Шырав
Шырав ĕçĕ:
— Кадет, — терӗ хыттӑн капитан, эпӗ тӑна кӗрсен, — мӗн пулчӗ сана тата!.. ҫемҫешке!— Кадет, — строго сказал капитан, когда я опомнился, — это еще что такое? Баба… тряпка!
X сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Анчах ҫав кӗмсертетӳпе пырса ҫапӑнни мана тӑна кӗртрӗҫ.
VIII сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Тыткӑна лекнӗ ҫын ирпе тӑна кӗрсен, допросра ҫакна кӑтартса панӑ: эпир урлӑ каҫса каймалли чугун ҫула бронепоезд сыхласа тӑнӑ, полустанкӑра нимӗҫ батальонӗ тӑнӑ, Глуховкӑра Жихарев капитан командинчи шурӑ гварди отрячӗ вырнаҫса ларнӑ-мӗн.
V сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Матиа кӗҫех тӑна кӗчӗ, пуҫне тытса ларать.
V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 305–313 с.
Вӑл сӗм тӗттӗмре вӑранса кайрӗ, тӗрӗсрех — тӑна кӗчӗ.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 282–286 с.
Уҫӑ сывлӑш усӑллӑ витӗм кӳчӗ: сыватмӑша вырнаҫтарнӑ Давенант вӑхӑтлӑха тӑна кӗчӗ.Свежий воздух подействовал так, что помещенный в больницу Давенант временно очнулся от забытья.
XVII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Тӑна кӗрӗр!
XVI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Эпӗ тӑна кӗрсе те ҫитеймерӗм, эсир мана хӑналатӑр та…
XV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Хӑйне ҫапса чутах минретменни, ятлани тата пӗр стакан шыв надзирателе тӑна кӗртрӗҫ.Оглушительные действия, брань и стакан воды образумили надзирателя.
XIV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
— Тӑна кӗр!
XIV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Сногден пуринчен те маларах тӑна кӗчӗ.
I сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Урапа патӗнче пухӑнса тӑна эсерсем те большевиксем хӑйсене-хӑйсем мӗнле тытнинчен аптӑраса тӑчӗҫ.Столпившиеся возле телеги эсеры тоже были несколько озадачены поведением большевиков.
II сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Учитель мӗн каланине те, ачасем ӑна хирӗҫ мӗнле каласа панисем те ман пуҫӑма кӗмесӗрех хӑлха витӗр ҫеҫ иртсе кайрӗҫ, эпӗ шӑнкӑрав сасси шӑнкӑртатсан тин тӑна кӗтӗм.
VII сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Пӗрремӗш класра вӗренекен Тупикова ашшӗ-амӑшӗсемпе тӑванӗсем мӗнле хапӑл туса йышӑнассине эпӗ пӗлместӗп, анчах булкӑсем пӗҫерсе сутӑ тӑвакан Спагин ывӑлӗ килне тавӑрӑнас пулсан, мӑнтӑр пӑрушне пуссах парас ҫук, чӗн пиҫиххипе ывӑлне тӑна кӗртесси ҫеҫ пулӗ, ку паллах, ҫапла пулмалла.
II сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Манӑн атте тӑруках тӑна кӗчӗ.
II сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Кунти тӑна ӑшӑтать те чӗртет.
II сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Хӗрсем тухса кайсан вӑл пӗр хушӑ алӑк ҫинелле пӑхса тӑчӗ, чул сарнӑ ҫул пушансан та шухӑшлӑн тӗсеме чарӑнмарӗ, ешчӗксем тиенӗ фургон килнине курсан тин тӑна кӗчӗ.
II сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
— Ҫапах та… — тинех тӑна кӗрсе, сывлӑш ҫавӑрса ячӗ гувернантка, — эпӗ кӑмӑлсӑррӑн тӗлӗнетӗп.— Однако… — нашла наконец силу и дыхание заговорить гувернантка, — я неприятно удивлена.
I сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Тӑна кӗрсен Мордкин каялла килчӗ.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 405–413 с.
Ҫак хурах хӑрушла сасӑпа кӑшкӑрса ячӗ те ӳкрӗ, хӗр вара ҫав самантрах тӑна кӗрсе ун патне ыткӑнчӗ, макӑра-макӑра ӑна ыталать.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 382–396 с.