Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

макӑрса (тĕпĕ: макӑр) more information about the word form can be found here.
Пӗрре макӑрса ирттер те — чӑт…

Help to translate

8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

— Эс — ҫын пуҫне ҫиекен!.. — макӑрса кӑшкӑрнӑ Званцев.

— Ты — убийца!.. — рыдая, вскричал Званцев.

VIII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

— Йӗре-иӗре ыйттӑр — ан пар, ӑна хирӗҫ ху макӑрса яр!

— А пускай он плачет-просит, ты же реви — да не давай!

VII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Аса илтӗм те ҫакна, макӑрса ятӑм! шеллес килсе кайрӗ хамӑн яшлӑхӑма…

Вспомнила я это и заплакала! жалко стало мне мою молодость…

III // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

— Хӑ-ӑ-ӑ-на! — макӑрса янӑ ӗнтӗ ҫывӑхрах; вара — шыв темӗнле, тӗлӗнтермӗшлӗн, шӑппӑн чӑмпӑлтатса илнӗ.

— Го-о-ость! — зарыдали где-то близко, и раздался тихий, странный плеск воды.

II // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

— О-о… о!.. — макӑрса янӑ пек татӑлса, аякран тӑсӑлса илтӗннӗ кӑшкӑруллӑ сасӑ.

— О-о… о!.. — донесся издали протяжный крик и закончился похоже на рыдание…

II // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Асли, кӑшкӑрса, макӑрса, чӑмӑрӗсемпе кӑкӑрне шаккать, кӗҫӗнни ерипен ҫеҫ нӑшӑклатать.

Первая крикливо рыдала и била себя кулаками в грудь, вторая потихоньку хныкала.

VII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Со-чжупа аслӑ аппӑшӗ кан ҫинче макӑрса выртаҫҫӗ, арӑм, вӗсем ҫине пӑхса, вӗҫӗ-хӗррисӗр куҫҫульне шӑпӑртаттарать.

Со-чжу и его старшая сестренка лежали на кане и плакали, а жена, глядя на них, тоже заливалась слезами.

VI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Чӑтаймарӑм, макӑрса ятӑм.

Не могу сдержать слёз.

2. Ҫапӑҫу тӗрӗслевӗнче пулнӑ тусӑмсем патӗнче // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Савӑннипе макӑрса ятӑм, ҫакӑн ҫинчен сире пӗр вӑтанмасӑр каласа паратӑп.

Я плакал от счастья, и мне в этом не стыдно сознаться.

21. Никитин таврӑнчӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Пӗрре ман пата ҫӗвӗҫ патӗнче ӗҫлекен хӗрача чупса пычӗ те: — Сирӗн кайӑк пирӗн кашӑка вӑрласа кайнӑ, хуҫа мана вӑрҫать, вӑл эп вӑрланӑ тесе шухӑшлать… — терӗ те макӑрса ячӗ.

Однажды ко мне подбежала девочка, работавшая у портного, и сказала: — Ваша птица нашу ложку украла, хозяин меня ругает, он думает, что это я украла… — и заплакала.

Карп ҫӑханпа Вӑрӑ-чана // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.

Карлик макӑрса ячӗ.

Карлик заревел.

Мимуспа карлик // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.

Эпӗ хамӑн ӗҫ ҫинчен каласа пама ҫеҫ ӗлкӗртӗм, кабинета пӗр хӗрарӑм макӑрса пырса кӗчӗ.

Едва только я изложил своё дело, как вдруг вошла дама, расстроенная, со слезами на лице.

Каштанка, Бишка, Запятайка // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.

Вӑл ҫынсем ҫине ҫаврӑнса пӑхрӗ те макӑрса ячӗ.

Она оглянулась на толпу и заплакала.

Ҫӗр те ҫирӗм ултӑ булка // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.

Эпӗ чӑтса тӑраймарӑм, макӑрса ятӑм та сарайӗнчен тухса чупа патӑм.

Я не выдержал, заплакал и бросился вон из сарая.

Пирӗн Жучка // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.

Ачасем пӑр ҫинче ҫаврӑнӑҫуллӑ та хӑвӑрт ярӑнни ҫине ӑмсанса пӑхса тӑраттӑм та кӳреннипе чутах макӑрса ямастӑм.

Я с завистью глядел, как ловко и быстро ребята скользят по льду, и чуть не плакал с досады.

11. Вӑйӑсем // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Эпӗ куҫҫулӗпех макӑрса хама шкула яма ыйтрӑм.

Я со слезами упросил её отпустить меня.

4. Шкула ҫӳреме тытӑнатӑп // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Вӑл чарӑна пӗлмесӗр кулнипе макӑрса ярасси патне те ҫитрӗ.

Он смеялся так неудержимо, что стал всхлипывать от смеха.

«Сире мӗнле килӗшет?» // Александр Клементьев. Тихонов Н.С. Пакистан ҫинчен: калавсем; вырӑсларан А. Клементьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 99 с.

Ырхан хулпуҫҫийӗсем ун чӗтресе илнӗ — вӑл макӑрса янӑ.

Худые плечи его вздрогнули — он заплакал.

Уҫӑлса ҫӳреме тухсан // Василий Алагер. Герман, Ю. Феликс Дзержинский: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 66 с.

Валерия каллех макӑрса ярасран аран чарӑнса тӑчӗ.

Валерия с трудом удержала рыдание.

Юлашкинчен калани // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed