Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫамки ҫине тапса тухнӑ асап тарӗ ҫеҫ тумламӑн-тумламӑн ҫӗре ӳкрӗ.
XV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
«Ҫук, этем мар ку, пулсан пулать сехмет», — ирӗксӗрех шухӑшларӗ вӑл, ҫамки ҫине сивӗ тар тапса тухрӗ.
X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Пӗр тикӗс юртас лаша сасартӑк айккинелле тапса сикрӗ те чарӑнса тӑчӗ.
X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Чиркӳ алӑкне уҫсан, чиркӳрен пӑчӑхнӑ сывлӑш тапса тухрӗ те Лукарьене сапӑнтарса ӳсӗрттерчӗ.
V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Чӗри савӑнӑҫлӑн кӑлт-кӑлт тапса кӑкӑрне ҫӗклерӗ.
V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Вырӑсла хапхине аллипе мар, урипе тапса уҫрӗ.
III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
— Ак, ӑшши парам-ха, пӗтӗм ҫанҫурӑмунтан тар тапса тухӗ! — милӗкне чул ҫине хурса, алтӑрпа шыв ӑсса сапрӗ.
II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Вӑл пӗтӗмпе 8 гол тапса кӗртнӗ.
Волгоградран – «кӗмӗлпе» // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. http://putpobedy.ru/publikatsii/10669-vo ... an-k-m-lpe
Анчах та иккӗмӗш таймра волгоградсем тапӑнарах выляса икӗ гол тапса кӗртсе ҫӗнтерӳҫӗ пулса тӑнӑ.
Волгоградран – «кӗмӗлпе» // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. http://putpobedy.ru/publikatsii/10669-vo ... an-k-m-lpe
Ҫак вӑхӑтра тепӗр ӳплерен темле хура мӗлке сиксе тухрӗ — утар пӳрчӗ ҫывӑхӗнче темиҫе ҫын чупкаланине курса, пӗр сасӑ тумасӑр чӑтлӑха тапса сикрӗ.
Хӑтараҫҫӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Ҫапла турӗҫ те, Иван хапхана уҫса ячӗ ҫеҫ, картишӗнчи тахӑш самантра кӳлсе тӑратнӑ лашасем умлӑн-хыҫлӑн урама вашкӑртса тухрӗҫ, тулхӑркаласа илсе, ҫуна тупанӗсем якатнӑ ҫулпа кӳршӗ ял еннелле тапса сикрӗҫ.
Вилӗм // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Иван тилхепине ҫуна пуҫӗнчен ҫыхрӗ те тимӗр кӑвака аллинчи чӑпӑрккипе сӳсе илчӗ — урхамах кил еннелле ҫил пек тапса сикрӗ.
Тилӗ ҫӗлӗкӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
— Уҫӑр хӑвӑртрах! — кӑшкӑрчӗ Сергей, алӑка урипе тапса.
Тилӗ ҫӗлӗкӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Ҫав хушӑра кӗҫӗн кин хуҫа арӑмӗ патне те ташласа пычӗ, урине тапса, пуҫне тайрӗ, ӑна, аллинчен тытса, упӑшки патне ҫавӑтса пычӗ.
Ӗҫке-ҫикӗ мыскари // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Купӑсҫӑ кӑтра пуҫне ухса илсе ҫӳлерех каҫӑртрӗ, урисене ҫӑмӑллӑн тапса, ташӑ кӗвви калама пуҫларӗ.
Ӗҫке-ҫикӗ мыскари // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Сӗтел умӗнчи пукан ҫинче ларакан кӑтра йӗкӗт хут купӑсне нӑйкӑштарса илчӗ, мӑйӗнчен ҫакнӑ шап-шурӑ ал шӑллипе тарланӑ питне шӑлчӗ те пурнӑҫ хавасӗ тапса тӑракан кӗвӗ тӑсса ячӗ.
Ӗҫке-ҫикӗ мыскари // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Кашни виҫӗ тӗп кутӗнченех тап-таса та сип-сивӗ шывлӑ ҫӑлсем тапса тӑраҫҫӗ.
Уйра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Таҫтан ҫитрӗ унӑн вӑйӗ — аллисемпе лӑскаса, урисемпе тапса, аранах алӑка ҫӗмӗрсе шала кӗчӗ.
Пушар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Вара хапхине хӑех кайса уҫрӗ — улма чӑпар урхамах ҫиҫӗм пек тапса сикрӗ.
Акатуй // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Те вӑрӑм ҫынран хӑраса кайнипе, те хуҫи кӑшкӑрса тӑкнине илтсе, йытӑ ҫавӑнтах, каялла тапса сиксе, кӗлет айне чӑмрӗ.
«Выҫӑ вилем те… пуҫтарма каймастӑп» // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.