Шырав
Шырав ĕçĕ:
Тултан пӑхма йӑвашскер, хуҫи алӑпа сулсанах пӑхӑнса тӑраканскер, вӑл яланах хӑй сухалӗ ҫинелле пӑхса, ӑслӑн кулкаласа ҫӳретчӗ, ҫивӗч сӑмах калама юрататчӗ, унтан хӑйӗн шӑлӗсем шурӑ та ҫирӗп пулнӑ пулсан та ҫӗрӗк шӑллӑ ҫынсенчен кӗрекен лайӑх мар шӑршӑ кӗретчӗ.
XV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Ҫӳлте тӑракан организацисем панӑ кӑтартусене пӑхӑнса тата анлӑшӗпех сарса янӑ ӑмӑртӑва пула, ҫавнашкалах тата районти организацисемпе колхоз председателӗ ертсе пынипе эпир ҫуракине, уйри ӗҫсене вӑйлӑн аталантарса тултарас тата ирттерсе тултарас ӗҫре питӗ пысӑк ҫитӗнӳсем турӑмӑр, ҫапла майпа пулас тухӑҫлӑ тырпул никӗсне хыврӑмӑр, мӗншӗн тесен вӑл йывӑрлӑхсене ҫӗнтерсе пырас ӗмӗтпе пыракан пирӗн пурнӑҫӑн никӗсӗ пулать, тата…
Прицепщик Терентий Петрович // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 109–130 с.
— Ҫапла, Мичурин вӗрентӗвне пӑхӑнса, манӑн бригада ӗҫлет те ӗнтӗ.— И так, на основе мичуринского учения, моя бригада и работает.
3 // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 41–83 с.
Вара Прохор Палыч, нумай ҫулсем хушшинче пухӑннӑ опыта пула аталаннӑ туйӑма пӑхӑнса, ҫапла тӑвать: вӑл тарӑн-тарӑн шухӑша кайса аялалла тата аяккалла пӑхса илет, ассӑн сывласа ярать, секретарь ҫине хӑюсӑррӑн пӑхать те, ҫавӑн пекех шухӑша кайса каласа хурать:
2 // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 41–83 с.
Прохор Палыч утиль складӗнче хӑйне пӑхӑнса ӗҫлекенсем мӗнле мӑкӑлтаса хунине астунӑ ҫав!Помнил Прохор Палыч, как подкузьмили его подчиненные на утильскладе.
1 // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 41–83 с.
Утиль складӗнчи хӑйӗн кӳренмелле опычӗ тӑрӑхах вӑл хӑйне пӑхӑнса ӗҫлекенсене хытӑрах тыткалама кирлине пӗлнӗ, — унсӑрӑн хӑвах лекетӗн; пӑхӑнса ӗҫлекен ҫын — ытла пур енчен те пулса ҫитнӗ ҫынах пулманнине те чухланӑ (ку шухӑш унӑн майӗпе ҫуралса пынӑ, анчах самаях хытӑ ҫирӗпленнӗ).
1 // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 41–83 с.
— Этем ӑсӗ хӑй шухӑшласа кӑларнӑ чӑтлӑхсенче аташса ҫӳрет, шуйттана пӑхӑнса тӑраканскер, вӑл этем чунне, турӑ халалласа панӑскере асап кӑтартса, усал кашкӑр пек аташса ҫӳрет!
XII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Вӑл гитара лайӑх калатчӗ, хӑйне хӑй дамӑна пӑхӑнса, парӑнса пурӑнакан тарҫӑ пек тытатчӗ.Он хорошо играл на гитаре и вёл себя, как покорный, преданный слуга дамы.
X. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Мӗншӗн тата ҫав этемсем, ҫынна аптӑратсах ҫитерме, ӑна ухмаха ересси патнех тенӗ пек ҫитерме пултаракансем, матроссем ҫиленсе кӑшкӑрса пӑрахнисене яланах парӑнса тата пӑхӑнса тӑраҫҫӗ.
VI. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Ҫав ним шарламасӑр, куҫсемпе ҫеҫ калаҫнинче, хӗрарӑмӗсем арҫын ҫумӗпе вӑраххӑн иртсе ҫӳренинче темле йытӑлла хӑтланни палӑрать, ҫакӑ кӑмӑла каймасть, — арҫынӗ куҫне хӗссе хушсассӑнах, вӗсенчен кашниех ӑт пӑхӑнса, урамри ҫӳпӗллӗ хӑйӑр ҫине вилнӗ пек кайса ӳкессӗн туйӑнать.
II. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Вӗсем Карпат леш енчен килнӗ эмигрантсем патне хӑйсен шанчӑклӑ агентурине — униат пупӗсене янӑ, ҫав агентура хӑйне пӑхӑнса тӑракан «Вырӑссен США-ри грекла-католикла тусӗсен пӗрлешӗвне», «Грекла-католикла чиркӳ енӗпе тӑванлисен пӗрлешӗвне» организациленӗ.
12 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Пограничниксем вӑл та вӗсем пек ҫынах иккенне, вӑл ним пирки те вӗсене пӑхӑнса тӑманнине туйса илччӗр.Пусть пограничники почувствуют, что он с ними на одной ноге, что он абсолютно независим.
11 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Нимӗҫсем вӗлерессипе тимле хӑратсан та, хресченсем ҫак приказа пӑхӑнса тӑмасан та пултараҫҫӗ.
19 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
— Мӗншӗн ун пек пур йӗркесене те пӑхӑнса калаҫмалла, Гвозден юлташ.
13 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Витязь пултарулӑхне пурне те: унӑн хӑюлӑхне те тӳсӗмлӗхне те, ют ҫын аллинчи апата илмесӗр пӑрӑнса каяссине те, ют ҫынсене кураймасӑр тӑрассине те шӑрша пите лайӑх пӗлессине те, ҫав тери вичкӗн илтессине те, пусма тӑрӑх хӑпарассине те хӳме урлӑ сикессине те, хӑй хуҫине пӑхӑнса тӑрассине те – веҫех, пӗтӗмӗшпех ҫын вӗрентнипе тунӑ.
6 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Диверсант, шпион, связист виҫҫӗшӗ те пӗр хуҫана пӑхӑнса тӑраҫҫӗ, вӑл кӑтартнӑ тӑрӑх ӗҫлеҫҫӗ.Диверсант, шпион, связист служат одному хозяину, действуют по его указке.
1 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Зубавин кирек хӑш следователе те кирлӗ правилӑсене ҫирӗппӗн пӑхӑнса ӗҫлет.Зубавин строго придерживался правила, обязательного для всякого следствия.
1 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Ҫак лекцинчех эпӗ: кашни профессор мӗн каланине пӗтӗмпе ҫырса пыма кирлӗ мар, вӑл ниме юрӑхсӑр ӗҫ кӑна тесе шутларӑм, курс тӑршшипех ҫак правилӑна пӑхӑнса вӗрентӗм.
XXXVI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Хама кирек хӑҫан та урӑхла йышши ҫын пек кӑтартас правилӑна пӑхӑнса тата княгиньӑпа ман пек ӑслӑ ҫынсем пӗрне-пӗри яланхилле хисеплесе сума сӑвассинчен ҫӳлте тӑраҫҫӗ тесе шутласа, эпӗ акӑ мӗнле ответлерӗм: тӗлсӗр-йӗрсӗр сулланса ҫӳрессине чӑтма пултараймастӑп, уҫӑлса ҫӳреме тухас-тӑк, пӗччен ҫӳреме кӑна юрататӑп, терӗм.
XXVI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Анчах унӑн кӑмӑлӗ нимӗн чухлӗ те улшӑнмарӗ, кил-ҫуртри мӗнпур ҫынсемпе, уйрӑмах аттепе, ҫав-ҫавах йӗркене пӑхӑнса мӑнаҫлӑн калаҫать; вӑл ҫаплах сӑмахсене тӑсса калать, куҫхаршисене ҫӗклет те: «Савнӑ чунӑм» — тет.
ХХIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.