Шырав
Шырав ĕçĕ:
Тем пек тӑрӑшсан та, лӑпкӑн ларса ҫиесси пулмарӗ ун: пӗр-пӗр усал, чӗнмен ҫын килсе кӗрсе умӗнчи апатне туртса илессӗн туйӑнать ӑна, е тата Адольф Кэмби ҫуллӑ пашалусене таптаса тӑкнӑ пек таптаса тӑкассӑн туйӑнать, ҫавӑнпа ӗнтӗ вӑл хӑранипе пӗрмай каялла ҫаврӑна-ҫаврӑна пӑхса ҫисе ларчӗ.
Парнесем // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Анчах ҫӳлте вӗсен хӑрушла хӗнесе тӑкнӑ юлташӗ выртать.
20 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Ӑна ҫав тери хытӑ хӗнесе тӑкнӑ иккен.
20 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Хамӑр ҫӗр ҫинче халь мӗн-мӗн тунине кӑтартса панӑ унта, — ӑнлантарса пама тытӑнчӗ Петя: — хӑш-хӑш тӗлте фашистсем аркатса тӑкнӑ заводсене юсаса лартнине те курма пулать, ҫӗнӗрен сад лартса ӳстерме тытӑннине те.
Тавыль шкула каясшӑн // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
«Ҫурса тӑкнӑ тетрадьрен пӗтӗмӗшпех ҫӗнни ҫине ҫырса илетӗп, — терӗ Тавыль хӑй ӑшӗнче, ассӑн сывласа илсе.«Перепишу все из порванной тетради в новую, — подумал Тавыль и вздохнул.
Икӗ айӑп пӗр харӑс // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Кирпӗчӗсене пурне те тӑмпа лапӑртаса тӑкнӑ.
Икӗ айӑп пӗр харӑс // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Ҫил-тӑман айӗн-ҫийӗн ҫавӑрттарнӑ чухне кашкӑрсем тулласа тӑкнӑ ӗнтӗ вӗсене.
Пӑрлӑ чикӗ леш енче // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Минтерсем, савӑт-сапа урайӗнче йӑваланса выртаҫҫӗ, улӑм тӳшексене — вӗсенче темӗн шыранӑ — сӳтсе тӑкнӑ.Подушки, посуда валялись на полу, тюфяки — в них что-то искали — были распороты.
IX // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
Пӳртри япаласене пӗтӗмпех айӗн-ҫийӗн арпаштарса тӑкнӑ — пӗри те хӑйӗн вырӑнӗнче мар.
IX // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
Инҫех мар пӗр ушкӑн ҫын тӑрать, вунӑ ҫынна яхӑн пулӗ, вӗсем хушшинче тата ҫи-пуҫне ҫуркаласа тӑкнӑ, тӑрмаланса пӗтнӗ Кулугуров тӑни курӑнать, ҫапса суранлатнӑ пит-куҫне пысӑк алтупанӗпе сӑтӑркаласа, вӑл хыттӑн калаҫать:
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Хӑйӗн ӳт-пӗвӗ сурсах ыратать пек тата ӳпкелешсе хирӗҫет пек туйӑнать ӑна, ҫывӑрнӑ чухне ӑна темскерле йывӑр та ҫемҫе япалапа, кӑкӑра йывӑррӑн сурса ыратакан тунисӗр пуҫне урӑх нимӗнле йӗрри-палли те хӑварман япалапа, хӗнесе тӑкнӑ пек туйӑнать.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Никам сисмен хушӑрах тахши Минакова хӗнесе тӑкнӑ, вӑл аллисемпе хӳмерен тыткаласа, урампа утса пырать, юнлӑ сурать хӑй, ӗсӗклесе йынӑшать:
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Пирӗн тӑвӑрлӑха аркатса тӑкнӑ ӗнтӗ, саркаланса пурӑнах, халӑх, епле пурӑнассу килнӗ пек!
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Бурмистров ҫак этемпе икӗ хутчен те тытӑҫса пӑхнӑ, икӗ хутӗнче те леш ӑна питӗ хытӑ тата кӳренмеллех хӗнесе тӑкнӑ, ҫавӑнтан вара, хӑйне ҫӗнтернӗ ҫынна курсан, вӑл тунсӑхлӑ ҫилӗпе хаярланса каять.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Событисем ӳссех пыраҫҫӗ, инкексен шучӗ нумайланать, хула ҫыннисем тӑтӑшрах та тӑтӑшрах «Лиссабонра» пухӑна-пухӑна лараҫҫӗ, пӗрне-пӗри тарӑхнипе усал сӑмахсем каласа хӑратма тытӑнчӗҫ, ҫавӑн пекех тата нимӗҫсене те ятлакаласа илеҫҫӗ; пӗррехинче ӗҫ ҫак тарана та ҫитнӗ-мӗн: земски начальник Штрехель, тарӑхнипе саралсах кайса, хула пуҫлӑхӗпе Кожемякина кӑшкӑрса тӑкнӑ:
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Пӗррехинче, ҫивӗч хӗрарӑм-пахчаҫӑна, Фимка Пушкаревӑна, хӑйӗн ӑнсӑртран туслашнӑ темлескер чӗре ҫунтармӑшӗ хытӑ хӗнесе тӑкнӑ пулнӑ та, хайхискер, тарса пытанас тесе, Тиунов патне чупса пынӑ, ӗсӗкле-ӗсӗкле ҫакӑ хӗрарӑмӑн асаплӑ мӗскӗн шӑпине ылханма тытӑннӑ, — ҫавӑн чухне хӑрах куҫ вӑл хӗрарӑма ачашшӑн та витӗмлӗн ҫапла каланӑ:
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Ҫакӑн хыҫҫӑн вӗсем хӑрах куҫран ҫур витре шурӑ эрех лартма ыйтнӑ, тата ытларах та ӗҫесшӗн пулнӑ, лешӗ паман, ҫакна хайхи хытӑ хӗнесе тӑкнӑ, ун хыҫҫӑн темиҫе кунтанах, вара вӑл, Волынка ӑнлантарнӑ тӑрӑх, каллех «ҫул ҫӳреме» тухса кайнӑ.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Хумлӑ-хумлӑ тӳремлӗхе, пӗтӗмпех чӑпӑрккапа хӗнесе тӑкнӑ пек, сӑрӑ тӗслӗ ҫул-йӗрсем касса йӗрлесе пӗтернӗ.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Ҫапла ҫав, Александр вӑхӑтӗнче пулнӑ ӑрӑвӑн пур паха енӗсене те Николай патшан арман чулӗ лутӑркаса, ҫӗмӗрсе, пӑсса тӑкнӑ; вӑл ӑру Руҫӑн пуласлӑхӗ ҫывӑх вӑхӑтрах улшӑнса лайӑхланасса ӗненнӗ пулнӑ; Николай арманӗ вара Польшӑна авӑртса тӑкнӑ, Балтика патӗнчи нимӗҫсене, мӗскӗн Финляндие те пырса ҫапнӑ, тата халӗ те авӑртать-ха, халӗ те авӑртать…
Малалла ҫырас вырӑнне каласа пани // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.
Ҫавӑн пек ҫынсенчен пӗри вӑл — граф Милорадович пулнӑ — паттӑр, илемлӗ, ҫав тери хӑюллӑ, нимӗн ҫинчен те шутламанскер; Александр ӑна вунӑ хутчен парӑмсенчен хӑтарнӑ; кунпа пӗрлех вӑл хӗрарӑмсем хыҫҫӑн сӗтӗрӗннӗ, укҫа шутне пӗлмесӗр тӑкнӑ, лӗпӗрти пулнӑ, тӗнчери чи ӑшӑ кӑмӑллӑ ҫынсенчен пӗри пулса тӑнӑ, салтаксен идолӗ пулнӑ, пӗр саккуна та пӗлмесӗр, темиҫе ҫул хушши Петербурга тытса тӑнӑ, юлашкинчен, юри тенӗ пекех, ӑна Николай патша пулса тӑнӑ пӗрремӗш кунӗнчех вӗлерсе пӑрахнӑ.
Малалла ҫырас вырӑнне каласа пани // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.