Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

парас (тĕпĕ: пар) more information about the word form can be found here.
Асанкасси вӑтам шкулӗнче ҫамрӑк ӑрӑва тарӑн пӗлӳ парас тесе чылай ҫул тӑрӑшать вӑл.

Help to translate

Вӗрентекен, яту сан сумлӑ! // Иринӑпа Оксана Копташкинасем. http://kasalen.ru/2023/01/17/%d0%b2e%d1% ... %d0%bba-2/

Профилактика ӗҫне вӑйлатмалла, преступленисене хӑвӑртрах уҫса парас тесе тӑрӑшмалла…

Help to translate

Саккунлӑхшӑн тӑрӑшасси — тӗп тӗллев // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/01/20/%d1%81%d0%b ... %b5%d0%b2/

Ҫапла, вӗсене ӗрчеме парас пулмасть.

Help to translate

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

— Сана хӑвӑртрах ҫӑмарта парас пулӗ, — ларакансем пурте ахӑлтатса кулса ячӗҫ.

Help to translate

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Ҫавӑнпа, тен, вӑрӑсене витӗмлӗ сӑмахсем каласа намӑслантарас, ӑс парас тесе, хӑй ҫинчен нимӗн шухӑшламасӑр пынӑ вӑл вӗсен умне.

Help to translate

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Пӗлместӗп: шухӑшӑм шухӑшласа кӑларчӗ-и ӑна, е тата уйӑх каяллахи тӗлпулу хыҫҫӑн пулчӗ-и вӑл — анчах тимӗрҫӗ сӑнарӗ юлашки кунсенче пӗр вӗҫсӗр куҫ умне тухать те, манӑн ун ҫинчен ыттисене те каласа парас килет.

Help to translate

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 67–78 с.

Ҫавӑн пек каҫсем ҫынна шухӑша яраҫҫӗ, хӑвӑн чунна кама та пулин уҫса парас килет.

Help to translate

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.

Ҫакӑн ҫинчен Хветуҫа каласа парас килет, анчах каллех хӑй сассӑр макӑрса ярасран хӑрать.

Help to translate

VII // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

Ан тив, Миххан хӑйӗн пӗчӗк хӗрӗ Клавье валли пур пулсан, мӗншӗн Микулан та илсе парас мар?

Help to translate

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Мӗншӗн тесен историлле персонажсем роман кумминчи тӗп вырӑнта тӑракан ҫынсем мар, ытти геройсен шӑпине татса парас ӗҫре те вӗсем пысӑк вырӑн йышӑнса тӑмаҫҫӗ.

Help to translate

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Халӑха ҫӑлӑнма май парас тесе, Микула Саначин дружинине тата Ваҫлее карательсене тытса чарма хушать.

Help to translate

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Илемлӗ сӑмах мелӗсемпе халӑхӑн иртнӗ пурнӑҫне витӗмлӗн сӑнласа парас, ҫапла туса хальхи самана ҫыннисене ҫӗннишӗн тата хастарлӑрах тӑрӑшма хавхалантарас ӗмӗте тытса ӗҫлекен писательсен шутне Мранька Микихверӗ те кӗрет.

Help to translate

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

— Ҫырткалама мӗн парас?

Help to translate

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Никамӑн та кӗсйинчен кӑларса парас килмерӗ.

Help to translate

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Утрава вуникӗ ҫула тара парас теҫҫӗ.

Help to translate

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Миххана парас! — шавларӗҫ малтанхи сасӑсемех.

Help to translate

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Утрава тара парас!

Help to translate

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кӗлмӗҫе хутаҫран урӑх нимӗн те шанса парас ҫук! — Анука ывӑлӗнчен тытса илнишӗн тавӑрас шутпа каларӗ Касмухха.

Help to translate

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Утрава пишсене парас тетӗр-и-мӗн?

Help to translate

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хушса парас вырӑнне мӑшкӑлласа хӑварчӗ.

Help to translate

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed