Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сан the word is in our database.
сан (тĕпĕ: сан) more information about the word form can be found here.
Авланмалла санӑн, Василий Петрович, эп ак кӗҫӗр тӗлӗк куртӑм, шӑпах сан ҫинчен, — тӗлӗкне калама пуҫларӗ Зоя, анчах Тамара каллех хӗрелсе кайнине асӑрхарӗ те тӑруках шӑпланса тӑчӗ.

Help to translate

X // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Манӑн сан хӗрачу ҫеҫ, санӑн хӗрачу ҫеҫ пулас килет!

Help to translate

Хуйхӑ // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 85-86 с.

— А если ҫитес вӑхӑтра сан садна, калӑпӑр, ҫак паркпа пӗрлештерсен, кӳренмелле пулмӗ-и сана?

Help to translate

XX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Санпа калаҫса ҫеҫ кӑшт уҫӑлатӑп, урӑх сан пек ҫывӑх ҫыннӑм та ҫук, чӑн калатӑп, Макар.

Help to translate

XV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

«Шӑрт» тесе ахаль каламан эппин сана, чӑнах та шӑртлӑ иккен сан кӑмӑлу», — шухӑшларӑм эпӗ.

Help to translate

V // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Ҫав нӑрра типӗтсе порошок тумалла та ху суйланӑ хӗрӗн апачӗ ҫине сапса памалла — вӑл вара, темле сивӗ чунлӑ пике пулсан та, хӑех сан майлӑ ҫаврӑнать, хӑех сан ҫумна ҫыпӑҫать, имӗш.

Help to translate

I // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Эпӗ сан пек вунӑ клас вӗренмен, кӗнеке те нумай вуламан, музыкӑна та сан чухлӗ ӑнланаймастӑп, паллах.

Help to translate

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Пушкин калашле, пур аслӑ Руҫ тӑрӑх яту сан чаплӑ пулӗ, пур чӗлхепе те асӑнӗҫ сана унта! — аллинчи хаҫачӗпе сулкаласа сӑвӑларӗ хаваслӑ каччӑ.

Help to translate

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

«Ҫынсем ӗҫленӗ чух эсӗ ӗҫме юрататӑн, мӑшӑру та сан эс ӗҫнӗрен пӑрахса кайнӑ. Кайран тата миҫе арҫынпа ҫылӑха кӗтӗн, тет. Колхоз правленийӗ штравласан та, аран-аран Ӗҫе тухкаларӑн. Ҫӗр ҫинче путсӗр пулнине кунта сана кам юсатӑр! Тамӑка!» — тесе ура тапса кӑшкӑрать турӑ.

Help to translate

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 67–78 с.

Кӑмрӑк татӑкӗпе ҫамки ҫине хӗрес палли сӑрларӗ те татах виҫӗ хут сурса: — Сан канлӗхна, сывлӑхна тата пурнӑҫна пихампар упратӑр. Сан ҫумна нимле лӑп-лап та ан ҫыпҫӑнтӑр… Усал ҫын куҫӗ ан ӳктӗр, — тесе пӑшӑлтатрӗ.

Help to translate

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Сан тавра, сан ҫинчен темӗн те пӗр калаҫаҫҫӗ.

Help to translate

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Сан ывӑл — сан ирӗк…

Help to translate

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Эпӗ сан илемӳшӗн, сан ырлӑхушӑн ӗҫетӗп.

Help to translate

Улахра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Ак сан чаплӑ ҫӗлӗкӳ, ак сан ӑшӑ кӗрӗкӳ.

Help to translate

9. Юлашки тытӑҫу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Санпа тек ҫыхланас мар тенӗччӗ, анчах нуша килсе тухрӗ, сан пулӑшӑву кирлӗ пулать, — терӗ Лупин мӑрса пулнӑ ҫынна тараватлӑрах йышӑнса.

Help to translate

1. Тӗнче хӗсӗр мар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Сююнбике сан ҫинчен йӑлт ыйтса пӗлчӗ те, вӑл сана шанать, ҫӗнтерӳ хыҫҫӑн Хусанта тӗл пулма ӗмӗтленет те.

Help to translate

19. Мускав тулашӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Сан валли, сан валли, нуратдин.

Help to translate

15. Хан хайӗн талайне кӑтартать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

«Мӑрса, сана ҫавӑ курасшӑн», «Мӑрса, сан патне ҫавӑ килчӗ».

Help to translate

16. «Ывӑлусем хитре сан, ҫӗрпӳ» // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫул ҫинче те кайма пӗлмерӗ вӑл куҫ умӗнчен, халӗ те тутар хӗр ачи юнашар пулнӑн туйӑнать — юнашар, анчах хӳме леш енче, алла тӑс та, сан пӳрнӳсем ун пӳрнисене сӗртӗнеҫҫӗ, вӑл санран чечек ҫыххи илет.

Help to translate

9. Шухӑшӑм, ман шухӑшӑм // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Сан асупа та, сан аҫупа та…

Help to translate

3. Япанча ҫыннисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed