Шырав
Шырав ĕçĕ:
10. Чӗрӳне ӑслӑлӑх кӗрсессӗн, чунушӑн пӗлӳлӗх кӑмӑллӑ пулсассӑн, 11. сана ыррипе усаллине уйӑрма пӗлни хӳтӗлӗ, сана ӑс-хакӑлу сыхӑ усрӗ; 12. ҫакӑ сана усал ӗҫсен ҫулӗнчен, суя суйса калаҫакан ҫынран ҫӑлса хӑварӗ, 13. сӗмлӗх ҫулӗсемпе ҫӳремешкӗн тӳрӗ ҫула пӑрахакансенчен, 14. усал ӗҫ туса савӑнакансенчен, усал асӑхпа киленекен ҫынсенчен — 15. кукӑр ҫулпа ҫӳрекенсенчен, хӑйсен сукмакӗ ҫинче аташса ҫӳрекенсенчен — ҫӑлса хӑварӗ; 16-17. сана ӑслӑлӑх урӑх ҫын арӑмӗнчен — хӑй ҫамрӑклӑхӗн тусне пӑрахнӑ, хӑй Туррийӗн саккунне маннӑ, илӗртмелле калаҫакан ют арӑмран — хӑтарӗ.
Ытар 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Соломон каланӑ: Эсӗ Хӑвӑн Давид чуруна, манӑн аттеме, пысӑк ырӑлӑх панӑ; вӑл Санӑн умӑнта тӳрӗлӗхпе чӑнлӑха уяса, таса чун-чӗрепе тӑнӑшӑн Эсӗ, ҫав пысӑк ырӑлӑха ун валлиех хӑварса, ӑна унӑн аслӑ пуканӗ ҫине ларма пултаракан ывӑл панӑ; халӗ чӑнахах та тӳрре килчӗ ку; 7. эй Ҫӳлхуҫа Туррӑм, Эсӗ ӗнтӗ мана, Хӑвӑн чуруна, Давид аттемӗм вырӑнне патшана лартрӑн; анчах эпӗ тайӑн ача, мӗнле кӗрсе мӗнле тухмаллине те пӗлместӗп; 8. Санӑн чуру — Эсӗ суйласа илнӗ халӑху хушшинче; ку халӑх — калама ҫук йышлӑ, ӑна шутласа кӑларма та, куҫпа виҫсе илме те ҫук; 9. Санӑн халӑхна пӗлсе сут тумашкӑн, ыррипе усаллине уйӑрма пӗлмешкӗн Хӑвӑн чуруна ӑслӑ чӗре парсамччӗ; унсӑрӑн Санӑн ҫак йышлӑ халӑхна кам пӑхса тӑрайтӑр? тенӗ.
3 Пат 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Патша ӑна: эсӗ ҫакна мӗн тума калатӑн? эпӗ Сивапа иксӗр хушшӑрта хир анисене пӗр тан уйӑрма хушатӑп, тенӗ.
2 Пат 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Эхер те тӑвану, [аҫу ывӑлӗ е] аннӳ ывӑлӗ, е хӑвӑн ывӑлу, е хӗрӳ, е пӗрле выртса тӑран арӑму, е чун пек ҫывӑх тусу: «каяр та эсӗ ху та, сан аҫусем те пӗлмен урӑх турӑсене пуҫҫапса пурӑнар» тесе вӑрттӑн калаҫса ҫавӑрма пӑхсассӑн, 7. сан йӗри-тавра, ҫывӑхра е аякра, ҫӗрӗн пӗр хӗрринчен тепӗр хӗррине ҫитичченех пурӑнакан халӑхсен туррисене пӑхӑнса тӑма хистесессӗн, 8. унпа ан килӗш, ӑна ан итле; куҫу ун ҫине хӗрхенсе ан пӑхтӑр, ӑна ан шелле, ӑна ан хӳтӗле, 9. вӗлер ӑна; ӑна вӗлермешкӗн пуринчен малтан ун ҫинче санӑн аллу пулмалла, унтан пӗтӗм халӑх алли пултӑр; 10. ӑна чулпа персе вӗлер, мӗншӗн тесессӗн вӑл сана Египет ҫӗрӗнчен, чуралӑх ҫуртӗнчен, илсе тухнӑ Ҫӳлхуҫаран, хӑвӑн Туррунтан, уйӑрма тӑчӗ; 11. пӗтӗм Израиль ҫакна илтӗ те хӑраса кайӗ, ӳлӗмрен сан хутлӑхунта ҫавӑн пек усал ӗҫ тума пӑрахӗҫ.
Аст 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Таса выльӑха тасамарринчен уйӑрма, таса вӗҫен кайӑка тасамарринчен уйӑрма пӗлӗр; Эпӗ таса мар тесе уйӑрнӑ выльӑхпа, вӗҫен кайӑкпа, ҫӗр ҫумӗн ҫӳрекен чӗрчунпа хӑвӑр чунӑра ан ирсӗрлентерӗр.
Лев 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫакӑ сире сыпӑкран сыпӑка ӗмӗрлӗхе панӑ йӗрке, 10. сире ӑна тасатнӑ япалана тасатманнинчен, таса маррине тасинчен уйӑрма пӗлччӗр тесе 11. тата Ҫӳлхуҫа Моисей урлӑ панӑ мӗнпур йӗркене Израиль ывӑлӗсене вӗрентме тесе панӑ, тенӗ.
Лев 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Кӑҫал отрасле пулӑшма ҫул-йӗр фондӗнче пухӑнакан укҫапа, бюджетӑн инвестици тӗллевӗллӗ тӑкакӗпе, тӗрлӗ категорие пурӑнмалли вырӑна лайӑхлатмалли социаллӑ тӳлевпе пӗрле 8,5 млрд тенкӗ уйӑрма пӑхнӑ.
Эпир - малтисен шутӗнче // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№
Съезд правительствӑран хамӑр университетра журналист-сем хатӗрлемелли 20 бюджет вырӑнӗ уйӑрма ыйтрӗ.
Иксӗлми талант, пултаруллӑ ертӳҫӗ // Анатолий ТИМОФЕЕВ. «Елчӗк Ен», 2016.03.17
Ун чухне ачана тимлӗх уйӑрма та йывӑртарахчӗ - килте те ӗҫлеме тиветчӗ.Тогда было тяжело уделять много внимания ребенку — работы хватало и дома.
Юрату та, курайманлӑх та - ташӑра // Татьяна НАУМОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№
Сӑмах май, «Ялсен аталанӑвӗ» федерацин тӗллевлӗ программипе килӗшӳллӗн Чӑваш Ен валли тепӗр 85 миллион тенкӗ уйӑрма палӑртнӑ.
Чӑваш Енри ҫулсем валли 1 миллиард тенкӗ уйӑрӗҫ // Софья Савнеш. http://chuvash.org/news/11674.html
Кӑҫал Чӑваш Енри ҫулсене ҫӗнетмешкӗн федераци хыснинчен 1 миллиард тенкӗ уйӑрма палӑртнӑ.
Чӑваш Енри ҫулсем валли 1 миллиард тенкӗ уйӑрӗҫ // Софья Савнеш. http://chuvash.org/news/11674.html