Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

улми (тĕпĕ: улма) more information about the word form can be found here.
Кӑвак костюм, кӗрен чӑлха пуҫӗ тата чечекне тӑкнӑ хӑлха ҫакки курӑкӗ пек кӑпӑшка калпак тӑхӑнтартнӑ ача амӑшӗн чӗркуҫҫийӗсем ҫинче тапӑлтатать, унӑн икӗ кӗрен пан улми пек пит ҫӑмартийӗ тапса тӑрать.

Малыш упруго дрыгал ножками на ее коленях, одетый и голубые ползунки и пушистую, как отцветший одуванчик, шапочку, из которой, как два румяных яблока, вышарили его тугие щечки.

5 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Пахчари курӑк таврашне ҫеҫ ҫинӗ — ҫӗр улми ҫулҫинчен симӗс шӗвек пӗҫернӗ, унран ӗнене ӗҫтерекен ҫӑра шыв шӑрши кӗнӗ, йӗрӗнтернӗ пулин те, ӑна йывӑҫ кашӑксемпе сыпнӑ.

Ели одну зелень с огорода — варили из ботвы зеленую жижу, пахнувшую коровьим пойлом, и, преодолевая отвращение, хлебали деревянными ложками.

4 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Икӗ кун каялла пирӗн пата облаҫ центрӗнчен пахча ҫимӗҫ, купӑста, ҫӗр улми турттарма ҫӗр автомашинӑ яхӑн персе ҫитрӗ.

Два дня назад нагнали к нам из областного центра около сотни автомашин за овощами, капустой, картошкой.

23 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Ҫӗр улми ҫеҫ иретӗн, ырлӑхӗ вара шак хӑймаран темелле…

— Одну картошку мнешь, а добра как с одних сливок…

11 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Аникей хӑй умне ҫиллессӗн сурчӗ, кӳпшек те йывӑр ӳт-пӳллӗскер пахча хӳми урлӑ йӑраланса каҫрӗ те, хӑрнӑ ҫӗр улми аврисене шӑтӑртаттарса, йӑрансем хушшипе утрӗ.

Зло плюнув себе под ноги, Аникей тяжело перевалил свое рыхлое, грузное тело через прясло огорода и зашагал между грядками, с хрустом давя старую картофельную ботву.

11 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Пӑхма ҫеҫ яка хӑв, пиҫсе ҫитнӗ пан улми пек, ҫыртас-тӑк — шалтан пӗтӗмпех ҫӗрӗк эсӗ!

Это с виду ты гладкий, как яблочко спелое, а раскуси — нутро у тебя гнилое!..

7 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Сана, паллах, лайӑхрах татӑкне панӑ, хам вара ҫӗр улми ҫинӗ те шыв сыпнӑ!..

— Тебе, конечно, лучший кусок отдавал, а сам воду пил да картошкой закусывал!..

7 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Канмасӑр, час-часах такӑна-такӑна, Корней ҫӗрекен ҫӗр улми аврисем купан-купан выртакан, типсе кайнӑ хӗвел ҫаврӑнӑш тунисем ларса юлнӑ ют пахчасен ҫатанӗсем ҫуммипе ҫаврӑнса тухрӗ, юлашки тӑкӑрлӑкран иртсе, урам урлӑ вӑраххӑн утса каҫрӗ те сасартӑк, хӑй мӗн курнине хӑй ӗненмесӗр, юпа пек хытса тӑчӗ.

Не передыхая и часто спотыкаясь, Корней обогнул плетни чужих огородов с кучками гниющей картофельной ботвы и высохшими бу-дыльями подсолнухов, миновал последний проулок, пересек улицу и вдруг ошеломленно застыл, не веря своим глазам.

1 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Кавӑнпа авӑрлӑн, йӗтре вырӑнне ҫӗр улми пулӗ!

— Тыквами будешь заряжать, картошка замест картечи!

XXIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Мелехов хӑйпе юнашар ҫаксем: пан улми пек хӗрлӗ сӑн-питлӗ Авдеич Брех, Матвей Кашулин, Архип Богатырев, казак карттусӗ тӑхӑннӑ Атепин Цаца; унтан ҫурма кӑшӑл пек ҫавракаласа тытнӑ шӑтӑрнак-карта евӗр курӑнса, ытти палла тӑран казаксен пичӗсем каяҫҫӗ: кӗреҫе сухаллӑ Егор Синилин, Такан Яккӑвӗ, Андрей Кашулин, Николай Кошевой, тӑсланкӑ Борщев, Аникушка, Шамильсен Мартынӗ, арман хуҫи Громов, чӑнккамас туналлӑскер, Яков Колобейдин, Меркулов, Федот Бодовсков, Иван Томилин, Епифан Максаев, Захар Королев, Авдеич Брех ывӑлӗ — каҫӑр сӑмсаллӑ лутра казак Антип; пиччӗшне — Петрона — Григорий, майданӑн тепӗр енне каҫнӑ чух, карталанса тӑнӑ казаксен леш енчи ушкӑнӗнче асӑрхарӗ.

Рядом со сватом — румяный, как яблочко, Авдеич Брех, Матвей Кашулин, Архип Богатырев, вырядившийся в казачью фуражку Атепин-Цаца; дальше сплошным полукруглым частоколом — знакомые лица: бородатый Егор Синилин, Яков Подкова, Андрей Кашулин, Николай Кошевой, длинновязый Борщев, Аникушка, Мартин Шамиль, голенастый мельник Громов, Яков Коловейдин, Меркулов, Федот Бодовсков, Иван Томилин, Епифан Максаев, Захар Королев, сын Авдеича Бреха — Антип, курносый, мелкорослый казачишка; Брата Петра Григорий, переходя майдан, увидел на противоположной стороне круга.

XXIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Така ашӗ ярса пӗҫернӗ купӑста яшки хыҫҫӑн лапшу, унтан така ашӗ, чӑх ашӗ, така урисенчен пӗҫернӗ стутен, ӑшаланӑ ҫӗр улми, услам ҫу ярса вир пӑтти, кулага, хӑймапа икерчӗ, йуҫӗтнӗ арпус ҫирӗҫ.

Щи с бараниной сменила лапша, потом — вареная баранина, курятина, холодец из бараньих ножек, жареная картошка, пшенная с коровьим маслом каша, кулага, блинцы с каймаком, соленый арбуз.

XIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Дуняшка чечеклӗ турилкке ҫинче йӳҫӗтнӗ пан улми суса тӑрать.

Дуняшка на узорчатой тарелке обмывала моченые яблоки.

XIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ула кураксем ним хӑрамасӑр строй хыҫне вӗҫсе анаҫҫӗ, сарӑ пан улми куписем пек курӑнса выртакан ут тислӗкне чава-чава сӑхаҫҫӗ.

Вороны безбоязненно садились позади строя, гребли и клевали оранжевые яблоки конского помета.

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ҫавнашкал тӗлӗксем курнӑ хыҫҫӑн Ҫӑрттан мучи ирхи апатченех типӗ тутисене ҫуласа ҫӳренӗ, пурлӑ-ҫуклӑ апатне ҫинӗ чухне вара ассӑн сывла-сывла илнӗ, катӑк кашӑкӗпе чашӑкра юлхавлӑн пӑлхатса, ҫӗр улми таткисене тытнӑ.

После таких снов дед Щукарь до завтрака потихоньку облизывал сухие губы, а во время скудного завтрака горестно вздыхал и вяло орудовал щербатой ложкой, рассеянно вылавливая в миске кусочки картофеля.

XVIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Хай служащисенченех пулмалла-ха та, ҫапах та эс, председатель, хуп турттарнӑ чух манпа пӗрле ҫӗр улми тасатма та йӗрӗнсе тӑмарӗ.

Хотя он, видать, из служащих, а не погребовал картошку со мной чистить, когда ты, председатель, дрыхнул.

VIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Палламан ҫыннӑн выляса тӑракан хӑмӑртарах пӳрнисем айӗнчен ҫӳхе ҫӗр улми хуппи спираль пек пӗтӗрӗнсе аннине курсан, вӑл кӑмӑллӑн: — Эсӗ чӗлхепе кӑна мар, ӗҫре те ҫивӗч иккен. Помощник лайӑх манӑн! — терӗ.

Глядя, как под смуглыми и проворными пальцами незнакомца спиралями сворачивается тонкая картофельная кожура, она удовлетворенно сказала: — Да ты не только на язык востер, но и на дело. Хорош помощничек у меня!

VIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Енчен енне сулкаланкаласа, Куприяновна будка хыҫӗнчен пӗр тулли витре ҫӗр улми илсе килчӗ те, ҫаплах кулкаласа, килнӗ ҫынна хирӗҫ лутра пукан ҫине ларчӗ.

Покачиваясь, Куприяновна принесла из-за будки полное ведро картошки и, все еще посмеиваясь, уселась против приезжего на низком табурете.

VIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Санпа пакӑлтатса ларсан, ҫӗр улми хӑҫан шуратса пӗтерӗп эпӗ ҫакӑн чухлӗ халӑх валли? — ыйтрӗ Куприяновна.

— А картошку когда же я начищу на такую ораву, ежели буду с тобой лясы точить? — спросила Куприяновна.

VIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Калаҫҫӗ: кай ҫӗр улми купалама — савӑнмастӑп, анчах каятӑп.

Скажут: иди подбивать картошку, — без радости, но пойду.

IV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Тен, ҫӗр улми купалама кай, тейӗн тата?

Может, ишо скажешь — идти мне картошку подбивать?

IV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed