Шырав
Шырав ĕçĕ:
Лешӗсем хӑйсем хушшинче канашланӑ: «Турӑ ирӗкӗпе» тесессӗн, Вӑл пире: «апла пулсан мӗншӗн ӗненмерӗр ӑна?» тейӗ; 26. «этем ирӗкӗпе» тесессӗн, халӑхран хӑратпӑр: Иоана пурте пророк тесе хисеплеҫҫӗ, тенӗ.
Мф 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Ҫак сӑмаха илтсессӗн яш ача салхуланса пӑрӑнса кайнӑ, мӗншӗн тесессӗн вӑл питӗ пуян пулнӑ.22. Услышав слово сие, юноша отошел с печалью, потому что у него было большое имение.
Мф 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Ҫаплах чӑн калатӑп сире: ҫӗр ҫинче сирӗн хушшӑртан иккӗн пӗр шухӑшлӑ пулса кирек мӗн ыйтсассӑн та, Ҫӳлти Аттем мӗн ыйтнине парӗ вӗсене, 20. мӗншӗн тесессӗн Ман ятӑмпа иккӗн е виҫҫӗн пӗр ҫӗре пухӑнсассӑн, Эпӗ унта вӗсем хушшинче пулатӑп, тенӗ.
Мф 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Иисус вӗсене каланӑ: хӑвӑр сахал ӗненнӗ пирки; чӑн калатӑп сире: ӗненӗвӗр сарӑ пӑрӑҫ пӗрчи пысӑкӑш ҫеҫ пулсассӑн та, эсир ҫак тӑва: «кунтан ҫавӑнта куҫса лар» тесессӗн — вӑл куҫса ларӗччӗ; эсир тума пултарайманни нимӗн те пулмӗччӗ; 21. ку ӑрӑва кӗлтунипе тата типӗ тытнипе ҫеҫ хӑваласа кӑларма пулать, тенӗ.
Мф 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Ҫавӑн чухне Иисус Хӑйӗн вӗренекенӗсене каланӑ: Ман хыҫҫӑн пырас теекен хӑй ирӗкне пӑрахтӑр та хӗресне илсе Ман хыҫҫӑн пытӑр; 25. кам хӑй чунне упраса хӑварас тет, вӑл ӑна ҫухатӗ; кам хӑй чунне Маншӑн ҫухатӗ, вӑл ӑна упраса хӑварӗ; 26. пӗтӗм тӗнчене алла илсе хӑй чунне сиен тӑвакан ҫынна мӗн усси пулӗ? ҫын хӑй чунне мӗн тӳлесе илейӗ? 27. мӗншӗн тесессӗн Этем Ывӑлӗ Ашшӗ мухтавлӑхӗпе, Хӑйӗн ангелӗсемпе килӗ те пурне те ӗҫӗсене кура тавӑрса парӗ.
Мф 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. халиччен ӑнланаймастӑр-и? ҫӑвара кӗрекенни пурте вар-хырӑма кӗрет те каялла тухать; 18. ҫӑвартан тухаканни — чӗререн тухать, ҫынна ҫавӑ ирсӗрлетет, 19. мӗншӗн тесессӗн усал шухӑшласси, ҫын вӗлересси, упӑшкипе арӑмӗ пӗр-пӗрне улталасси, аскӑнланасси, вӑрласси, суя кӳнтелесси, хурласси чӗререн тухать.
Мф 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Эсир вара ҫапла калатӑр: «кам хӑй ашшӗне е амӑшне: «эсӗ манран илессине эпӗ Турра парне кӳтӗм» тесессӗн, 6. ҫавӑ ашшӗ е амӑшӗ умӗнче парӑмлӑ мар» тетӗр; эсир ҫапла хӑвӑр йӑлӑршӑн Турӑ хушнине пӑрахӑҫлатӑр.
Мф 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Ирод хӑйӗн Филипп пиччӗшӗн арӑмне Иродиадӑна пула Иоана тӗрмене тытса хуптарнӑ пулнӑ, 4. мӗншӗн тесессӗн Иоанн ӑна: «сана унпа пурӑнма юрамасть» тенӗ.
Мф 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Вӑл вӗсене ҫапла хуравланӑ: мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлти Патшалӑхӑн вӑрттӑнлӑхӗсене сире пӗлмелле тунӑ, вӗсене ун пек туман: 12. камӑн пур, ӑна тата парӗҫ, унӑн тата хушӑнӗ; камӑн ҫук, унӑнне пур пеккине те туртса илӗҫ; 13. вӗсем пӑхсан та курмаҫҫӗ, итлесен те илтмеҫҫӗ, ӑнланмаҫҫӗ, ҫавӑнпа вӗсене ытарлӑн калатӑп; 14. Исаия пророк калани вӗсен тӗлӗшӗнчен вырӑна килет.
Мф 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
42. Сут Кунӗнче кӑнтӑр енчи хӗрарӑм патша тӑрӗ те ҫак ӑрӑва айӑплӗ, мӗншӗн тесессӗн вӑл Соломон ӑслӑлӑхне пӗлмешкӗн инҫетри ҫӗртенех килнӗ; кунта акӑ Соломонран та Аслӑраххи пур.
Мф 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
41. Сут Кунӗнче Ниневи ҫыннисем тӑрӗҫ те ҫак ӑрӑва айӑплӗҫ, мӗншӗн тесессӗн вӗсем Иона вӗрентнине илтсен ӳкӗннӗ пулнӑ; кунта акӑ Ионӑран та Аслӑраххи пур.
Мф 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
36. Халӑх ушкӑнӗсене курсан Иисус вӗсене хӗрхеннӗ, мӗншӗн тесессӗн ҫынсем, кӗтӳҫӗсӗр сурӑхсем пек, асапланса пӗтнӗ, вӑйран сулӑннӑ пулнӑ.
Мф 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Акӑ тилҫе ернӗ ҫын ҫывӑхарнӑ та Ун умне чӗркуҫленсе ларса ҫапла каланӑ: эй Ҫӳлхуҫамӑм! тасатас тесессӗн Эсӗ мана тасатма пултаратӑн-ҫке, тенӗ.2. И вот подошел прокаженный и, кланяясь Ему, сказал: Господи! если хочешь, можешь меня очистить.
Мф 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Ҫавӑнпа ӗнтӗ Манӑн ҫак сӑмахӑмсене итлесе вӗсене пурӑнӑҫлакан кирек кам та хӑйӗн ҫуртне чул никӗс ҫине лартнӑ ӑслӑ ҫын евӗрлӗ; 25. ҫумӑр ҫунӑ, юханшывсем сарӑлса кайнӑ, ҫил-тӑвӑл тухнӑ — ҫав ҫурта ҫитсе ҫапнӑ; вӑл ӳкмен, мӗншӗн тесессӗн ӑна чул никӗс ҫине лартнӑ.
Мф 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Тӑвӑр хапхаран кӗрӗр, мӗншӗн тесессӗн пысӑк хапхапа аслӑ ҫул пӗтме илсе каяҫҫӗ; нумайӑшӗ ҫав ҫулпа ҫӳрет; 14. тӑвӑр хапхапа ансӑр ҫул чӗрӗлӗхе илсе каяҫҫӗ, вӗсене тупакан сахал.
Мф 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Мӗншӗн тесессӗн ыйтакан — илет, шыракан — тупать, шаккакана — уҫаҫҫӗ.8. ибо всякий просящий получает, и ищущий находит, и стучащему отворят.
Мф 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Вӗсем ӑна каланӑ: Иудейӑри Вифлеемре, мӗншӗн тесессӗн пророк урлӑ ҫапла ҫырнӑ: 6. «эсӗ те, Вифлеем, Иуда ҫӗрӗ, Иудӑн аслӑ хулисенчен нимӗнрен те кая мар: санран Пуҫлӑх тухӗ, Вӑл Ман халӑхӑма, Израиле, сыхласа усрӗ» тенӗ.
Мф 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Анчах та ҫапла шухӑшласанах акӑ ӑна тӗлӗкре Ҫӳлхуҫа Ангелӗ курӑннӑ та ҫапла каланӑ: Давид ывӑлӗ Иосиф! эсӗ арӑмна, Марийӑна, ху патна илме ан хӑра: Вӑл Таса Сывлӑш хӑвачӗпе йывӑр ҫын пулнӑ; 21. Вӑл Ывӑл Ача ҫуратӗ, эсӗ Ӑна Иисус ятлӑ хурӑн, мӗншӗн тесессӗн Вӑл Хӑйӗн халӑхне ҫылӑхӗсенчен ҫӑлӗ, тенӗ.
Мф 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
76. Ан хӑрӑр, ан иккӗленӗр, мӗншӗн тесессӗн сире ертсе пыраканӗ — Турӑ.
3 Езд 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
54. Ҫылӑхлӑ ҫын «эпӗ ҫылӑха кӗмен» тесе ан калатӑр, мӗншӗн тесессӗн «эпӗ Турӑ умӗнче, Унӑн мухтавлӑхӗ умӗнче ҫылӑха кӗмен» теекенӗн пуҫӗ ҫинче шӗл-кӑвар ҫунма пуҫлӗ.
3 Езд 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.