Шырав
Шырав ĕçĕ:
16. Ҫӳлхуҫа ҫапла каларӗ: Сион хӗрӗсем мӑнкӑмӑллӑ пулнӑшӑн, пуҫне каҫӑртса, куҫӗпе илӗртсе ҫӳренӗшӗн, мӑнаҫлӑ утнӑшӑн, уринчи вӑчӑрисене чӑнкӑртаттарса пынӑшӑн 17. Ҫӳлхуҫа акӑ Сион хӗрӗсен лӗпкине ҫап-ҫара тӑратса хӑварӗ, Ҫӳлхуҫа вӗсенӗн ҫамкине те ҫаралатӗ.
Ис 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Мӗншӗн тесессӗн Саваоф Ҫӳлхуҫа кунӗ ҫитӗ, вӑл ҫитӗ мӗнпур мӑнаҫлине, мӑнкӑмӑллине, мухтаса чапа кӑларнине, — ҫакӑ ӗнтӗ кӗҫӗне юлӗ, — 13. вӑл ҫитӗ Ливан ҫинче ӳсекен мӗнпур ҫӳллӗ те мӑнаҫлӑ кедр йывӑҫне, Васанӑн мӗнпур юманне, 14. мӗнпур ҫӳллӗ тӑва, таҫтанах курӑнса тӑракан сӑртсене, 15. мӗнпур ҫӳллӗ пашнене, мӗнпур тӗреклӗ хӳмене, 16. Фарсисӑн мӗнпур карапне, вӗсенӗн ӑмсантаракан мӗнпур эрешне.
Ис 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Вара ҫӗр ҫинчен Ҫӳлти Турра кӗлтурӑм, вилӗмрен ҫӑлтӑрччӗ тесе тархасларӑм: 14. мӑнаҫлӑ ҫынсем тапӑннӑ чухне пулӑшу ҫуккине курса, хӗн-асаплӑ кунсенче мана ан пӑрахсамччӗ тесе Ҫӳлхуҫана, Ҫӳлхуҫамӑн Ашшӗне тархасларӑм.
Сир 51 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Вӑл пӗлӗтсем хушшинчи шурӑмпуҫ ҫӑлтӑрӗ пек, уяв кунӗнчи тулли уйӑх пек пулнӑ; 7. Ҫӳлти Турӑ Ҫурчӗ тӗлӗнче ҫутатса тӑракан хӗвел пек, мӑнаҫлӑ пӗлӗтсем хушшинче ҫиҫекен асамат кӗперӗ пек пулнӑ; 8. ҫурхи кун сарӑлса ларакан кӗлчечек пек, шыв хӗрринчи лили чечекӗ пек, ҫу кунӗнчи ливан турачӗ пек пулнӑ; 9. тӗтӗркӗчри кӑварпа латӑн, 10. хаклӑ йышши чулсемпе эрешленӗ, шӑратса хывнӑ ылтӑн савӑт пек пулнӑ; 11. ҫырлаллӑ ҫу йывӑҫӗ пек, пӗлӗтсене перӗнекен кипарис пек пулнӑ.
Сир 50 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Тӑнлӑ-пуҫлӑ ҫын пурин ҫинчен те тӗплӗн шухӑшлама тӑрӑшать, тӑнсӑр та мӑнаҫлӑ ҫын вара шиклене пӗлмест.
Сир 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Килӳнте савӑн, унта ху кӑмӑлна килнӗ пек ту; анчах мӑнаҫлӑ сӑмахпа ҫылӑха ан кӗр.14. Там забавляйся и делай, что тебе нравится; но не согрешай гордым словом.
Сир 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Кам усал тӑвать, ҫавӑ хӑйнех пырса ҫапать, ҫавӑ ӑҫтан ҫитнине вӑл хӑй те пӗлеймест; 31. мӑнаҫлӑ ҫынна мӑшкӑл курасси, хур курасси, тавӑру ҫитесси арӑслан пек сыхласа тӑрӗ.
Сир 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Чӗлхине пула ҫылӑхлӑ ҫын инкек курӗ, усал чӗлхеллӗ, мӑнаҫлӑ ҫынна чӗлхи-ҫӑварӗ такӑнтарӗ.7. Уловлен будет ими грешник, и злоречивый и надменный преткнутся чрез них.
Сир 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Пусмӑрлани тата сӗмсӗрлӗх пуянлӑха ҫаратаҫҫӗ: мӑнаҫлӑ ҫыннӑн килӗ те ҫапла пушанса юлӗ.5. Устрашения и насилия опустошат богатство: так опустеет и дом высокомерного.
Сир 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Мӑнаҫлӑ ҫын йӑвашлӑхран йӗрӗнет, ҫавӑн пекех пуян та чухӑн ҫынран йӗрӗнет.24. Отвратительно для гордого смирение: так отвратителен для богатого бедный.
Сир 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Мӑнаҫлӑ ҫыннӑн чӗри — сунар кайӑкӗ пек: кам та пулин ӳкнине сӑнавҫӑлла вӑрттӑн сыхласа тӑрать; 31. ырра усала ҫавӑрса, вӑрттӑн сӑтӑр тӑвать, таса ҫын ятне варалать.
Сир 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Мӑнаҫлӑх вӑл — этем Ҫӳлхуҫаран сивӗннинчен, этем чӗри хӑйне Пултараканран ютшӑннинчен пуҫланать: 15. ҫылӑхӑн пуҫламӑшӗ — мӑнаҫлӑх, мӑнаҫлӑ ҫын ӑшӗнчен ирсӗрлӗх тапса тӑрать; 16. ҫавӑншӑн ӑна Ҫӳлхуҫа хӑрушӑ хаса парать, юлашкинчен ӑна тӗппипех пӗтерет.
Сир 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Ӗнтӗ сӗм авал та, мӑнаҫлӑ улӑпсене пӗтернӗ чухне, тӗнче шанӑҫӗ, Санӑн аллу ертсе пынипе, караппа усӑ курса, тӗнчене йӑх вӑрлӑхӗ хӑварнӑ.
Ӑсл 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ӑста ӳнерҫӗ алли тунӑ мӑя пек санӑн чӑмӑркка пӗҫҫӳсем; 3. хырӑму — ҫавра алтӑр, техӗмлӗ эрех унта нихӑҫан иксӗлмест; санӑн вару — тулӑ кӑшӑлӗ, кӑшӑлӗ тавра лили лартса тухнӑ; 4. икӗ чӗччӳ — икӗ путек, ту качакин йӗкӗрешӗ; 5. мӑю — сӑлан шӑмминчен тунӑ юпа; куҫусем — Батраббим хапхи ҫумӗнчи Есевон кӳллисем; сӑмсу — Дамаск енне пӑхакан Ливан пашниех; 6. пуҫу Кармил тӑвӗ евӗр мӑнаҫлӑ, ҫӳҫӳ йӗпкӗн хӗрлӗ; кӑтрусен илемӗ патшана пӑхӑнтарнӑ.
Юрӑ 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Ҫавӑн пек ӑру та пур — ах, куҫӗсем епле мӑнаҫлӑ, куҫ хӑрпӑкӗсем те ҫӳлелле авӑнаҫҫӗ!13. Есть род - о, как высокомерны глаза его, и как подняты ресницы его!
Ытар 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Мӑнаҫлӑ ҫын харкашу пуҫарать, Ҫӳлхуҫана шанса тӑракан — ырӑ курать.25. Надменный разжигает ссору, а надеющийся на Господа будет благоденствовать.
Ытар 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Мӑнаҫлӑ усал ҫын — вӑл мӑшкӑлҫӑ ятлӑ — тӑвас тенине чарусӑрла мухтанса тӑвать.24. Надменный злодей - кощунник имя ему - действует в пылу гордости.
Ытар 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Кирек хӑш мӑнаҫлӑ ҫын та — Ҫӳлхуҫа умӗнче ирсӗрлӗх; шантарсах калама пулать: вӑл хаса курмасӑр юлмӗ.
Ытар 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Мӑнаҫлӑ ҫынсен ҫуртне Ҫӳлхуҫа ҫука хӑварать, тӑлӑх арӑмӑн ана чиккине тӗреклӗлетет.
Ытар 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ҫывӑх ҫынни ҫинчен вӑрттӑн элек паракана пӗтерӗп; ҫӳлтен пӑхакана, мӑнаҫлӑ чӗреллине чӑтса тӑмӑп.5. Тайно клевещущего на ближнего своего изгоню; гордого очами и надменного сердцем не потерплю.
Пс 100 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.