма тата унпа спекуляци тума ирӗк памалла маррине пӗр хут кӑна мар палӑртнӑччӗ. Ял хуҫалӑх пӗлтерӗшлӗ ҫӗрсемпе мӗнле усӑ курнине муниципалитет енчен ҫӗр тӗрӗслевне тухӑҫлӑ йӗркелени ку тӗлӗшпе тумалли пӗрремӗш утӑм тесе шухӑшлатӑп. Ҫӗрпе ҫыхӑннӑ информаци уҫӑ тата уҫӑмлӑ пулмалла».
Кашни ҫӗр лаптӑкӗ усӑ кӳтӗр // Валентин ГРИГОРЬЕВ. «Хыпар», 2016, ака, 19; 53-60№
Хӑвӑн халӑхун ҫылӑхӗсем ҫине ан пӑх, Хӑвна чӑннипе ӗҫлесе тӑракансем ҫине пӑх; 25. йӗркесӗр ҫынсен усал ӗҫӗсене ан асӑрха, инкек-синкекре те Хӑвӑн халална астуса тӑнисене асӑрха; 26. Хӑвӑн умӑнта ултавлӑ хӑтланнисем ҫинчен ан шухӑшла, Санран хӑрани мӗн иккенне пӗлсе ҫитнисене асна ил; 27. выльӑхла пурӑннисене ан пӗтер, Хӑвӑн саккунна уҫӑмлӑ вӗрентнисем ҫине пӑх; 28. тискер кайӑкран та япӑхрах шутланаканнисене ан ҫиллен; 29. яланах Хӑвӑн тӳрӗлӗхӳпе мухтавна шанса тӑракансене кӑмӑлла.
3 Езд 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ӑссӑрсем, ырӑ ӑса вӗренӗр, айваннисем, эсир те ӑса кӗрӗр. 6. Итлӗр: эпӗ чи кирлине пӗлтерӗп, манӑн чӗлхе-ҫӑварӑм калани пурте тӗрӗс: 7. чӗлхем чӑннине калать, манӑн чӗлхе-ҫӑварӑмшӑн усаллӑх — ирсӗр; 8. манӑн пур сӑмахӑм та тӗрӗс; унта ултавлӑх та, чеелӗх те ҫук; 9. ӑслӑ-тӑнлӑ ҫыншӑн вӗсем пурте уҫӑмлӑ, пӗлӳ шыракансемшӗн — тӗрӗс. 10. Кӗмӗле мар, эпӗ ӳкӗтленине хапӑл тӑвӑр; пӗлӳ таса ылтӑнран та хаклӑрах: 11. ӑслӑлӑх ахахран та лайӑхрах; мӗн ӗмӗтленни нимӗн те унпа танлашаймасть. 12. Манпа, ӑслӑлӑхпа, пӗрле — ӑс-хакӑл, эпӗ шухӑшлакан-шухӑшлаттаракан пӗлӳ шыратӑп. 13. Ҫӳлхуҫаран хӑрани вӑл — усала курайманни; эпӗ мӑнкӑмӑллӑхпа мӑнаҫлӑха, усал ҫула, ултавлӑ чӗлхе-ҫӑвара кураймастӑп. 14. Манра — канаш, манра — тӳрӗлӗх; эпӗ — ӑс-хакӑл, манра — хӑват. 15. Эпӗ ертсе пынипе патшасем патшара лараҫҫӗ, аслӑ пуҫлӑхсем тӳрӗлӗхе саккуна кӗртсе пыраҫҫӗ; 16. эпӗ ертсе пынипе ҫулпуҫсем, улпутсем, ҫӗр ҫинчи тӳресем пурте пуҫ пулаҫҫӗ. 17. Кам мана юратать — эпӗ те ӑна юрататӑп, кам мана шырать — ҫавӑ мана тупать; 18. манра — пуянлӑхпа мухтав, иксӗлми мулпа тӳрӗлӗх те — манра; 19. манӑн ҫимӗҫӗм ылтӑнран та, чи таса ылтӑнран та, лайӑхрах, эпӗ — тасатнӑ кӗмӗлтен те хаклӑрах. 20. Эпӗ тӳрӗлӗх ҫулӗпе, тӗрӗс сут сукмакӗпе ҫӳретӗп: 21. ҫапла эпӗ хама юратакансене пысӑк ырӑлӑх парнелетӗп, вӗсен пӳлмине тултаратӑп. [Кунсерен пулаканнине пӗлтернӗ чухне эпӗ ӗмӗртен малтан мӗн пулнине те манмастӑп.]
Ытар 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Иордан урлӑ каҫсассӑн, эпӗ сире паян хушнӑ пек, ҫав чулсене Гевал тӑвӗ ҫине лартӑр та вӗсене акшарпа шӑлса тухӑр; 5. ҫавӑнта хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Турруна парне кӳрсе тӑмашкӑн чулран — чулӗсене тимӗр тивертмесӗр — парне вырӑнӗ туса ларт; 6. хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Туррун парне вырӑнне чутламан пӗр пӗтӗм чул катрамӗсенчен ту, ун ҫинче эсӗ хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Турруна парнесем кӳр, пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парне, 7. канӑҫлӑх парнисем кӳр, унта ҫи, [тӑраничченех ҫи,] хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Турру умӗнче савӑн; 8. [ҫав] чулсем ҫине ҫак саккунӑн пӗтӗм сӑмахне питӗ уҫӑмлӑ палӑрса тӑмалла ҫырса хур, тенӗ.
Аст 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Дмитрий Медведев ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, ҫӗр айӗнчи пуянлӑх пулмасан та республикӑра малашлӑх тӗллевӗсене уҫӑмлӑ палӑртнӑ: инвестицисене ҫынна, уйрӑммӑн илсен, ҫамрӑксене аталантарма хываҫҫӗ.
Инвестицисем — ҫамрӑксене аталантарма… // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№
Район больницин тӗп врачӗ Владимир Дубов кӗскен те уҫӑмлӑ хуравларӗ: «Районта пурӗ 180 койка-вырӑн. Пациентсемшӗн Кӳкеҫри е Ишлейри стационарсене ҫитсе сипленесси йывӑрлӑх мар».
Çынсене çитменлĕх кулянтарать // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 4; 29-30№
Кӑҫалхи тӗллевсем уҫӑмлӑ, чылайӑшӗ ӑнӑҫлӑ пурнӑҫланать.
Ырӑ улшӑнусем пулмаллах // Валентин ГРИГОРЬЕВ. «Хыпар», 2016, кӑрлач, 21; 23–24№
— Тутисемпе чӑмлакаларӗ, йӳҫӗ улма ҫинӗ пек, те тем каларӗ, те ӳсӗрсе илчӗ: «гм, гм» — текелерӗ, уҫӑмлӑ нимех те каламарӗ.
IV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Уҫӑмлӑ пулни суеҫтернинчен лайӑхрах терӗм те эпӗ суя ҫивӗте илсе пеме шутларӑм.
Ҫӳҫ ҫинчен // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 46–53 стр.
Вӗсен наукине хывакан Ли Ши-чжэнь, хӑйӗн «Бэньцао чанму» ятлӑ кӗнекинчеччӗ пулас, ҫын какайне ӑшаласа ҫиме пулать, тесе питӗ уҫӑмлӑ ҫырса кӑтартнӑ.
V // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 8–23 стр.